Понедельник, 29 апреля

Культура

Яланах халăхпа пĕрле

Яланах халăхпа пĕрле

Çăкăрпа çеç тутă пулаймăн, теççĕ халăхра. Район çыннисен пушă вăхăтне усăллă та интереслĕ ирттерме пулăшас, канăвне хаваслăрах йĕркелес тесе культура ĕçченĕсем пысăк ĕç тăваççĕ. Мартăн 23-мĕшĕнче районти культура ĕçченĕсем професси кунне районти культура çуртĕнче паллă турĕç. Вĕсене уяв ячĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ, вĕренӳ пайĕн начальникĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Юрий Митюков саламларĕ. Ĕçре хастар тăрăшакансене Хисеп грамотисем, Тав хучĕсем парса  чысларĕ. Уява пуçтарăннă ĕçченсем иртнĕ çула пĕтĕмлетсе, кăçал пурнăçламалли ĕç планĕсене те палăртса хăварчĕç. Районти тĕп библиотека директорĕ Инна Ядрова вулавăшри, районти культура çурчĕн методисчĕ Валентина Курицына культура тытăмĕнчи ĕç-хĕлпе паллаштарчĕç. Кашни ял тăрăхĕнчи культура çурчĕ- семпе

Кĕнеке – чи хаклă тус

Ача-пăча кĕнекисен эрни шкул çулне çитменнисемшĕн те, вĕренекенсемшĕн те пысăк уяв. Пĕрремĕш хут ăна Аслă Отечественнăй вăрçă пынă  вăхăтра, 1943 çулхи март уйăхĕнче  Мускаври Колонна залĕнче йĕркеленĕ. Çĕршывшăн йывăр вăхăтра та аслисем пĕчĕккисене савăнăç парнелеме май тупнă. Унтанпа вара ача-пăча кĕнеке эрнелĕхне  кашни çулах, кашни ялпа хуларах ирттереççĕ. Районти ача-пăча библиотекинче ăна мартăн 14-мĕшĕнче савăнăçлăн уçрĕç. «Радуга» ача садне çӳрекенсем юмах тĕнчинче çулçӳревре пулчĕç. Вĕсене малтанах Незнайка кĕтсе илчĕ. Уяв историйĕпе паллаштарнă май вăл ачасене тĕрлĕ конкурссене, «Чей это портрет?», «Бюро находок» вăйăсене хутшăнтарчĕ. «Серпантин сказок и приключений» викторина хуравĕсене шыранă май пĕчĕккисем хăйсен  юратнă юмахĕсене аса илчĕç. «Теремок», «Ст
Пурăнать ялта ветеран

Пурăнать ялта ветеран

Пурнăç урапи шав шăвать те малалла ыткăнать . Пурнăç таппипе, вăхăт ыйтнипе утма тăрăшнă Киров ялĕнче тĕпленсе пурăнакан ĕç ветеранĕ Евдокия Семеновна Каюкова. 1937 çулта март уйăхĕнче Йăлмахва ялĕнче кун çутине килнĕ Альтюк аппа.  Ялти шкултан вĕренсе тухсан колхозра ĕçленĕ. Пултаруллă та маттур хĕр нихăçан та ӳркенсе ларман. Вăл кашни кунах колхоз ĕçне хутшăннă. Вăрçă вăхăтĕнче тата хыççăнхи çулсенче хĕрарăмсене, çамрăксене йывăр килнĕ.  Йывăрлăха пăхмасăр, пуçне усмасăр, малашлăха туйса пурăннă Евдокия Семеновна. Вăл пурнăç йӳçĕлĕхне пайтах астивнĕ. Евдокия Семеновна Киров ялĕн каччипе Геннадий Николаевич Каюковпа çемье çавăрса алла-аллăн тытăнса пурнăç çулĕпе пĕр тан утнă. Вĕсем çичĕ ачана — пилĕк хĕрпе икĕ ывăла кун çути парнеленĕ . Анчах , шел...   Мăш
Юмахри асамлăх – кулленхи йăпанулăх

Юмахри асамлăх – кулленхи йăпанулăх

Мартăн  5-мĕшĕнче районти «Çĕр тата çынсем» халăх  музейĕнче «Юмахри асамлăх — кулленхи  йăпанулăх» курав уçăлчĕ.  Хĕрарăмсен пĕтĕм тĕнчери кунĕ умĕн йĕркеленĕ йăлана кĕнĕ куравра алă ĕçĕсен  ăсталăхĕн  тĕрлĕ тĕсне алла илнĕ хĕрарăм-ăстаçăн, пултаруллă та маттур çыннăн, Галина Быкован ĕçĕсене курма пулать.  «Кăçалхи курава Аслă Чурачăк ялĕнче кун çути курнă, Комсомольскинче пурăнакан Галина Быкова  ĕçĕсенчен йĕркелерĕмĕр. Курав залне алăпа тĕрленĕ, çыхнă 30  ытла ĕç  вырнаçтартăмăр.  Чăн та,  суйласа илнĕ   тĕрĕсенче  мĕн чухлĕ асамлăх, ем-ешĕл тум тăхăннă уçланкă та,  кăн-кăвак чечек пуххи те, хĕп-хĕрлĕ мăкăнь чунри çепĕçлĕхе вăратаççĕ, тĕрленĕ  чăваш  кĕпи, тутăрĕ, тенкĕ çумне тенкĕ çĕлесе ăсталанă

Илемлĕ чăваш тĕрри тĕрлеме пĕлсен кăна

Кил-çуртри ĕçсене вĕçленĕ хыççăн аллине йĕппе çип тытрĕ Елена Васильевна Шуряшкина. Хĕллехи вăрăм каçсенче çакă йăлана кĕнĕ тĕрĕ хăй ытамĕнчен ямасть. Малашне кун вăрăмланса пынăçемĕн алă ĕçĕ тума вăхăт пулмасть. Кил-тĕрĕшри ĕçсемпе пĕрлех пахчана тухма та вăхăт çывхарать. Хĕрӳ  ĕçсем пуçланиччен мĕн тĕрлеме пуçланине вĕçлемелле. Тăманлă Выçли хĕрĕ Лена пĕчĕккĕ чухнех амăшĕ алă ĕçĕ тунине пăхса ларма юратнă. Амăшĕн аллисем выляса çеç тăнине курсан çыхасси тĕрлесси ансат пек туйăннă ăна. Ÿсерехпе хăй те кирек мĕнле ĕçĕн те хăйне евĕр вăрттăнлăхсем пуррине ăнланнă. Амăшĕ кăтартса пынăçемĕн тĕрлеме вĕренсе çитнĕ çеç мар тĕрĕпе «чирлесе» ӳкнĕ. Шкулта вĕреннĕ çулсенче пушă вăхăт тупăнсанах алла йĕппе тĕрлĕ тĕслĕ çип  тытнă. Сăмса тутрисем ал шăллисем çеç мар чӳрече алăк каррисем минт
Кĕнеке-парне – вулаканшăн чи хакли

Кĕнеке-парне – вулаканшăн чи хакли

Февралĕн 14-мĕшĕнче кĕнеке парнелемелли кун пулчĕ. Çак пĕтĕм тĕнчипе йăлана кĕнĕ уяв пĕр енчен кĕнеке пĕлтерĕшне ÿстерет, тепĕр енчен пĕр-пĕрне тата библиотекăна кĕнеке парнелемелли ырă та паха сăлтав пулса тăрать. Февралĕн 1—14-мĕшĕсенче районти тĕп библиотекăра «Кĕнекесем юратса парнелĕр» акци иртрĕ. Унта тĕрлĕ ÿсĕмри çынсем хутшăнчĕç. Вĕсем хăйсем юратса вуласа тухнă кĕнекисене ытти çынсене те вулаттарса килентерес кăмăлпа библиотекăна парнелерĕç. Тĕрлĕ тематикăллă кĕнекесем: классика литератури, «хĕрарăмсен» романĕсем, детективсем, фантастика, ача-пăча литератури библиотекăри сентресем çинче вырăн тупĕç. Ырă йăлана пурнăçласа район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов тĕп библиотекăна тата ялсенчи филиалсене «Ревизские сказки. Жители села Комсомольское» ятлă кĕнекесем парнелерĕ.

Çĕнтерÿçĕсем паллă

Районти «Çĕр тата çынсем» халăх музейĕнче «Кабы не было зимы» сăнÿкерчĕксен конкурсне пĕтĕмлетрĕмĕр. Палăртма кăмăллă, мĕн тери хитре ĕçсене курса савăнтăмăр. Пирĕн тăрăх чăннипех те çав тери илемлĕ. «Хĕллехи ял сюжечĕсем» номинацире Александр Андреев /Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ/ 3-мĕш вырăна тивĕçнĕ. «Хĕллехи йăпанăç» номинацире Мария Сорокина /«Колосок» ача сачĕ/ мала тухнă. Азалия Атакаева ?Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ/ иккĕмĕш вырăн йышăннă, виççĕмĕш вырăнта — Диана Лепешкина /Хырхĕрри тĕп шкулĕ/ тата Эвелина Иванова /Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ/. «Хĕллехи юмах» номинацире Ильсияр Петрова /«Лейсан» ача сачĕн педагогĕ/ çĕнтернĕ. Иккĕмĕш вырăнта — Вероника Ефимова /Дубовкăри культура çурчĕ/ тата Адель Габитов /«Лейсан» ача сачĕ/, виççĕмĕш вырăнта — Айгель Бухарина /Комсомольс
Кăçал та янăрарĕ «Ача-пăча сасси»

Кăçал та янăрарĕ «Ача-пăча сасси»

«Купăса тăсса ярар-и, Савăк юрă ай, юрлар-и», — Çакăн пек сăмахсемпе хавассăн пуçлас килетчĕ «Ача-пăча сасси» фестиваль-конкурса. Шел пулин те, тĕнчипе алхасакан усал чире пула ку фестиваль-конкурс иккĕмĕш çул инçет мелĕпе иртрĕ. Кăçал ăна районти ачасен искусство шкулĕн Аслă Чурачăкри чăваш фольклор уйрăмне ертсе пыракансем 8-мĕш хут ирттерчĕç. Конкурса Чăваш республикинчи Сăр тата Хусан чиккине тăвакансен çулне халалларĕç. Инçет мелпе пулин те районти тĕрлĕ çулхи ачасен 100 ытла пултарулăх ушкăнĕ хутшăнчĕ унта. «Ача-пăча сасси» çулран çул аталанса пыни савăнтарать. Чăваш, тутар, вырăс халăх тумĕ тăхăннă пĕчĕк артистсем пĕрин хыççăн тепри тÿресене хăйсен пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕç. Ача садне çÿрекенсем те, шкулта тĕрлĕ класра вĕренекенсем те юрлас, ташлас тата тĕрлĕ музыка инструменчĕ-

Алăри ĕç — чун йăпанăçĕ

Хитре те интереслĕ, пăхма кăмăллă япаласем хушшинче пулма эпир пурте юрататпăр. Анчах ăсталама нумайăшĕ е кахалланатпăр, е алă пымасть. Ÿркенмен маçтăр вара пĕр-пĕр илемлĕ япала тунă çĕре вăхăтне тата пултарулăхне çеç мар, чунне парать. Мария Павловна Ильязова Хирти Явăшри Мартыновсен çемйинче çуралнă. Йĕппе çип тытма пĕчĕкĕллех амăшĕнчен хăнăхса юлнă. Шел, вăл 8 çула çитсен амăшĕ чире пула çĕре кĕнĕ, 5 пĕртăван тăлăха юлнă. Ашшĕ тепре авланнă. — Амаçури аннепе аттен шăписем пĕр евĕрлĕ килсе тухнă. Иккĕшĕн те мăшăрĕсем пурнăçран уйрăлса кайнă. Тăлăх арăм пĕр хĕрĕпе тата хунямăшĕпе пурăннă. Аттепе пĕрлешсен вăл тата 3 ача çуратрĕ. Амаçури анне фермăра сысна пăхаканра ĕçлетчĕ. Вăл умне тĕрленĕ саппун çакмасăр çÿресе курман — питĕ тирпейлĕччĕ. Пире те тирпейлĕхе хăнăхтаратчĕ. 9 ачана пурне
«Пушкин карттипе» — выставкăна

«Пушкин карттипе» — выставкăна

Иртнĕ эрнере Урмаелĕнчи культура çуртĕнче Чăваш республикинчи хальхи вăхăтри художниксен картинисен «Суварские фентэзи» ятпа куравĕ ĕçленĕ. Килекенсене ЧР Художниксен союзĕн членĕ, Шупашкарти Чăваш патшалăх художество музейĕн экспозиципе выставка залĕн наука сотрудникĕ Алексей Николаев кĕтсе илнĕ, ÿкерчĕксемпе паллаштарнă. Унта районти пур шкулсенчен те тенĕ пекех ачасем çитсе курнă. Вĕсем «Пушкин карттипе» усă курса ÿнер ăстисен ĕçĕсемпе хапăлласах паллашнă. Çавăн пекех вăл карттăсемпе усă курса ачасем Хусанти Тутар патшалăх драмăпа комеди театрĕн артисчĕсен пултарулăхне те курса савăннă. Вĕсем К.Тинчуринăн «Лестница любви» спектакльне пăхнă. Районти ачасем «Пушкин карттипе» туллинрех усă курма пултарни савăнтарать. Спектакльсем, концертсем пăхни, выставкăсене тата ытти культурăллă меро