Пятница, 26 апреля

Вăл – тĕлĕнмелле учитель

Мĕнпе хакламалла-ши çын пурнăçне? Пурăнса ирттернĕ çулсемпе, çыннăн ĕçĕсемпе. Вăл хăйĕн ĕмĕрĕнче пуçтарнă мулсемпе. Калама йывăр, анчах кашни çын хăй хыççăн пурнăç çулĕ çинче йĕр хăварать. Камăн вăл тарăн, теприн — курăни-курăнми кăна. Паянхи сăмах Геннадий Николаевич Петров пурнăçĕ çинчен. Вăл пурăнса, ĕçлесе ирттернĕ çулсене пăхсан — аса илсе мухтанмалли чылай. Пурнăçне вăл пулас ăрăва вĕрентсе воспитани парас ĕçпе çыхăнтарнă.
Вăрманхĕрри Чурачăк ялĕнче пурăннă Александра Ивановнăпа Николай Егорович Петровсен çемйинче çуралнă вăл. Çемьере тăхăр ача ÿссе çитĕннĕ. Халĕ пĕртăвансем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнаççĕ.
Луиза Ивановнăпа Геннадий Николаевич пĕрлешнĕренпе нумай вăхăт иртнĕ, халĕ ялта иккĕшĕ пурăнаççĕ. Хĕрĕпе кĕрÿшĕ хăйсен икĕ ачипе час часах хуларан хăнана килеççĕ. Çуллахи кунсенче мăнукĕсем ялти уçă сывлăшпа киленсе пурăнаççĕ. Кашни çулах пĕртăван Петровсем тăван кил ăшшине аса илме пĕрле пуçтарăнаççĕ, савăнаççĕ, ашшĕ-амăшĕ юратнă юрăсене юрлаççĕ. Пакша йăхĕнчи тăванĕсем патне хăнана кайсан ашшĕпе амăшĕ юрă пуçлакансем пулнă, çак йăлана ачисем те малалла тăсаççĕ. Туслă çемье, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсене саланнă пулсан та, пĕр пĕрне манмасть, йывăр вăхăтра тăванĕсене пулăшаççĕ. Тен çавăнпа та пулĕ, виç çул каялла, пĕр тăван Петровсене ачисемпе, мăнукĕсемпе пĕрле «Акатуй» уявĕн хапхи умĕнче хаклă хăнасене çăкăр тăварпа кĕтсе илме шаннă.
Геннадий Петров çут тĕнчене килнĕренпе çитмĕл теçетке çитрĕ. Ачалăхĕ унăн çуралнă ялтах иртнĕ. Вăтам шкул пĕтерсен, аслашшĕн ĕмĕтне пурнăçа кĕртме, вĕрентекен ĕçне суйласа илнĕ. Уйрăмах шкулта физика предмечĕ кăмăла кайнă, Василий Титович Акчурин урокĕсенче çутçанталăк вăрттăнлăхĕсене уçса пани асра юлнă. Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче физика учителĕн профессине алла илнĕ. Аслă шкулта пуçтарнă ăс-хакăл халĕ те ĕçре пулăшса пырать. Анчах унпа кăна çырлахмасть вăл, кашни çулах тĕрлĕ курссенче вĕренет. Педагог 45 çул Хырхĕрри тĕп шкулĕнче ĕçлет.
Кашни ачашăн, шкулта вĕреннĕ вăхăтсем, асамлăх тĕнчинче пулнă пекех туйăнтăр тесен, учителĕн нумай тăрăшмалла. Геннадий Николаевич вĕренекенĕсем, унăн урокĕсенче, çутçанталăк вăрттăнлăхĕсене тишкереççĕ, тĕрлĕ приборсем ăсталаççĕ, вĕсемпе вĕренÿре усă кураççĕ. Ачасем тарăн пĕлÿ илччĕр тесе учитель хăйĕн вăхăтне шеллемесĕр, уроксем хыççăн та нумай ĕçлет. Унăн вĕренекенĕсем тĕрлĕ конкурссенче, олимпиадăсенче хутшăнаççĕ. Кашни çулах, районти физика, астрономи, технологи предмечĕсемпе иртекен олимпиадăсенче çĕнтерÿçĕсен шутне лекеççĕ. Юлашки вунă çулта унăн вĕренекенĕсем республикăра астрономи предмечĕпе иртекен конкурссенче виçĕ хут çĕнтерÿçĕсен шутĕнче пулнă. Пĕр вĕренекенĕ Раççейре иртекен астрономи олимпиадине хутшăнма пултарнă. Мускаври физикăпа техника институчĕ, «Фоксфорд» /МФТИ лицейĕ/ ирттерекен физика олимпиадисене дистанци мелĕпе хутшăнса призерсем пулаççĕ.
Çирĕм çул ытла учитель пултаруллă ачасене Новосибирскри университетăн физикăпа математика шкулĕнче куçăмсăр мелпе хушма пĕлÿ илме пулăшать. Пултаруллă вĕренекенсем тĕрлĕ задачăсем шутласа, опытсем туса физика вăрттăнлăхĕсене тарăнрах ăса хураççĕ. Физмат шкулĕн программи тăрăшуллă ачасемшĕн питĕ усăллă пулни куç кĕретех, физика предмечĕпе экзамен лайăх тытаççĕ. 2018 çулта Геннадий Николаевич Новосибирск хулинчи академиксен хулинче пулса курнă. Новосибирскинчи университетăн шкулĕнче Геннадий Николаевич наукăпа практика конференцийĕнче хăйĕн ĕç опычĕпе паллаштарнă. Ялти пĕчĕк шкулта пултаруллă ачасемпе мĕнле ĕçлени тĕрлĕ хуласенчен килнĕ лицейсемпе, Раççейри тĕрлĕ университетсен çумĕнчи шкулсенче ĕçлекенсемшĕн питĕ кăсăклă пулнă. Çакăнтах, Ольга Лошкарева корреспондент Pedcovet.org социаллă сетьре «Ялти учитель каласа пани» ятпа пысăк статья пичетлесе кăларнă.
Геннадий Николаевич 25 çул ытла районти шкулсен физика учителĕсен ассоциацийĕн ертÿçи пулнă май, физика учителĕсен методикăлла фестивалĕсене ирттерессишĕн те нумай тăрăшать.Учитель кашни фестивальтех уçă уроксем иртерет, ĕç опычĕпе районти учительсене паллаштарать. Ку çеç те мар, унăн вĕренекенĕсем шкулсенче хăйсем ăсталанă приборсемпе паллаштараççĕ, тĕрлĕ опытсем туса кăтартаççĕ.
Геннадий Николаевич республикăра иртекен физика урокĕсен фестивалĕсене 26 хут хутшăнса уçă уроксем ирттернĕ, урокра усă куракан тĕрлĕ меслетсемпе паллаштарнă. Çак фестивальсенче илнĕ Дипломсемпе Хисеп грамотисем питĕ нумай.
Аслă категориллĕ учитель ĕçĕсем нумай çĕрте пичетленсе тухнă: «Халăх шкулĕ», «Пĕрремĕш сентябрь» издательство çурчĕ кăларакан «Физика» журналсенче, вĕренÿ институчĕн «Методическая копилка» уйрăмĕнче тата нумай электронлă сайтсем çинче унăн ĕçĕсемпе паллашма пулать.
2015 çулта Чăваш патшалăх педагогика университетне уçнăранпа 85 çул çитнине халаласа «Лучший выпускник ЧГПУ» конкурс иттернĕ. Конкурса хутшăнса вунă çĕнтерÿçĕ шутне те лекме пултарнă пултаруллă учитель.
Ĕçне кура хисепĕ теççĕ. Вăл «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ. Районти физика учителĕсем сĕннипе, пултаруллă учитĕле 2001 çулта «Почетный работник общего образования Российской Федерации» паллăпа чысланă. Геннадий Николаевич 2006 çулта конкурса хутшăнса, районта чи малтан Чăваш Республикин Президенчĕн пултаруллă учительсене паракан премине илме пултарнă, «Билайн» компани йĕркеленĕ «Династия» фонд грантне 2006 çулта тивĕçнĕ, унпа усă курса «Пĕрремĕш сентябрь» издательство çурчĕ Мускавра ирттерекен «Физика» кунĕнче пулса курнă.
Хăйĕн вăхăтне шеллемесĕр, уроксем хыççăн нумай çул ачасене ракета моделĕсем, хут-çĕленсем ăсталама вĕрентнĕ. Ăсталанă ракета моделĕсемпе, тĕрлĕ енлĕ тунă хутçĕленсемпе районти ăмăртусене, «Хут çĕлен» фестивалĕсене хутшăнса малти вырăнсене тивĕçнĕ. Çак модельсемпех республикăри ăмăртусенче те пулнă, ачасем пултарулăхне кăтартса тĕрлĕ Дипломсене тивĕçнĕ.
Алă ĕçĕ тăвас енĕпе те ăста Геннадий Николаевич. Вăл ăсталанă карçинкасене, чăваш халахĕн кĕвĕ каламалли инструменчĕсене нумай çул районта иртекен «Акатуй» уявĕнче курса савăнаççĕ, вĕсене мĕнле тумаллипе кăсăкланаççĕ. Токарлă станок çинче касса кăларнă тăвар хумалли савăтсем, тĕрлĕ вазăсем выставкăсенче куçа илĕртеççĕ, туянакансем те сахал мар. Шкул ачисене те çак ăсталăха алла илме пулăшать. Пĕлтĕр ачасен ĕçĕсене Раççейре иртекен «Токарная миниатюра» конкурса тăратса парне те çĕнсе илме пултарнă.
Мăшăрĕпе, Луиза Ивановнăпа, ялти культура çурчĕ çумĕнче ĕçлекен «Палан» фольклор ансамбльне çÿреççĕ. Геннадий Николаевич сцена çинче яланах хăй ăсталанă параппанпа тухать. «Палан» ушкăн Шупашкарти Трактор тăвакансен керменĕнче тĕрлĕ конкурссенче, Ульяновск хулинчи чăвашсен «Акатуй» уявĕнче, тĕрлĕ районсенче иртекен уявсенче, Тутар республикинче пултаруллăхĕпе халăха савăнтарнă.
Канăçсăр чĕреллĕ, малалли ĕмĕтпе пурăнакан çынсем шкулта учительсем пулса ĕçлеççĕ. Ачасене лайăх вĕрентес тесен, вĕсен шухăш-кăмăлне, ĕмĕчĕсене пĕлмелле. Çавăнпа-ши Геннадий Николаевич ачасене час-часах кĕске сочиненисем çыртаттарассине пурнăçа кĕртнĕ.
«Хăш-пĕр чух савăнтараççĕ вĕсем, тепĕр чух хăвăн ĕçне кăштах урăхлатма хистеççĕ», — тет педагог.
Юлашки йĕркесене Геннадий Николаевич вĕрентнĕ шкул ачисем сочиненире çырнă сăмахĕсемпе вĕçлес килет. «Питĕ тĕлĕнмелле учитель эсир. Сирĕн пĕрре те ăмăр, çумăрлă кунсем çук. Эсир ирттерекен уроксенче пĕрмаях хĕвел пăхать», — тенĕ хайлавра.
А.МАРИЯН.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *