Халăхпа пĕрле тăрăшсан ял илемленет

Халăхпа пĕрле тăрăшсан ял илемленет

Ял илемĕ чи малтанах унта пурăнакансенчен килет. Паянхи кун пуçаруллă та хăюллă пулсан, йывăрлăхсенчен хăраса тăмасан ялта та темĕн те тума пулать. Патшалăх ялсене хăтлăх кĕртес тĕллевпе тĕрлĕ программăсене хутшăнма сĕнет, хатĕрленĕ проектсем тăрăх укçа-тенкĕ уйăрса парать. Районти ял тăрăхĕсенче çак майсемпе туллин усă курма тăрăшаççĕ. Кашни çулах тĕрлĕ проектсем хатĕрлесе çул сараççĕ, палăксене юсаççĕ, çĕнĕ социаллă объектсем хăпартаççĕ тата ытти те. Элпуç ял тăрăхне пырса кĕрсен те юлашки çулсенче тунă улшăнусем тÿрех куç умне пулаççĕ.
Чăваш Элпуç ялĕ пĕр урамран çеç тăрать пулсан та, унăн малашлăхĕ пур тесе калас килет. Кунта пушă çуртсем çукпа пĕрех. Пĕлтĕр çеç вырнаçтарса лартнă ача-пăча площадкинче иртен пуçласа каçченех ача-пăча хĕвĕшет. Вĕсен савăнăçлă кулли таврана саланать. Площадка çумĕнче — беседка. Вăл çамрăксен юратнă кану вырăнĕ. Урама нумай пулмасть çеç чул сарнă. Унччентерех ку ялта йĕпе-сапа пуçлансан пылчăк çăрса утмалла пулнă пулсан, халĕ вара ял çыннисем атă-калуш тăхăнмасăрах кирлĕ çĕре çитеççĕ. Чăваш Элпуçĕнче пурăнакансен ĕмĕчĕсем пысăк. Май пулсан, вĕсем ача-пăча площадкине тата та пысăклатасшăн, спорт хатĕрĕсем вырнаçтарса лартасшăн.
Пуçаруллă çынсем пулсан, халăх пулăшу кÿрсен ĕмĕтленнине пурнăçа кĕртме пулатех. Геннадий Прохоров староста, обществăлла канаш председателĕ Николай Зайцев, вырăнти депутат Светлана Долгова яланах активлăхпа палăраççĕ, тĕрлĕ ыйтăва сÿтсе явассине халăха анлăн явăçтараççĕ. Вĕсем пуçарнипе кашни çул ял территорийĕнче субботниксем иртеççĕ. Унта çамрăксем те, аслă çултисем те хастаррăн хутшăнаççĕ. Алена Гончарова, Оксана Алексеева, Светлана Долгова, Юрий Ильин, Ресим Садртдинов кун пек ĕçсенчен нихăçан та пăрăнса юлмаççĕ. Тивĕçлĕ канури Любовь Дмитриева, Роза Розова, Галина Зайцева, Эльвира Смирнова субботника яланах тухаççĕ. Григорий Сметанинпа Альберт Орлов çулĕсене пăхмасăр алла кĕрепле-пăчкă тытаççĕ. Алексей Алексеев, Сергей Прохоров тата Сергей Волков субботника техникăпа тухаççĕ, тракторпа тумалли ĕçсене пурнăçлаççĕ.
Илеме юратакан, ÿркенсе тăман çынсем пурри те ял урамне хăтлăрах тума пулăшать. Акă, Зоя Сметанинан, Юлия Прохорован тата Светлана Долгован пÿрчĕсем умĕпе иртсе пыма та питĕ кăмăллă. Вĕсем çулсерен тĕрлĕ чечек лартса çитĕнтереççĕ.
Элпуç ял тăрăхне кĕрекен ытти ялсенче те ырă улшăнусем чылай. Ял тăрăхĕн администрацийĕн çурчĕ çумĕнче çĕнĕ шкул таврана илем кĕртсе ларать. Ăна хирĕçех — Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннисене асăнса лартнă палăк. Ăна кăçал юсаса тирпей-илем кĕртме палăртнă. Ку енĕпе шăпах ĕçсем пыраççĕ. Çавăн пекех çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ те çĕкленме пуçланă. Инициативлă бюджетировани программипе усă курса ял тăрăхĕнчи урамсенче юпасем çинчи çутăсене пĕтĕмпех çĕнетсе тухнă. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Расим Асеинов пĕлтернĕ тăрăх, кăçал çулсене чул сарасси çине питĕ пысăк тимлĕх уйăрнă. Çав шутра хăш-пĕр урамсене чул сарма «Дружба» ЯХПК укçа-тенкĕ панă. Çитес çул та ку ĕçе малалла тăсĕç. «Тепĕр 2—3 çул хушшинче ял тăрă- хĕнчи çулсене пĕтĕмпех туса пĕтерме планлатпăр. Ку енĕпе пире «Дружба» ЯХПК питĕ нумай пулăшать. Çакăншăн Ремис Мансуровича питĕ пысăк тав», — уçрĕ шухăшне Р.Асеинов.
