Воскресенье, 5 мая

Сиртен хыпарсем кĕтетпĕр

Сиртен хыпарсем кĕтетпĕр

Эпĕ пĕрремĕш заметкăна 4-мĕш класра вĕреннĕ чухне çырса «Октябрь ялавĕ» /«Каçал ен»/ хаçата ярса патăм. Темиçе йĕркерен çеç тăратчĕ пулин те, вăл пичетленсе тухсан савăнтăм. Ун хыççăн вара шкулта пулса иртекен пур мероприятисем пирки те пĕлтерсе тăма тăрăшрăм. Кÿршĕре, ялта пурăнакан хастар ĕçченсем пирки те статьясем çыраттăм. 6—7-мĕш классенче вĕреннĕ вăхăтра республикăри «Пионер сасси» хаçатпа та тачă çыхăну тытма пуçларăм. Уйрăмах çулталăк тăршшĕпе хаçата çырса тăракансем лауреат ята тивĕçетчĕç. Анчах ăна çĕнсе илме питĕ йывăрччĕ. Вăл вăхăтра республика тата унăн тулашĕнчен те çыракан ачасем йышлăччĕ. 1985 çулта эпĕ те лауреат ята тивĕçрĕм. Редакцирен шкула килсех Хисеп грамоти тата «ФЭД-5» фотоаппарат парса чысларĕç. Эпĕ шкул вĕренсе пĕтернĕ хыççăн пурнăçа журналистикăпа çыхăнтарма шутларăм. Вăл вăхăтра район, республика хаçачĕсене çыракансем нумайăн пулсан та, çыравçă е журналист пулмарĕç. Хăйсене килĕшекен професси суйласа илчĕç. Анчах та хаçатра çырса тăни вĕсене вĕренме те, тавракурăмне ÿстерме те малашнехи пурнăçĕнче, тен, пулăшса та пынă.
Паянхи кун информаци технологийĕ вăйлă аталаннă. Интернет уçлăхĕ тĕнче хыпарĕсене хăвăрт пĕлме май парать. Америкăра е Мускавра, Шупашкарта мĕн пулса иртнине пĕлтерсех тăраççĕ-ха. Анчах та хамăр тăрăхра /пĕрлешÿллĕ хуçалăхра, культура çурчĕсенче, шкулсенче…/ мĕнле ĕçсем туса ирттернине пĕлтерекенни район хаçачĕ «Каçал ен» çеç.
Унти хыпарсем тăрăх пĕр-пĕрин пурнăçне пĕлсе тăратпăр. Анчах штатри корреспондентсем пур çĕре те çитме ĕлкĕ- реймеççĕ. Обществăлла корреспондентсем, ялкорсем, юнкорсем хыпарсемпе пулăшса пыраççĕ.
Юнкорсем тетпĕр те, районти кашни шкултах сăвă, калав çырас туртăмлă пултаруллă ачасем пурах. Вĕсене эпир хаçатпа çыхăну тытма ыйтатпăр. Электронлă почтăпа усă курса хыпарсем ярса парасса кĕтетпĕр. Акă, Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнчи ачасем хăйсем те шкулта хаçат пичетлесе кăлараççĕ. Район хаçачĕпе те тачă çыхăну тытаççĕ. Çак паха ĕçрен ытти шкулсенчи вĕренекенсем те тĕслĕх илессе шанатпăр. Çамрăк корреспондентсем, сиртен хыпарсем кĕтетпĕр.
Ю.ГАВРИЛОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *