Юмахри асамлăх – кулленхи йăпанулăх

Юмахри асамлăх – кулленхи йăпанулăх

Мартăн  5-мĕшĕнче районти «Çĕр тата çынсем» халăх  музейĕнче «Юмахри асамлăх — кулленхи  йăпанулăх» курав уçăлчĕ.  Хĕрарăмсен пĕтĕм тĕнчери кунĕ умĕн йĕркеленĕ йăлана кĕнĕ куравра алă ĕçĕсен  ăсталăхĕн  тĕрлĕ тĕсне алла илнĕ хĕрарăм-ăстаçăн, пултаруллă та маттур çыннăн, Галина Быкован ĕçĕсене курма пулать.

 «Кăçалхи курава Аслă Чурачăк ялĕнче кун çути курнă, Комсомольскинче пурăнакан Галина Быкова  ĕçĕсенчен йĕркелерĕмĕр. Курав залне алăпа тĕрленĕ, çыхнă 30  ытла ĕç  вырнаçтартăмăр.  Чăн та,  суйласа илнĕ   тĕрĕсенче  мĕн чухлĕ асамлăх, ем-ешĕл тум тăхăннă уçланкă та,  кăн-кăвак чечек пуххи те, хĕп-хĕрлĕ мăкăнь чунри çепĕçлĕхе вăратаççĕ, тĕрленĕ  чăваш  кĕпи, тутăрĕ, тенкĕ çумне тенкĕ çĕлесе ăсталанă хушпу чăваш халăх тĕнчине илсе çитереççĕ.  Хĕрарăм пурнăçланă алă ĕçĕсене  тинкеретĕн те, чăннипех те вĕсене пĕтĕм кăмăлтан, чунтан пурнăçланине туятăн.  Тĕрĕсем чуна илĕртеççĕ», — тесе пухăннисене  тĕрĕпе пуян тĕнчене ертсе кĕртрĕ  халăх музейĕн ертӳçи Алена Полякова. 

Галина Быкова  алă ĕçĕсем  чăннипех те  çыпăçуллă, çакна курава килнĕ хĕрарăмсемпе арçынсем те  çирĕплетрĕç.  Кашни ĕçе тинкерсе пăхма мĕн тери кăмăллă. Ĕçчен хĕрарăм пушă вăхăта ахаль ирттермест иккен,  алла йĕппе çип тытать те ĕçе пуçăнать.

Галина Васильевна каласа панă тăрăх, вăл тĕрлеме тата çĕлеме  мĕн ачаранах кăмăлать.  Çак ĕçе ăна амăшĕ, Клавдия Пантелеймоновна, пĕчĕккĕллех хăнăхтарса  ӳстернĕ. Хĕрарăм ялти çĕвĕ цехĕнче ĕçленĕ май, Галя хĕрне унта тăтăшах илсе çӳренĕ.  Çĕвĕ  машинипе хĕрарăмсем епле ĕçленине нумай сăнанă хĕр, хăй те çак ăсталăха  амăшĕ çумĕнче   ӳссех  хăнăхнă.  Галина пĕр вăхăт ялти çĕвĕ цехĕнче те тăрăшнă. Пурнăç çулĕ ăна Ишлей поселокне те илсе çитернĕ, унта вăл çăкăр-булка пĕçернĕ. Чылай çул хĕрарăм районти  санэпидстанцире ĕçленĕ. Чылай çĕрте тăрăшнă, çемье çавăрнă, ача-пăча  ӳстернĕ пулин те Галина Васильевна чун кăмăллакан ĕçе нихăçан та алăран яман. Кăштах пушă вăхăт тупăнсанах алла йĕппе çип тытать вăл.

— Тĕрлеме е çыхма тытăнсассăн, чунпа канатăп, вăхăт иртнине те сисместĕп.  Çĕрле те, кăнтăрла та алла ĕç тытса, пуçланă тĕрре  наччасрах тĕрлесе пĕтерес килет.  Çапла тĕрĕ хыççăн тĕрĕ пухăнать сунтăхра, — сăмахлать Галина Васильевна. 

Хĕрарăм тĕрлеме çеç мар юрра-ташша та ăста, тутлă апат-çимĕç пĕçерме те маттур, пахчара тĕрлĕ чечек,  пахча-çимĕç çитĕнтерме те вăхăт тупать. Галина Быкова 30 çул ытла «Кубняночка» халăх вокал ансамблĕнче юрланă, халĕ вăл «Каçал» халăх фольклор ансамблĕн артисчĕ. Галина Васильевна алă усса ларма хăнăхман, вăхăта усăллă ирттерет. Ыттисене те çапла тума сĕнет.

— Вăхăт пур-и?  Çывăх çынсемпе уçăлма тухăр, тĕрлĕр, çыхăр,  юрлăр, ташлăр, туссемпе тĕл пулăр, чунпа канăр, —терĕ Галина Быкова.

А.Ефремова

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *