Шанчăклă мăшăрсем хисепе тивĕç

Шанчăклă мăшăрсем хисепе тивĕç

«Кам хăйĕн килĕнче телейлĕ — çавă çеç чăннипех телейлĕ», — тенĕ вырăс классикĕ Лев Толстой. Шăпах çакăн пек телейлĕ çынсем пуçтарăнчĕç июлĕн 8-мĕшĕнче районти тĕп библиотекăна. Йăлана кĕнĕ тăрăх, Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕнче пĕр-пĕринпе килĕштерсе нумай çул пĕрле пурăнакан мăшăрсене «Юратупа шанчăклăхшăн» медальпе чысларĕç.
Шурут ял тăрăхĕнче пурăнакан Галина Степановнăпа Вячеслав Васильевич Скворцовсем, Комсомольски ял тăрăхĕнчи Светлана Николаевнăпа Николай Васильевич Красновсем тата Роза Степановнăпа Сергей Васильевич Муравьевсем нумай çул пурнăç сукмакне пĕрле, алла-аллăн тытăнса такăрлатаççĕ. Пĕр-пĕрне пур ĕçре те пулăшса, пĕр-пĕриншĕн тĕрев пулса пурнăçри йывăрлăхсене пĕрле çĕнтерсе пыракан мăшăрсенчен тĕслĕх илмелли пур. Вĕсем пурте ачисене ÿстерсе тивĕçлĕ воспитани панă, анлă пурнăç çулĕ çине тăратнă. Халĕ тĕпренчĕкĕсен тата мăнукĕсен çитĕнĕвĕсемпе савăнса пурăнаççĕ.
Шанчăклă мăшăрсене саламласа Луцки храмĕн настоятелĕ Сергий атте малашне те çемье вучахне упрама, ачасене те çемье хаклăхне ăса хывма пулăшма сунчĕ, Петрпа Феврония Çветтуйсен турăшне парнелерĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен уйрăмĕн начальникĕ Алексей Селиванов, Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Мария Илларионова, Шурут ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Сергей Маштанов, «Хĕрарăмсен канашĕн» районти уйрăмĕн председателĕ Инна Ядрова тата ыттисем те пуçтарăннисене уяв ячĕпе саламларĕç, ырлăх-сывлăх, телей сунчĕç.
Çавăн пекех уява республика шайĕнче иртнĕ «Эпĕ — хĕрарăм» конкурса хутшăннă районти чи пултаруллă та маттур хĕрарăмсене те йыхравланă. Вĕсене Инна Ядрова ятарлă сертификатсем парса чысларĕ, малашне те конкурссене хутшăнса хастарлăхпа палăрма сунчĕ.
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *