Пятница, 26 апреля

«Гигант» çĕнтернĕ

«Гигант» çĕнтернĕ

Спортпа туслисем, футболла выляма кăмăллакансем 2020 çулхи ноябрь уйăхĕнченех мини-футбол турнирне хутшăнса тупăшрĕç.
Район шайĕнче йĕркеленĕ ăмăртăва 14 команда хутшăннă. Вăйăсем чăннипех те хĕрÿ иртрĕç. Çак кунсенче вара турнир çĕнтерÿçисене палăртрĕç. Ăста тата харсăр выляса Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн «Гигант» команди пĕрремĕш вырăна алăран вĕçертмен. Иккĕмĕш вырăнта — Патăрьелсем, виççĕмĕш вырăнта «Тимерчеево» команда. «Чи лайăх вратарь» ята Алексей Цветков, «Чи ăста хÿтĕлевçĕ» ята Сергей Никитин , «Чи лайăх тапăнса вылякан» ята Динар Гайнуллов, «Чи лайăх ассистент» ята Максим Сорокин тивĕçнĕ. Турнирăн «Чи ăста выляканĕ» ята «Гигант» командăра вылякан Анатолий Кольцов çĕнсе илнĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *