Публикации

Шанчăклă мăшăрсем хисепе тивĕç

Шанчăклă мăшăрсем хисепе тивĕç

«Кам хăйĕн килĕнче телейлĕ — çавă çеç чăннипех телейлĕ», — тенĕ вырăс классикĕ Лев Толстой. Шăпах çакăн пек телейлĕ çынсем пуçтарăнчĕç июлĕн 8-мĕшĕнче районти тĕп библиотекăна. Йăлана кĕнĕ тăрăх, Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕнче пĕр-пĕринпе килĕштерсе нумай çул пĕрле пурăнакан мăшăрсене «Юратупа шанчăклăхшăн» медальпе чысларĕç. Шурут ял тăрăхĕнче пурăнакан Галина Степановнăпа Вячеслав Васильевич Скворцовсем, Комсомольски ял тăрăхĕнчи Светлана Николаевнăпа Николай Васильевич Красновсем тата Роза Степановнăпа Сергей Васильевич Муравьевсем нумай çул пурнăç сукмакне пĕрле, алла-аллăн тытăнса такăрлатаççĕ. Пĕр-пĕрне пур ĕçре те пулăшса, пĕр-пĕриншĕн тĕрев пулса пурнăçри йывăрлăхсене пĕрле çĕнтерсе пыракан мăшăрсенчен тĕслĕх илмелли пур. Вĕсем пурте ачисене ÿстерсе тивĕçлĕ воспитани панă, ан
Ырă ят темрен хаклă

Ырă ят темрен хаклă

Çĕршывăн кирек хăш кĕтесĕнче пурăнсан та хамăр çуралса ÿснĕ ялтан, нихăçан асран тухман, сăваплă та ăшă атте-анне çуртĕн-чен хакли çуках. Тăван ялăн — Нĕркеçĕн — сывлăшĕ те уçăрах, çарран чупнă урам та анлăрах, халăхĕ те чуна çывăхрах. Геннадий Волков академик калашле, тусанĕ те тăван, пылчăкĕ те пылак. Тăван ялтан инçетре е çывăхра тымар ярсан та май килсенех унта çунатланса васкатпăр. Ара, эпир унта кун çути курнă-çке, çав ял çыннисем-çке. Акă хамăр çуралса ÿснĕ кил-çурт атте-анне вилнĕ хыççăн пушанса юлчĕ пулин те унăн тимĕр хапхин алăкне уçсах тăратпăр. Атте çĕре кĕни кăçал 20 çул çитет. Анне çут тĕнчерен уйрăлни пилĕк çул иртрĕ пулин те пÿрте кĕрсен вĕсен шăрши сирĕлменнине туятпăр, кунтах, пирĕнпе юнашарах, пире пăхса-сăнаса тăнăн туйăнать. Кил картинче хытхура ÿстерес мар тесе тимл
Хаксем хăпарчĕç

Хаксем хăпарчĕç

Халăхăн коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн 2021 çулăн иккĕмĕш çурринче ытларах тÿлеме тивĕ, мĕншĕн тесен хаксем хăпарчĕç. — Пурăнмалли çурт тата коммуналлă пулăшу ĕçĕн шутне коммуналлă пулăшу ĕçĕсем /пурăнмалли вырăна ăшă энергийĕпе, газпа, электричествăпа, сивĕ тата вĕри шывпа тивĕçтересси,  çуртран  таса  мар   шыва   юхтарса  кăларасси, йăлари хытă каяш çаврăнăшне йĕркелесси/ тата пурăнмалли вырăна  пăхса  тăрассипе  çыхăннă пулăшу  ĕçĕсем /нумай хваттерлĕ çуртсене, çемьесен пĕрлехи пурлăхне юсассипе, ăна тата картише тирпейлессипе çыхăннисем/ кĕреççĕ, — тĕплĕн ăнлантарнă ЧР конкуренци политикипе тарифсен патшалăх службин ертÿçи Надежда Колебанова. — Коммуналлă пулăшу ĕçĕсен тарифне — патшалăх, пурăнмалли вырăна юсаттарассипе, хăтлăл
Халăхпа пĕрле тăрăшсан ял илемленет

Халăхпа пĕрле тăрăшсан ял илемленет

Ял илемĕ чи малтанах унта пурăнакансенчен килет. Паянхи кун пуçаруллă та хăюллă пулсан, йывăрлăхсенчен хăраса тăмасан ялта та темĕн те тума пулать. Патшалăх ялсене хăтлăх кĕртес тĕллевпе тĕрлĕ программăсене хутшăнма сĕнет, хатĕрленĕ проектсем тăрăх укçа-тенкĕ уйăрса парать. Районти ял тăрăхĕсенче çак майсемпе туллин усă курма тăрăшаççĕ. Кашни çулах тĕрлĕ проектсем хатĕрлесе çул сараççĕ, палăксене юсаççĕ, çĕнĕ социаллă объектсем хăпартаççĕ тата ытти те. Элпуç ял тăрăхне пырса кĕрсен те юлашки çулсенче тунă улшăнусем тÿрех куç умне пулаççĕ. Чăваш Элпуç ялĕ пĕр урамран çеç тăрать пулсан та, унăн малашлăхĕ пур тесе калас килет. Кунта пушă çуртсем çукпа пĕрех. Пĕлтĕр çеç вырнаçтарса лартнă ача-пăча площадкинче иртен пуçласа каçченех ача-пăча хĕвĕшет. Вĕсен савăнăçлă кулли таврана саланать. Пло
Чи шанчăклă мел – прививка тутарни

Чи шанчăклă мел – прививка тутарни

Чăваш Енре пурăнакансене коронавирус чирĕнчен вакцина тăвас ĕç малалла пырать. Июлĕн 5-мĕшĕ тĕлне республикăра 293000 çын прививка тунă, вĕсенчен 170000-шĕ вакцинăн 1-мĕш компонентне тутарнă, 123000 çын — пĕтĕмĕшле вĕçленĕ. Регионта чире сарăлма парас мар тесен коллективлă иммунитет çирĕплетмелле, ăна валли планпа палăртнă тăрăх 588 пин çыннăн прививка тутармалла, ку Чăваш Енре пурăнакансенчен 48 проценчĕ ытла пулать. Хальлĕхе ку кăтартăва 21,75 процент пурнăçланă. Специалистсем çуллахи вăхăтра уйрăмах чиртен сыхланас тĕлĕшпе тимлĕ пулма ыйтаççĕ. Раççейĕн пысăк хулисенче, Мускавпа Санкт-Петербургра чирлекенсен шучĕ пысăкланнине пула хăш-пĕр чарусене тавăрнă. Лару-тăру çăмăлах маррине медицина ĕçченĕсем те çирĕплетеççĕ. Чир-чĕрпе шÿтлеме хушман ĕлĕкренпех аслисем. Тухтăрсем те чиртен сы
Çемьере килĕшÿ пулни вăй-хал парать

Çемьере килĕшÿ пулни вăй-хал парать

Çын пурнăçĕнче çемье — шăпа парни. Унăн пĕлтерĕшне кашни çын хăйне евĕрлĕ ăнланать. Виçпÿртре пурăнакан Еленăпа Юрий Тихоновсемшĕн тăван кил — вăй-хал паракан, яланах ырă сунса кĕтекен çывăх çынсем пурăнакан вырăн. Вĕсемшĕн çемье телейĕ — чунтан савакан шанчăклă мăшăр юнашар пулни, юратнă ачасен тăнăçлă пурнăçĕ, кил-çуртри хăтлăх, хуçалăхри çителĕклĕх. Юрий 1971 çулта Виçпÿртре нумай ачаллă çемьере çуралнă /9 пĕртăван/. Елена та 1971 çулта Аслă Çĕрпÿелĕнчи йышлă ачаллă çемьере çуралнă /10 пĕртăван/. Вĕсем иккĕшĕ те ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕ. Уйрăмах Еленăн, амăшĕ сад бригадинче ĕçленине кура, ача чухне манăçса кайса выляма май килмен. Вăл юлташĕсемпе пĕрле çуллахи каникулсенче колхоз ĕçĕсенчен пĕр юлми тăрăшнă: çум çумланă, пахча çимĕç, улма-çырла пуçтарнă тата ытти ĕçсене те пурнăçланă. Вĕренсе
Усал чиртен мĕнле хăтăлмалла?

Усал чиртен мĕнле хăтăлмалла?

Хальхи вăхăтра вакцинациленни кăна унран сыхланма пулăшĕ. Коронавирус сарăлни татăклă утăмсем тума хистет. Чăн та, малтанхи тапхăрта, чир сарăлма кăна пуçласан, нумайăшĕ асăрханма, сыхланма тăрăшрĕ. Анчах вăхăт иртнĕ май çынсем хăйсене ирĕкрех тытрĕç, асăрхансах каймарĕç. Çу кунĕсем çитнĕ май усал амака хĕртсе пăхакан хĕвел тĕп тăвасса шантăмăр. Шел, кĕтни тÿрре тухмарĕ. Çитменнине, тата та хăрушăрах Инди штамĕ вăй илме, халăх чирлесси тата вилесси ÿсме тытăнни ковид çине урăхларах пăхма хистет. Вакцинациленни кăна чиртен сыхланма пулăшнине нумайăшĕ ăнланса илчĕ. Çав йышра хаçат редакцийĕнче тăрăшакансем те. Коллективра тăрăшакансем пурте вакцинаци витĕр тухнă, прививка тутарнă пирки сертификатсене те алла илнĕ. Пĕтĕмĕшле калас пулсассăн вакцинаци хыççăн ĕçченсен сывлăхĕсем хавшаман, пурт
Чи маттуррисене чысларĕç

Чи маттуррисене чысларĕç

Кашни çулах июль уйăхĕн пĕрремĕш шăматкунĕнче Пĕтĕм тĕнчери кооперативсен кунне уявлаççĕ. Кăçал вăл июлĕн 3-мĕшĕ тĕлне лекрĕ. Районти кооператорсем, паллах, ку уявран айккинче тăрса юлмарĕç. Июлĕн 2-мĕшĕнче Комсомольски райповĕнче савăнăçлă уяв иртрĕ. Кооператорсене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен уйрăмĕн начальникĕ Алексей Селиванов тата Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Мария Илларионова уяв ячĕпе ăшшăн саламласа ырлăх-сывлăх, малашне те тăрăшса ĕçлеме, малта пыма сунчĕç. Райпо канашĕн председателĕ Светлана Граче ва кооператорсен ĕçри çитĕнĕвĕсем пысăк пулни çинче чарăнса тăчĕ. Чăнах та, пирĕн райпо ĕçченĕсем потребительсен обществисен республика шайĕнчи ăмăртăвĕсенче час-часах мала тухаççĕ. Кăçал та вĕсем пĕрремĕш кварталти пĕтĕмл
Çĕнĕ тÿлевсем

Çĕнĕ тÿлевсем

Сахал тупăшлă тулли мар çемьесене тата ача кĕтекен хĕрарăмсене паракан çĕнĕ тÿлевсем 2021 çулхи апрель уйăхĕнче çĕршыв Президенчĕ Владимир Владимирович Путин Федерацин Пухăвне янă Çырăвĕнче сахал тупăшлă çемьесене пулăшасси çинчен пĕлтернĕччĕ. Çак шутра — ачана пĕччен çитĕнтерекен ашшĕ-амăшĕ, ача кĕтекен хĕрарăмсем тата шкул ачиллĕ çемьесем. Шкул ачиллĕ çемьесене хăçан тата епле майпа укçа парасси халĕ паллă мар. Указ тухасса кĕтетпĕр. Икĕ пособие тÿлессипе вара «Ачаллă çемьесене паракан патшалăх пособийĕсем çинчен» федераци саккунне улшăнусем кĕртнĕ, ятарлă документсем йышăннă. Сахал тупăшлă çемьесем тата ача кĕтекен хĕрарăмсем июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа пособи илме заявлени çырма пултараççĕ. Çĕнĕ пособие илесси çемье тупăшĕнчен килет. Çемьери вăтам тупăш кашни çын пуçне регионта палăр
Фестиваль-конкурсра палăрнă

Фестиваль-конкурсра палăрнă

Çак кунсенче ЧР культура министерстви пулăшнипе республика шайĕнче йĕркеленĕ Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене тунă ĕç паттăрĕсен çулне халалланă «Чун юрланă чухне» фестиваль-конкурса пĕтĕмлетнĕ. Ватăрах çынсем хушшинче онлайн-форматпа иртнĕ конкурсра «Вокал ансамблĕ» номинацире «Кубняночка» халăх вокал ансамблĕ /ертÿçи А.Кокшина, концертмейстерĕ В.Кокшин/ 2 степеньлĕ лауреат ятне çĕнсе илнĕ. Хирти Сĕнтĕрти культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнне /ертÿçи Н.Шатилова, концертмейстерĕ П.Иванов/ çÿрекен Зоя Матвеева «Вокал исполнителĕ» номинацире лауреат пулса тăнă. «Фольклор пултарулăхĕ» тупăшура Юнтапари культура çурчĕ çумĕнчи «Юнтапа» ансамбль /ертÿçи Л.Латышева, концертмейстерĕ В.Лукиянов/ 3 степеньлĕ Диплома тивĕçсе палăрнă. «Поэзи чăваш чĕлхинче» номинацире Анат Тимĕрчкассинчи культура çу