Çавăн пекех пĕлтĕр кашни ялта ял ятне кăтартакан стелăсем вырнаçтарнă. Вĕсем тÿрех иртен-çÿренсен куçĕ умне пулаççĕ, тăван ялăн пысăк пĕлтерĕшĕ çинчен аса илтереççĕ. Пĕлтĕрех тепĕр пысăк ĕçе те пурнăçланă: унччен колхоз сачĕ пулнă вырăнта çĕнĕрен сад чĕртес шухăшпа 100 ытла улмуççи хунавĕ лартса хăварнă. Ку ĕçе те, паллах, ял çыннисем хăйсемшĕн, хăйсен таврари илемĕшĕн пурнăçланă.
Ял тăрăхĕнчи тепĕр курăмлă ĕçе те тимлĕхсĕр хăварма май çук. Çапла Хирти Явăш ялĕнче чиркÿ тăваççĕ. Пĕлтĕр унăн стенисене йывăçран хăпартнă. Халĕ вара чиркĕвĕн тăррине витессине сÿтсе яваççĕ, çывăх вăхăтрах ку ĕçе пикенме планлаççĕ. Чиркÿ тума халăхран, тĕрлĕ предприяти-организацисенчен, предпринимательсенчен укçа пуçтарнă. Элпуç тăрăхĕнче чăвашсем çеç мар, тутарсем те йышлăн пурăннине пĕлетпĕр ĕнтĕ. Вĕсем те çак сăваплă ĕçрен айккинче тăрса юлман, чиркĕве хăпартма укçа-тенкĕ парса пулăшнă. Çакă ял тăрăхĕнче пурте пĕр çемьери пек килĕштерсе, туслăн пурăннине çирĕплетет.
Планра тумалли ĕçсем татах та пур-ха. Акă, сăмахран, ял тăрăхĕнче çывăх вăхăтра музей уçасшăн. Унта Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсем, Афган вăрçине хутшăннă ентешсем, ĕçпе чапа тухнă механизаторсем, ял тăрăхĕшĕн паллă пулăмсем çинчен чылай интересли пĕлме пулĕ. Музей валли нумай экспонат пуçтарнă та ĕнтĕ. Ăна валли уйăрнă пÿлĕмсене çак кунсенче юсав тума пуçласшăн. Çавăн пекех Элпуçсем Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă салтаксене асăнса лартнă палăк патĕнче кану паркĕ йĕркелес кăмăллă. Унта ачасене выляма площадка вырнаçтарасшăн, çитĕннисене уçăлса çÿреме меллĕ саксем лартасшăн, тротуарсем тăвасшăн тата ытти те. Паркăн проектне конкурса тăратнă. Ял çыннисем ăна çитес çул пурнăçа кĕртме май пуласса питĕ шанаççĕ.
Проектсем тенĕрен, вĕсене кирлĕ пек хатĕрлесси, ĕçсене йĕркелесе пырасси пĕрре те çăмăл мар. Ку енĕпе вара ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе пĕрле администрацин специалисчĕсем тăрăшаççĕ. Ольга Алексеева, Эльвира Сейфуллова, Елена Куропаткина хăйсен ĕçне яланах типтерлĕн пурнăçлаççĕ, халăхпа пĕр чĕлхе тупса ĕçлеççĕ, вăл е ку ыйтăва вăхăтра татса пама пулăшаççĕ. «Пĕччен, паллах, нимĕн те тума çук. Кашни ĕçе халăхпа пĕрле тумалла. Çавăн пекех районтан пулăшу кÿмесен те нимĕн те тăваймăн. Çавăнпа та район пуçлăхне Ремис Мансурович Мансурова тата район администрацийĕн пуçлăхне Александр Николаевич Осипова, район администрацийĕн специалисчĕсене пире пур енлĕн пулăшма тăрăшнăшăн, тĕрлĕ программăсене хутшăнма май туса панăшăн чĕререн тав тăватăп. Вырăнти депутатсене, ялсен старостисене, пуçаруллă çынсене, пурне те тĕрлĕ çивĕч ыйтуран айккинче тăрса юлманшăн, обществăлла ĕçсене хастаррăн хутшăннăшăн тав сăмахĕ калатăп», — терĕ Расим Фатахутдинович калаçăва вĕçленĕ май.
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *