Общество

Каллех улталаççĕ!

Каллех улталаççĕ!

Кĕсье телефонĕпе çыхăннă ултавсем пирки массăллă информаци хатĕрĕсенче тăтăшах пĕлтерсе тăраççĕ. Асăрхаттарусем çынсем йышлă çÿрекен вырăнсенче те пур. Апла пулин те серепне çакланакансем тĕл пулаççĕ-ха. Акă, сентябрь уйăхĕнче çеç районта ун пек 2 тĕслĕх пулнă, иккĕшĕ те Урмаел ялĕнче пурăнакансем. Сентябрьте социаллă сферăра ĕçлекене тĕрлĕ номерлĕ телефонсемпе банкăн хăрушсăрлăх службин ячĕпе шăнкăравланă, ун ячĕпе такам кредит илме хатĕрленни çинчен пĕлтернĕ. Пуçне пăтратса пĕтерсе онлайн мелĕпе 230 пин тенкĕ кредит илтернĕ. Ун хыççăн кредита «Сбербанк онлайн» урлă вăл мошенниксене укçана куçарса панă. Сентябрĕн 15-мĕшĕнче Инстраграммра укçа-тенкĕпе çыхăннă вырăнта пĕлтерÿ асăрханă. Унта кĕнĕ хыççăн ун патне шăнкăравсем килме пуçланă. Ултавçăсем хĕрарăма 600 пин тенкĕ кредит илме илĕрт

Халăх юррисем шăраннă

Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменĕнче халăх юррисене шăрантаракансен «Ай, юрлар-и!» регионсем хушшинчи конкурсĕ иртнĕ. Ăна республикăри халăх творчествин центрĕ И.Вдовина ячĕпе йĕркеленĕ. Ираида Григорьевна Вдовина ялти вĕрентекен пулнă. Вăл нумай çул пĕрчĕн-пĕрчĕн халăх юррисене пуçтарнă. Унăн ятне аслă ÿсĕмри çынсем паянхи кун та лайăх астăваççĕ. Вăл шăрантарнă юрăсене куракансем хапăлласа йышăннă. Унăн репертуарĕнче тĕрлĕ тематикăлла 800 ытла халăх юрри пулнă. Шел, 1985 çулта И.Вдовина ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Çапах та унăн юррисем паянхи кун та пурăнаççĕ. Çакна конкурса хутшăнакансен географийĕ тата йышĕ çулран-çул ÿссе пыни те çирĕплетет. Кăçалхи конкурс пĕрремĕш хут куçăмсăр майпа иртрĕ. Апла пулин те республикăри 14 районтан тата Санкт-Петербург хулинчен пурĕ 67 заявка к
Аталанса ÿсчĕр тесе тăрăшаççĕ

Аталанса ÿсчĕр тесе тăрăшаççĕ

Район центрĕнчи «Радуга» ача сачĕ чи çамрăккисенчен пĕри. Вăл 2013 çулта ĕçлеме пуçланă. Паянхи кун унта 190 ача 8 ушкăна çÿрет. Центртан çеç мар таврари ялсенче те ашшĕ-амăшĕ пепкисене илсе килет. Ачасем тивĕçлĕ воспитани илччĕр, хăтлă та тирпейлĕ пÿлĕмсенче кун кунлаччĕр, тутă та сывлăхлă ÿсчĕр тесе 40 ытла ĕçчен тăрăшать. Вĕсенчен нумайăшĕ хăйсен ĕçĕнче чылайранпа. А.Н.Албутова заведующи, Г.Ф. Молокова аслă воспитатель акă, садике хута янă вăхăтрах кунта тăрăшнă. В.Н.Никифорова, О.П.Григорьева, А.П.Боровкова воспитательсем те хăйсен ĕç-хĕлне ача-пăчапа çыхăнтарнăранпа нумай вăхăт иртнĕ. А.А.Камальдинова, В.В.Чубукова, И.С.Акшева воспитателе пулăшакансем те хăйсен ĕçне юратса пурнăçлаççĕ, чылай çул ĕçлесе паха опыт пухнă. Коллективра çамрăксем те сахал мар. Пĕр-пĕринпе килĕштерсе, пулăш
«Наци кросне» йыхравлатпăр

«Наци кросне» йыхравлатпăр

Пĕтĕм Раççейри «Наци кросĕ» район центрĕнче сентябрĕн 25-мĕшĕнче пулать. Ăмăртăва хутшăнакансене çакăн пек дистанцисем кĕтеççĕ: пĕрремĕш ушкăна — ача сачĕсене çÿрекенсем /100 метр/; иккĕмĕшĕ — VIP-чупу /400 метр/; виççĕмĕшĕ — спорт çемйисен чупăвĕ /ашшĕ — 400 метр, амăшĕ — 200 метр, ача — 100 метр/; тăваттăмĕшĕ — 55 тата аслăрах ÿсĕмрисем /арçынсем 400 метр, хĕрарăмсем 200 метр/; пиллĕкмĕшĕ — предприятисемпе организацисенче ĕçлекенсем /арçынсем 1000 метр, хĕрарăмсем 500 метр/; улттăмĕшĕ — 1—4-мĕш классенче вĕренекенсем /арçын ачасем 400 метр, хĕрачасем 200 метр/; çиччĕмĕшĕ — 5—7-мĕш классенче вĕренекенсем /арçын ачасем 1000 метр, хĕрачасем 500 метр/; саккăрмĕшĕ — 8—9-мĕш классенче вĕренекенсем         /арçын ачасем 1000 метр, хĕрачасем 500 метр/;  тăххăрмĕшĕ

Вăл – тĕлĕнмелле учитель

Мĕнпе хакламалла-ши çын пурнăçне? Пурăнса ирттернĕ çулсемпе, çыннăн ĕçĕсемпе. Вăл хăйĕн ĕмĕрĕнче пуçтарнă мулсемпе. Калама йывăр, анчах кашни çын хăй хыççăн пурнăç çулĕ çинче йĕр хăварать. Камăн вăл тарăн, теприн — курăни-курăнми кăна. Паянхи сăмах Геннадий Николаевич Петров пурнăçĕ çинчен. Вăл пурăнса, ĕçлесе ирттернĕ çулсене пăхсан — аса илсе мухтанмалли чылай. Пурнăçне вăл пулас ăрăва вĕрентсе воспитани парас ĕçпе çыхăнтарнă. Вăрманхĕрри Чурачăк ялĕнче пурăннă Александра Ивановнăпа Николай Егорович Петровсен çемйинче çуралнă вăл. Çемьере тăхăр ача ÿссе çитĕннĕ. Халĕ пĕртăвансем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнаççĕ. Луиза Ивановнăпа Геннадий Николаевич пĕрлешнĕренпе нумай вăхăт иртнĕ, халĕ ялта иккĕшĕ пурăнаççĕ. Хĕрĕпе кĕрÿшĕ хăйсен икĕ ачипе час часах хуларан хăнана килеççĕ. Çуллахи к
Сиртен хыпарсем кĕтетпĕр

Сиртен хыпарсем кĕтетпĕр

Эпĕ пĕрремĕш заметкăна 4-мĕш класра вĕреннĕ чухне çырса «Октябрь ялавĕ» /«Каçал ен»/ хаçата ярса патăм. Темиçе йĕркерен çеç тăратчĕ пулин те, вăл пичетленсе тухсан савăнтăм. Ун хыççăн вара шкулта пулса иртекен пур мероприятисем пирки те пĕлтерсе тăма тăрăшрăм. Кÿршĕре, ялта пурăнакан хастар ĕçченсем пирки те статьясем çыраттăм. 6—7-мĕш классенче вĕреннĕ вăхăтра республикăри «Пионер сасси» хаçатпа та тачă çыхăну тытма пуçларăм. Уйрăмах çулталăк тăршшĕпе хаçата çырса тăракансем лауреат ята тивĕçетчĕç. Анчах ăна çĕнсе илме питĕ йывăрччĕ. Вăл вăхăтра республика тата унăн тулашĕнчен те çыракан ачасем йышлăччĕ. 1985 çулта эпĕ те лауреат ята тивĕçрĕм. Редакцирен шкула килсех Хисеп грамоти тата «ФЭД-5» фотоаппарат парса чысларĕç. Эпĕ шкул вĕренсе пĕтернĕ хыççăн пурнăçа журналистикăпа çыхăнтарма шу
Хаçат ĕçĕ тĕрлĕ енлĕ

Хаçат ĕçĕ тĕрлĕ енлĕ

Пенси çулĕсем çитсе пынă тапхăрта район хаçачĕн /ун чухне «Октябрь ялавĕ»/ корреспондентĕнче те ĕçлесе пăхма тиврĕ, журналистика стажĕ 16 çулпа танлашрĕ. Шкул вĕреннĕ чух колхозра ĕçленине /каникул вăхăтĕнче/ шута илмесен, Атăл çинчи пароход рулевойĕнче икĕ навигаци, тинĕсри чикĕ хуралĕнче виçĕ çул карап çинче çар службинче пулнă, икĕ çул ытла районти халăх сучĕн суд исполнителĕнче, 21 çул парти райкомĕнче тăрăшнă. Кĕскен каласан пурнăçăн тути-масине аванах чухланă. Район хаçачĕпе тачă çыхăну тытма иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче пуçланă. Çав çулсенче «Октябрь ялавĕ» 6 пин ытла экземплярпа вулакансем патне çитнĕ. Ун чухне хаçат сотрудникĕсем материал хатĕрлеме обществăлла корреспондентсене анлăн явăçтаратчĕç. Хаçат ĕçченĕсем кашни уйăхри ĕç планĕнче ăçта командировкăра пулмаллине, мĕнлерех

Мĕн-ши вăл туслăх?

Туслăх вăл — вăрçмасăр, ятлаçмасăр, пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнни. Чăн-чăн тусăн çынна ăнланма, йăпатма пĕлмелле. Эпĕ те çавăн пек пулма тăрăшатăп. Çын тĕрĕс мар ĕç тусан унран кулмастăп, йăнăш хăтланнине ăнлантарма тăрăшатăп. Юлташсем нумай манăн. Анчах чи çывăххисем иккĕн çеç. Пĕри — Настя. Вăл манпа пĕр класрах вĕренет, мĕн пĕчĕкренпе килĕштерсе пурăнатпăр. Тепри — Ульяна. Вăл мана йывăр вăхăтра яланах пулăшать. Туссемпе пĕрле йывăр ĕç те çăмăллăн пурнăçланать. Юлташсемпе сăмахлама та, ĕçлеме те аван. Эпĕ хам та вĕсене йывăр вăхăтра пулăшма, лăплантарма, калаçса йăпатма тăрăшатăп. Çапах пурне те юлташ тееймĕн, çĕр çинче сутăнчăк та нумай. Кĕскен каласан, пурнăçра çынсем тĕрлĕрен пулаççĕ: санпа чунне парса калаçакансем, санран кулакансем, усал сăмах калакансем. Чун вара яланах пулăшм
Мой любимый тренер

Мой любимый тренер

В мире очень много видов спорта, и все они отличаются друг от друга. Со спортом нужно дружить, ведь движение — это жизнь. И я выбрала фитнес аэробику. Фитнес аэробика — это командный вид спорта. В своём сочинении я хочу рассказать о своем любимом тренере, который научил меня, наверное, почти всему что требовалось.Тренера зовут Долгова Мария Сергеевна. Я все-таки решила выделить под эту тему целую статью. Потому что в Марию Сергеевну все влюбляются без памяти. Стоит всего один раз попасть на ее занятие. Бесспорно она мастер в своем деле. Добрая, позитивная, мудрая и справедливая. Я благодарю судьбу за то, что именно она стала моим тренером. Именно в конце четвертого класса я встретила её. Сейчас я уже учусь в девятом классе, Мария Сергеевна до сих пор мой преподаватель. Я хотела бы рассказа

Команда – виççĕмĕш

Фитнес-аэробикăпа Самара хулинче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри ăмăртусенче Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ команди палăрнă. Ун йышĕнче пирĕн районтан та пулнă. «Свит Бейби» /тренерĕ Мария Долгова/ команда 11—13 çулхи хĕрачасем хушшинче «Перфоманс» дисциплинăра, аэробикăра виççĕмĕш кăтартупа палăрнă. Республикăн пĕрлештернĕ командин çитĕнĕвĕнче пирĕн ентешсен тÿпи пурри савăнтарать. Вĕсене Раççей кубокĕшĕн пыракан тупăшусенче ăнăçу сунатпăр. /ХАМĂР ИНФ./.