Хаçат ĕçĕ тĕрлĕ енлĕ

Хаçат ĕçĕ тĕрлĕ енлĕ

Пенси çулĕсем çитсе пынă тапхăрта район хаçачĕн /ун чухне «Октябрь ялавĕ»/ корреспондентĕнче те ĕçлесе пăхма тиврĕ, журналистика стажĕ 16 çулпа танлашрĕ. Шкул вĕреннĕ чух колхозра ĕçленине /каникул вăхăтĕнче/ шута илмесен, Атăл çинчи пароход рулевойĕнче икĕ навигаци, тинĕсри чикĕ хуралĕнче виçĕ çул карап çинче çар службинче пулнă, икĕ çул ытла районти халăх сучĕн суд исполнителĕнче, 21 çул парти райкомĕнче тăрăшнă. Кĕскен каласан пурнăçăн тути-масине аванах чухланă. Район хаçачĕпе тачă çыхăну тытма иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче пуçланă.
Çав çулсенче «Октябрь ялавĕ» 6 пин ытла экземплярпа вулакансем патне çитнĕ. Ун чухне хаçат сотрудникĕсем материал хатĕрлеме обществăлла корреспондентсене анлăн явăçтаратчĕç. Хаçат ĕçченĕсем кашни уйăхри ĕç планĕнче ăçта командировкăра пулмаллине, мĕнлерех материал хатĕрлемеллине, кампа курса калаçмаллине палăртса хуратчĕç. Çавăнпа хаçат страницисенче ÿппĕн-теппĕн хатĕрлекеленĕ материалсем пулман, тĕплĕн хатĕрленĕ статьясем, очерксем /летопиçсем те/, информацисем кун çути куратчĕç. Командировкăна кайсан обществăлла корреспондентсемпе тĕл пулассине йĕркене кĕртнĕччĕ.
Парти райкомĕнче ĕçлеме пуçласан хаçат редакцийĕнче тăтăшах пулма тăрăшнă. Редакцин уйăхри ĕç планĕпе хаçатăн ум статйине мĕнлерех темăпа тата ăна кам хатĕрлессине палăртсах хуратчĕç. Çакăн пек материал /вăл пĕрремĕш страницăра пичетленетчĕ/ хаçата уçса яратчĕ. Ум статья хатĕрлеме мана та уйăхра пĕрре лекетчĕ. Мĕнле темăпа çырмаллине вара редакци ятарлă хут çырсах пĕлтеретчĕ.
Маларах хаçатра 16 çул ĕçленĕ тенĕччĕ. Ку тапхăрта редакци пурнăçĕнче улшăнусем пулчĕç. Парти пурнăçне çутатса тăракан пай ĕçлеме пăрахрĕ, ун вырăнне районти обществăлла пурнăçа çутатса тăракан /отдел общественной жизни района/ пай туса хучĕç. Манăн милици, суд, прокуратура обществăлла организацисен /профсоюз/ ĕçне туллинрех çутатса тăмалли тивĕçе пурнăçласа пымаллаччĕ. Право йĕркине пăснă тĕслĕхсемпе кашни эрнере криминаллă хроника пичетленетчĕ. Командировкăна кайсан колхоз правленийĕнче, ял советĕнче, шкулсенче, суту-илÿ точкисенче тата çав территорири ытти организацисенче пулса кĕске кăна информаци хатĕрлесе килесси те йăлана кĕнĕччĕ.
Шкул ачисем ун чухне çав тери нумай çыратчĕç, пионер вожатăйсемпе тачă çыхăну тытнă. Шел пулин те, паянхи кун шкул ачисен, хайлавĕсем нумаях мар хаçатра. Журналистика ĕçне явăçтаракан педагогсем те сахал. Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче тăрăшакан Валентина Филиппова ертсе пынипе шкул ачисен хайлавĕсем хаçат страницисенче пичетленеççĕ-ха. Çав тери вулама кăмăллă. Ытти шкулсенче вĕренекенсен хайлавĕсене те вуласчĕ.
Райăн хаçачĕн пурнăçĕ нумай енлĕ. Унăн кашни çĕнĕ номерне вулакансем чăтăмсăр кĕтсе тăччăр тесе ĕçлеççĕ. Редакци сотрудникĕсем тăтăшах çĕнĕлĕхсем шыраççĕ. Ăнăçу сунар вĕсене çак ĕçре.
В.ГАВРИЛОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *