Воскресенье, 28 апреля

Фестиваль-конкурсра палăрнă

Фестиваль-конкурсра палăрнă

Çак кунсенче ЧР культура министерстви пулăшнипе республика шайĕнче йĕркеленĕ Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене тунă ĕç паттăрĕсен çулне халалланă «Чун юрланă чухне» фестиваль-конкурса пĕтĕмлетнĕ.
Ватăрах çынсем хушшинче онлайн-форматпа иртнĕ конкурсра «Вокал ансамблĕ» номинацире «Кубняночка» халăх вокал ансамблĕ /ертÿçи А.Кокшина, концертмейстерĕ В.Кокшин/ 2 степеньлĕ лауреат ятне çĕнсе илнĕ. Хирти Сĕнтĕрти культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнне /ертÿçи Н.Шатилова, концертмейстерĕ П.Иванов/ çÿрекен Зоя Матвеева «Вокал исполнителĕ» номинацире лауреат пулса тăнă. «Фольклор пултарулăхĕ» тупăшура Юнтапари культура çурчĕ çумĕнчи «Юнтапа» ансамбль /ертÿçи Л.Латышева, концертмейстерĕ В.Лукиянов/ 3 степеньлĕ Диплома тивĕçсе палăрнă. «Поэзи чăваш чĕлхинче» номинацире Анат Тимĕрчкассинчи культура çуртĕнчи илемлĕ сăмах кружокĕн участникĕ Е.Сергеева «Ватлăх кунĕсем» сăвва илемлĕ вуласа 1 степеньлĕ лауреат ята çĕнсе илнĕ. «Театр» номинацире Элпуçĕнчи культура çурчĕ çумĕнчи театр коллективĕ В.Туркайăн «Асаилÿ» сăвви тăрăх театрализациленĕ спектакль лартса 3 степеньлĕ лауреат, ансамбльсем хушшинче «Инструментпа выляс пултарулăх» номинацире халăх инструменчĕсен  ансамблĕ  «Туслăх»  /ертÿçисем В.Павлов тата Л.Носова/ 2 степеньлĕ лауреат  пулса тăнă.  Солистсем хушшинчи  тупăшура М.Гаврилова /Хирти Выçли культура çурчĕ/  купăс каласа Диплома тивĕçнĕ. «Чун юрланă чухне» фестиваль-конкурсăн çĕнтерÿçисене саламлатпăр. Каçал тăрăхĕ талантсăр мар иккенне артистсем тепĕр хутчен çирĕплетсе пачĕç.

С.ВИШНЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *