Яланах халăхпа пĕрле

Яланах халăхпа пĕрле

Çăкăрпа çеç тутă пулаймăн, теççĕ халăхра. Район çыннисен пушă вăхăтне усăллă та интереслĕ ирттерме пулăшас, канăвне хаваслăрах йĕркелес тесе культура ĕçченĕсем пысăк ĕç тăваççĕ. Мартăн 23-мĕшĕнче районти культура ĕçченĕсем професси кунне районти культура çуртĕнче паллă турĕç. Вĕсене уяв ячĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ, вĕренӳ пайĕн начальникĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Юрий Митюков саламларĕ. Ĕçре хастар тăрăшакансене Хисеп грамотисем, Тав хучĕсем парса  чысларĕ.

Уява пуçтарăннă ĕçченсем иртнĕ çула пĕтĕмлетсе, кăçал пурнăçламалли ĕç планĕсене те палăртса хăварчĕç. Районти тĕп библиотека директорĕ Инна Ядрова вулавăшри, районти культура çурчĕн методисчĕ Валентина Курицына культура тытăмĕнчи ĕç-хĕлпе паллаштарчĕç.

Кашни ял тăрăхĕнчи культура çурчĕ- семпе клубсенче, вулавăшсенче  тăрăшакансем тĕрлĕ паллă кунсене халалласа мероприятисем йĕркелеççĕ. Вырăнти кружоксемпе халăх пултарулăх ушкăнĕсене ялсенчи пултаруллă çынсене явăçтарма тăрăшаççĕ. Халăх йăли-йĕркине аталантарас, ламран лама пыракан ăсталăха пулас ăру валли сыхласа хăварас тĕлĕшпе те чылай ĕç пурнăçлаççĕ. Акă иртнĕ çул районта тĕрлĕ формăллă 320 кружок ĕçленĕ, унта 4081 çын çӳренĕ. Иртнĕ çул Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тăвакансен çулталăкĕ пулнă май чылай мероприятие вĕсене халалланă.

Районти централизациленĕ библиотекăна пăхăнса тăракан район центрĕнчи тĕп  тата ача-пăча библитекисĕр пуçне 16 вулавăш халăха кĕнекесемпе туслашма пулăшас енĕпе тăрăшнă. 16248 çын вулав çурчĕсене çитсе кĕнекесем илнĕ, хаçат-журналпа паллашнă.

«Çĕр тата çынсем» халăх музейĕ тăван тăрăх историне çырас, çитĕнекен ăрăва  патриотизмла воспитани парас  тĕлĕшпе пĕлтерĕшлĕ ĕç пурнăçлать.

Районти культура «вучахĕсем» çумĕнчи пултаруллăх ушкăнĕсем, уйрăм юрăçсем республика шайĕнче çеç мар Раççей пĕлтерĕшлĕ конкурссемпе фестивальсене те хутшăнаççĕ, çĕнтерӳçĕ ята çĕнсе илеççĕ. 

Патшалăх пулăшăвĕсемпе усă курса  районта культура объекчĕсене юсаса çĕнетес  енĕпе те чылай ĕç тăваççĕ. Иртнĕ çул акă, Кĕçĕн Каçал культура çурчĕн çивиттине улăштарма 2 миллион тенкĕпе усă курнă. «Культура малой Родины» федераллă проектпа Çĕнĕ Шăхран  ял клубне валли 450 пин ытла тенкĕлĕх оборудовани туяннă.

Кăçал Тукай ялĕнче 100 вырăнлă культура çуртне тума республика бюджетĕнче 22,78 миллион, Киров поселокĕнчи клуб-музея тĕпрен юсама 5,2 миллион тенкĕ пăхса хăварнă. Çавăн пекех 2022 çулта Урмаел, Элпуç, Анат Тимĕрчкасси, Виçпӳрт, Дубовка, Хырхĕрри культура çурчĕсене, Тутар-Шурут ял клубне тĕпрен юсама палăртнă.

Малашне те районти культура ĕçченĕсем яланах халăхпа пулма  тăрăшĕç. Вĕсене савăнăç, хаваслăх парнелĕç, ĕçлеме, пурăнма хавхалантарса пырĕç.

Г.ЮРЬЕВ.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *