Çĕнĕ тÿлевсем

Çĕнĕ тÿлевсем

Сахал тупăшлă тулли мар çемьесене тата ача кĕтекен хĕрарăмсене паракан çĕнĕ тÿлевсем
2021 çулхи апрель уйăхĕнче çĕршыв Президенчĕ Владимир Владимирович Путин Федерацин Пухăвне янă Çырăвĕнче сахал тупăшлă çемьесене пулăшасси çинчен пĕлтернĕччĕ. Çак шутра — ачана пĕччен çитĕнтерекен ашшĕ-амăшĕ, ача кĕтекен хĕрарăмсем тата шкул ачиллĕ çемьесем.
Шкул ачиллĕ çемьесене хăçан тата епле майпа укçа парасси халĕ паллă мар. Указ тухасса кĕтетпĕр.
Икĕ пособие тÿлессипе вара «Ачаллă çемьесене паракан патшалăх пособийĕсем çинчен» федераци саккунне улшăнусем кĕртнĕ, ятарлă документсем йышăннă.
Сахал тупăшлă çемьесем тата ача кĕтекен хĕрарăмсем июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа пособи илме заявлени çырма пултараççĕ.
Çĕнĕ пособие илесси çемье тупăшĕнчен килет. Çемьери вăтам тупăш кашни çын пуçне регионта палăртнă пурăнмалли чи пĕчĕк виçерен пысăк пулмалла мар /9804 тенкĕ/.
Çĕнĕ тÿлевсене илме пултараççĕ:
— 8 çултан пуçласа 16 çулти ачасене пĕччен çитĕнтерекен тата суд йышăнăвĕпе алимент илекен ашшĕ е амăшĕ тата çемьесенче ашшĕ е амăш çук ачасем тата тăлăх ачасем;
— ача кĕтекен хĕрарăмсем пĕчĕк срокра /6 эрнерен пуçласа 12 эрнеччен/ врач патĕнче учета тăнисем.
Тÿлевсен калăпăшĕ регионта йышăннă кашни çын пуçне пурăнмалли чи пĕчĕк виçерен килет. Чăваш Енре вăл 9804 тенкĕпе танлашать. Сахал тупăшлă тулли мар çемьесене регионта йышăннă ачан пурăнмалли чи пĕчĕк виçен 50 процентне тÿлеççĕ. Ача кĕтекен хĕрарăмсене — ĕçлеме пултаракан çыннăн регионти пурăнмалли чи пĕчĕк виçинчен шутласа çавăн пекех 50 процент тÿлĕç.
Çапла вара, тулли мар çемьере ÿсекен кашни ачашăн уйăхне 4941 тенкĕ те 50 пус тÿлĕç, ача кĕтекен хĕрарăмсене — 5207 тенкĕ.
Заявленисене Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă е Раççей Пенси фончĕн клиент службисенче пама пулать.
Çĕнĕ тÿлевсене илес текенсен малтан çемьен вăтам тупăшне шутламалла, пурлăхăн списокне лайăх пăхмалла. Çакăн хыççăн çеç заявлени çырмалла. Асăннă пособисене уйăх вĕçленсен илме пулать.
РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн пресс-служби.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *