Пурăнать ялта ветеран

Пурăнать ялта ветеран

Пурнăç урапи шав шăвать те малалла ыткăнать . Пурнăç таппипе, вăхăт ыйтнипе утма тăрăшнă Киров ялĕнче тĕпленсе пурăнакан ĕç ветеранĕ Евдокия Семеновна Каюкова.

1937 çулта март уйăхĕнче Йăлмахва ялĕнче кун çутине килнĕ Альтюк аппа.  Ялти шкултан вĕренсе тухсан колхозра ĕçленĕ. Пултаруллă та маттур хĕр нихăçан та ӳркенсе ларман. Вăл кашни кунах колхоз ĕçне хутшăннă. Вăрçă вăхăтĕнче тата хыççăнхи çулсенче хĕрарăмсене, çамрăксене йывăр килнĕ.  Йывăрлăха пăхмасăр, пуçне усмасăр, малашлăха туйса пурăннă Евдокия Семеновна. Вăл пурнăç йӳçĕлĕхне пайтах астивнĕ.

Евдокия Семеновна Киров ялĕн каччипе Геннадий Николаевич Каюковпа çемье çавăрса алла-аллăн тытăнса пурнăç çулĕпе пĕр тан утнă. Вĕсем çичĕ ачана — пилĕк хĕрпе икĕ ывăла кун çути парнеленĕ . Анчах , шел…   Мăшăрĕ йывăр чире пула ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнă, хĕрĕ тата ывăлĕ Леонид та чирлесе çамрăклах çĕре кĕнĕ.  Çамрăклăхне аса илсен Альтюк аппан куçĕсем шывланчĕç , пурнăçĕ куçĕ умне тухса тăчĕ .

Ывăл-хĕрĕсем, кинĕсем, кĕрӳшĕсем, чунтан юратнă мăнукĕсем, хурăнташĕсем Евдокия Семеновнăна 85 çулхи юбилейпе ырлăх-сывлăх сунса чĕререн тухакан сăмахсемпе саламларĕç. Ялти фольклор ушкăнĕ те айккинче тăрса юлмарĕ. Юбиляра саламласа унăн юратнă юррисене юрласа савăнтарчĕç. «Ялан пул эс пирĕнпе пĕрле, çак йышра, тулли кĕрекере», — тесе асăнмалăх парнесем пачĕç.  Çак кун Евдокия Семеновнăн асĕнче яланлăхах юлĕ.

Н.Краснова.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *