Четверг, 18 апреля

Культура

«Халăх» ята çирĕплетрĕç

Çак кунсенче районти художество пултарулăх ушкăнĕсем, ансамбльсем «халăх» ята хӳтĕлерĕç. Вĕсем Чăваш Республикин Культура министерстви кашни виçĕ çулта  йĕркелекен  тĕрĕслеве чăннипех те тĕплĕн хатĕрленни куçкĕрет. Культура çурчĕн сцени çинче чи илемлĕ те хаваслă юрăсем янăрарĕç,  ташшисем тата мĕн тери илĕртӳллĕ, артистсем вылякан рольсем чуна пырса тиврĕç. «Каçал» халăх фольклор ансамблĕ (ертӳçи  В.П.Павлов), «Шурăмпуç» халăх   фольклор ансамблĕ (ертӳçи Л.В.Павлова), «Кубняночка» халăх вокал ансамблĕ (ертӳçи А.В.Кокшина),    «Çăлкуç» халăх вокал ансамблĕ (ертӳçи Е.А. Маштанова), эстрада студийĕ (ертӳçи В.А.Кокшин), «Мишар» халăх юрăпа ташă ансамблĕ (ертӳçи И.Ф.Хисамов), В.Х.Зайцева ячĕллĕ халăх театрĕ (режиссерĕ М.П.Волкова) «халăх» ятлă пулн
Уяв ячĕпе концерт

Уяв ячĕпе концерт

Апрелĕн 12-мĕшĕнче районти культурăпа кану çуртĕнче «Молодая Гвардия» районти уйрăмĕ пуçарнипе Космонавтика кунне халалласа хаваслă концерт иртрĕ. Залра ларакансене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, вĕренӳ пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Юрий Митюков тата «Молодая Гвардия» районти уйрăмĕн ертӳçи Василий Кокарев уявпа саламларĕç, паллă космо навтсене аса илчĕç. Вĕсем район шайĕнче космос темипе ӳкерессипе, сăвă калассипе йĕркеленĕ конкурссен тата викторина çĕнтерӳçисене чысларĕç. Районти шкулсенче вĕренекенсем куракансене юрă-кĕвĕпе, ташăпа  савăнтарчĕç, сăвăсем вуларĕç. Марина Волкова юрăç концерта ертсе пычĕ, юрăсем шăрантарчĕ, илем кӳчĕ. С. ВИШНЕва.    

Юрлакан чĕресем, пултаруллă çынсем

«Кубняночка» вокалпа эстрада ансамблĕ çинчен район хаçатĕнче час-часах çыратпăр. Ансамбль 1987 çулта вăй илнĕ. Унăн репертуарĕнче 100 яхăн юрă — вырăс, чăваш классикĕсен произведенийĕсем те,  аранжировка тунă халăх юррисем те пур.  Ушкăн яланах пултарулăх шыравĕнче. Унсăр пуçне  районти, республикăри, Раççейри тата халăхсем хушшинчи  конкурссемпе фестивальсене те хастар хутшăнать. Акă кăçал  та пултарулăх ушкăнĕ Чăваш Республикин  Культура министерстви кашни  3 çулта ирттерекен мероприятире хисеплĕ ята хӳтĕлеме  хатĕрленет. Ансамблĕн ертӳçисем — Альбинăпа Виктор Кокшинсем. Виктор Александрович районти пултаруллă  специалистсенчен пĕри.  Юрăпа ташă ансамблĕ «халăх» ята тивĕçнинче унăн тпи пысăк. Культура çуртĕнчи музыка инструменчĕсене те в
Шкулсемпе библиотекăсене – кĕнекесем

Шкулсемпе библиотекăсене – кĕнекесем

Кĕнеке — пĕлӳ çăлкуçĕ теççĕ. Апла пулсассăн кĕнекепе туслашмалла, ăна ытларах вуламалла, çĕннине пĕлме ăнтăлмалла. Паянхи кун вулавăшри çӳлĕксем тĕрлĕ литературăпа пуян.  Алла тытса вулама çеç кăмăл пултăр. Тĕрлĕ тĕслĕ хуплашкаллисем, пуян содержаниллисем, ӳкерчĕклисем ачасене уйрăмах илĕртеççĕ.  Кĕнеке фончĕ пуян пулни  библиотекăна çӳрекенсене  хавхалантарать. Çак кунсенче вара районти шкулсен вулавăшĕсем тата районти тĕп библиотека çĕнĕ кĕнекесемпе пуянланчĕç.  Тутарсен Пĕтĕм тĕнчери конгресĕ тата республикăри тутарсен наципе культура пĕрлешĕвĕ вулавăшсене кĕнекесем парнелерĕ. Районти тĕп вулавăша,  Комсомольски  2-мĕш, Урмаел, Тукай Мишер вăтам тата Чĕчкен тĕп шкулĕсене  пурĕ 500 ытла кĕнеке пачĕ.    Республикăри тутарсен наципе
Чĕри юрă-кĕвĕпе тулнă культура ĕçченĕ

Чĕри юрă-кĕвĕпе тулнă культура ĕçченĕ

Пурнăç вĕçĕ-хĕррисĕр йывăрлăхсемпе, чăрмавсемпе тулнă саманара савăнăçпа ырă кăмăл парнелекен уявсен пĕлтерĕшĕ уйрăмах пысăк. Çакăн пек мероприятисене вара культура сферинче тăрăшакансем йĕркелеççĕ. Культура ĕçченĕсем пулмасан тĕнче «кичемлĕхпе» тулĕччĕ, савăнăç та тулли пулмĕччĕ тесе  ахальтен каламаççĕ ĕнтĕ. Вĕсем çынсемпе хутшăнмалли çĕнĕрен те çĕнĕ мелсем тăтăшах шыраççĕ, куракансене савăк кăмăл парнелекен кăсăклă мероприятисем йĕркелеççĕ, çынсен пултарулăхне уçассипе ĕçлеççĕ. Хăйсен ăсталăхне те тăтăшах аталантараççĕ, квалификацийĕсене ӳстереççĕ. Паян — культура ĕçченĕн кунĕ. Çак паллă кун умĕн эпĕ Комсомольскинчи культура çурчĕн  ĕçченĕпе, «Кубняночка» халăх вокал ансамблĕн ертӳçипе Альбина Кокшинапа тĕл пултăм.  Альбина Васильевна Кивĕ Сĕнтĕрте çитĕннĕ. Ачаранах юр
Яланах халăхпа пĕрле

Яланах халăхпа пĕрле

Çăкăрпа çеç тутă пулаймăн, теççĕ халăхра. Район çыннисен пушă вăхăтне усăллă та интереслĕ ирттерме пулăшас, канăвне хаваслăрах йĕркелес тесе культура ĕçченĕсем пысăк ĕç тăваççĕ. Мартăн 23-мĕшĕнче районти культура ĕçченĕсем професси кунне районти культура çуртĕнче паллă турĕç. Вĕсене уяв ячĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ, вĕренӳ пайĕн начальникĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Юрий Митюков саламларĕ. Ĕçре хастар тăрăшакансене Хисеп грамотисем, Тав хучĕсем парса  чысларĕ. Уява пуçтарăннă ĕçченсем иртнĕ çула пĕтĕмлетсе, кăçал пурнăçламалли ĕç планĕсене те палăртса хăварчĕç. Районти тĕп библиотека директорĕ Инна Ядрова вулавăшри, районти культура çурчĕн методисчĕ Валентина Курицына культура тытăмĕнчи ĕç-хĕлпе паллаштарчĕç. Кашни ял тăрăхĕнчи культура çурчĕ- семпе

Кĕнеке – чи хаклă тус

Ача-пăча кĕнекисен эрни шкул çулне çитменнисемшĕн те, вĕренекенсемшĕн те пысăк уяв. Пĕрремĕш хут ăна Аслă Отечественнăй вăрçă пынă  вăхăтра, 1943 çулхи март уйăхĕнче  Мускаври Колонна залĕнче йĕркеленĕ. Çĕршывшăн йывăр вăхăтра та аслисем пĕчĕккисене савăнăç парнелеме май тупнă. Унтанпа вара ача-пăча кĕнеке эрнелĕхне  кашни çулах, кашни ялпа хуларах ирттереççĕ. Районти ача-пăча библиотекинче ăна мартăн 14-мĕшĕнче савăнăçлăн уçрĕç. «Радуга» ача садне çӳрекенсем юмах тĕнчинче çулçӳревре пулчĕç. Вĕсене малтанах Незнайка кĕтсе илчĕ. Уяв историйĕпе паллаштарнă май вăл ачасене тĕрлĕ конкурссене, «Чей это портрет?», «Бюро находок» вăйăсене хутшăнтарчĕ. «Серпантин сказок и приключений» викторина хуравĕсене шыранă май пĕчĕккисем хăйсен  юратнă юмахĕсене аса илчĕç. «Теремок», «Ст
Пурăнать ялта ветеран

Пурăнать ялта ветеран

Пурнăç урапи шав шăвать те малалла ыткăнать . Пурнăç таппипе, вăхăт ыйтнипе утма тăрăшнă Киров ялĕнче тĕпленсе пурăнакан ĕç ветеранĕ Евдокия Семеновна Каюкова. 1937 çулта март уйăхĕнче Йăлмахва ялĕнче кун çутине килнĕ Альтюк аппа.  Ялти шкултан вĕренсе тухсан колхозра ĕçленĕ. Пултаруллă та маттур хĕр нихăçан та ӳркенсе ларман. Вăл кашни кунах колхоз ĕçне хутшăннă. Вăрçă вăхăтĕнче тата хыççăнхи çулсенче хĕрарăмсене, çамрăксене йывăр килнĕ.  Йывăрлăха пăхмасăр, пуçне усмасăр, малашлăха туйса пурăннă Евдокия Семеновна. Вăл пурнăç йӳçĕлĕхне пайтах астивнĕ. Евдокия Семеновна Киров ялĕн каччипе Геннадий Николаевич Каюковпа çемье çавăрса алла-аллăн тытăнса пурнăç çулĕпе пĕр тан утнă. Вĕсем çичĕ ачана — пилĕк хĕрпе икĕ ывăла кун çути парнеленĕ . Анчах , шел...   Мăш
Юмахри асамлăх – кулленхи йăпанулăх

Юмахри асамлăх – кулленхи йăпанулăх

Мартăн  5-мĕшĕнче районти «Çĕр тата çынсем» халăх  музейĕнче «Юмахри асамлăх — кулленхи  йăпанулăх» курав уçăлчĕ.  Хĕрарăмсен пĕтĕм тĕнчери кунĕ умĕн йĕркеленĕ йăлана кĕнĕ куравра алă ĕçĕсен  ăсталăхĕн  тĕрлĕ тĕсне алла илнĕ хĕрарăм-ăстаçăн, пултаруллă та маттур çыннăн, Галина Быкован ĕçĕсене курма пулать.  «Кăçалхи курава Аслă Чурачăк ялĕнче кун çути курнă, Комсомольскинче пурăнакан Галина Быкова  ĕçĕсенчен йĕркелерĕмĕр. Курав залне алăпа тĕрленĕ, çыхнă 30  ытла ĕç  вырнаçтартăмăр.  Чăн та,  суйласа илнĕ   тĕрĕсенче  мĕн чухлĕ асамлăх, ем-ешĕл тум тăхăннă уçланкă та,  кăн-кăвак чечек пуххи те, хĕп-хĕрлĕ мăкăнь чунри çепĕçлĕхе вăратаççĕ, тĕрленĕ  чăваш  кĕпи, тутăрĕ, тенкĕ çумне тенкĕ çĕлесе ăсталанă

Илемлĕ чăваш тĕрри тĕрлеме пĕлсен кăна

Кил-çуртри ĕçсене вĕçленĕ хыççăн аллине йĕппе çип тытрĕ Елена Васильевна Шуряшкина. Хĕллехи вăрăм каçсенче çакă йăлана кĕнĕ тĕрĕ хăй ытамĕнчен ямасть. Малашне кун вăрăмланса пынăçемĕн алă ĕçĕ тума вăхăт пулмасть. Кил-тĕрĕшри ĕçсемпе пĕрлех пахчана тухма та вăхăт çывхарать. Хĕрӳ  ĕçсем пуçланиччен мĕн тĕрлеме пуçланине вĕçлемелле. Тăманлă Выçли хĕрĕ Лена пĕчĕккĕ чухнех амăшĕ алă ĕçĕ тунине пăхса ларма юратнă. Амăшĕн аллисем выляса çеç тăнине курсан çыхасси тĕрлесси ансат пек туйăннă ăна. Ÿсерехпе хăй те кирек мĕнле ĕçĕн те хăйне евĕр вăрттăнлăхсем пуррине ăнланнă. Амăшĕ кăтартса пынăçемĕн тĕрлеме вĕренсе çитнĕ çеç мар тĕрĕпе «чирлесе» ӳкнĕ. Шкулта вĕреннĕ çулсенче пушă вăхăт тупăнсанах алла йĕппе тĕрлĕ тĕслĕ çип  тытнă. Сăмса тутрисем ал шăллисем çеç мар чӳрече алăк каррисем минт