Воскресенье, 28 апреля

Çемьере килĕшÿ пулни вăй-хал парать

Çемьере килĕшÿ пулни вăй-хал парать

Çын пурнăçĕнче çемье — шăпа парни. Унăн пĕлтерĕшне кашни çын хăйне евĕрлĕ ăнланать. Виçпÿртре пурăнакан Еленăпа Юрий Тихоновсемшĕн тăван кил — вăй-хал паракан, яланах ырă сунса кĕтекен çывăх çынсем пурăнакан вырăн. Вĕсемшĕн çемье телейĕ — чунтан савакан шанчăклă мăшăр юнашар пулни, юратнă ачасен тăнăçлă пурнăçĕ, кил-çуртри хăтлăх, хуçалăхри çителĕклĕх.
Юрий 1971 çулта Виçпÿртре нумай ачаллă çемьере çуралнă /9 пĕртăван/. Елена та 1971 çулта Аслă Çĕрпÿелĕнчи йышлă ачаллă çемьере çуралнă /10 пĕртăван/. Вĕсем иккĕшĕ те ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕ. Уйрăмах Еленăн, амăшĕ сад бригадинче ĕçленине кура, ача чухне манăçса кайса выляма май килмен. Вăл юлташĕсемпе пĕрле çуллахи каникулсенче колхоз ĕçĕсенчен пĕр юлми тăрăшнă: çум çумланă, пахча çимĕç, улма-çырла пуçтарнă тата ытти ĕçсене те пурнăçланă. Вĕренсе пĕтерсен хĕр «Акконд» кондитер çимĕçĕсен фабрикинче ĕçленĕ.
Юрий салтакран отпуска килсен маттур та ăшă кăмăллă хĕре куç хывнă. 1994 çулта çамрăксем пĕрлешсе çемье çавăрнă. Хĕр хулари ĕçне пăрахса Виçпÿрте килнĕ. Вăл ялта пурăннăшăн пĕрре те ÿкĕнмест: «Халĕ нумай çын ялта хуларинчен кая мар пурăнать — çурт çутçанталăк газĕпе ăшăнать, шыв кĕрет-тухать, япалана автомат машина çăвать. Таса сывлăшпа сывланине, çутçанталăкпа килĕшÿллĕ пурăннине шута илсен ялти пурнăç хуларинчен лайăхрах та». Тихоновсем 3 ача — 2 хĕрпе 1 ывăл çуратса, юратса, ăс парса çитĕнтернĕ. Хальхи вăхăтра Линда мăшăрĕпе тата 2 ачипе Шупашкарта пурăнать, Олеся çемйипе Мускав хулинче тĕпленнĕ. Вăл та мăшăрĕпе 2 ача çитĕнтерет. Ывăлĕ Кирилл Шупашкарта пурăнать.
— Ачасем çитĕнчĕç, пурнăçра хăйсен вырăнĕсене тупрĕç. Вĕсем лайăх пурăнни — пирĕн пурнăç телейĕ, мăнаçлăх. Ачасем киле килсен пÿрт тулсах каять. Вĕсем кайсан пушансах юлать, — теççĕ хăйсен телейне ачисенче, вĕсен çителĕклĕ те тăнăçлă пурнăçĕнче, мăнукĕсен савăнăçлă йăлтăр куллинче куракан Еленăпа Юрий.
Тихоновсем иккĕшĕ те Виçпÿртри культура çуртĕнче тăрăшаççĕ. Юрий — культорганизатор, «Каçал» фольклор ансамблĕн участникĕ. Унсăр пуçне вăл ялти староста тивĕçĕсене пурнăçлать. Ял масарне тирпейлесе тăрассине çулсерен йĕркелет, асăну палăкĕн территорине те тивĕçлĕ пăхса тăрать. Кооперативная урама чул сарнă çул проектне тума ял халăхĕнчен укçан пуçтарса пулăшнă.
Елена — тирпейлÿçĕ. Яваплăхпа палăрса тăракан хĕрарăм 10 çул вырăнти суйлав комиссийĕн председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлать /комиссире 20 çул ĕçлет/. Ăна Пĕтĕм Раççейри халăх перепиçĕнче переписчик тивĕçĕсене пурнăçлама шанаççĕ.
Тихоновсен ĕçсĕр ларма вăхăчĕсем çук. Килте карта тулли выльăх-чĕрлĕхпе кайăк-кĕшĕк тытаççĕ, пахча çимĕç, улма-çырла туса илеççĕ, тĕрлĕ чечексем çитĕнтереççĕ. Ĕçре вĕсем тăтăшах тĕрлĕ мероприятисем ирттереççĕ. Ачасем, çамрăксем, аслăрах çулхи çынсем вĕсем йĕркелекен уявсене хапăлласах хутшăнаççĕ. Тихоновсем районта иртекен культура мероприятийĕсене, обществăлла ĕçсене те активлă хутшăнаççĕ. «Пĕр-пĕрне яланах хÿтлĕх парсан, хисеплесен, тимлесен тепĕр чухне сиксе тухакан йывăрлăхсене çĕнтерме тата ĕçре çитĕнÿсем тума çăмăлрах» тенине тĕпе хурса утаççĕ кун-çул сукмакĕпе 30 çула яхăн килĕшÿре пурăнакан Еленăпа Юрий.
С.ЕФИМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *