Пятница, 26 апреля

Публикации

Ултавçăсене —7 миллион тенкĕ

Ултавçăсене —7 миллион тенкĕ

Хăйсемпе банк тата йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем тесе паллаштарнă çынсем 54-ри хĕрарăма улталанă. Темиçе эрне каялла хĕрарăм патне банк ĕçченĕсем шăнкăравланă, такам унăн ячĕпе кредит илме хăтланнине пĕлтернĕ, укçана урăх счет çине куçарма сĕннĕ. Вĕсем хĕрарăма «йĕрке хуралçипе» çыхăнтарнă. Лешĕ Шупашкар хĕрарăмне «РФ ШĔМĕн Чăваш Енри тĕп управленийĕ» удостоверенине — суя документ сăн ÿкерсе янă. Анчах унашкал учреждени çукки хĕрарăма шутлаттарман. Вăл ĕçне пăрахса банка чупнă. Унта хĕрĕ валли хваттер туянма хатĕрленĕ 4 миллион тенкĕ укçине илме шутланă. Банк ĕçченĕ вăл ултавçă аллине лекме пултарни пирки асăрхаттарнă. Анчах хĕрарăм ăна итлемен. Банк ĕçченĕ полицейскисене чĕннĕ, вĕсем калаçу ирттернĕ. Хĕрарăм пакунлисене итлемен, ултавçăсене укçа куçарса панă. Унсăр пуçне тата 5 банкран кредит и
Ÿсĕр çынна — яваплăх

Ÿсĕр çынна — яваплăх

Çак кунсенче районти муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн ĕçченĕсем РФ Уголовлă кодексĕпе килĕшÿллĕн 62 çулхи арçын тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Сăлтавĕ — гражданин административлă йĕркене пăхăнманни. Ăна 2020 çулхи январь уйăхĕнче транспорт хатĕрĕпе ÿсĕрле çÿренĕшĕн явап тыттарнă. Арçын кăçал татах ÿсĕрле руль умне ларнă. Ăна ГИБДД ĕçченĕсем тытса чарнă. Халĕ арçынна 2 çул таран ирĕк прависĕр хăварма та пултараççĕ.
17 миллион шыраса илмелле

17 миллион шыраса илмелле

Чăваш Ен суд приставĕсем республикăри пĕр пысăк предприяти директорĕ тĕлĕшпе налук тÿлевĕсене 17 миллион ытла шыраса илмелли ĕç пуçарнă. Чăваш Енре пурăнакан, 1966 çулта çуралнă арçын хăйĕн организацийĕ туса илекен тупăш налукĕсене нумай вăхăт тÿлемен. Çавна май 2021 çулхи июль уйăхĕнче Раççейри суд приставĕсен службин федераллă управленийĕн Шупашкарти Мускав район уйрăмĕн сотрудникĕсем парăмри çын тĕлĕшпе ĕç пуçарни çинчен постановлени йышăннă. Çак постановление парăма кĕрсе кайнă çынна çитерсе панă. Анчах документра кирлĕ суммăна пилĕк кун хушшинче тÿлесе татма ыйтнине парăмлă çын шута илмен. Çавна пула малтанхи парăм сумми çумне тата 1,2 миллион ытла тенкĕ хушăннă. Ĕç пуçарни çинчен постановлени йышăннипе пĕрлех суд приставĕсем ирĕксĕр пурнăçлаттармалли мерăсем йышăннă. Халĕ предприяти
Мăшăрсен ирĕкĕпе штамп лартаççĕ

Мăшăрсен ирĕкĕпе штамп лартаççĕ

Раççей Федерацийĕн 2021 çулхи июлĕн 15-мĕшĕнчи 1205 №-лĕ Постановленийĕпе килĕшÿллĕн Раççей гражданинĕн паспорчĕ çинчен калакан положение улшăнусем кĕртнĕ. Малашне РФ гражданинĕн паспортĕнче çемье çавăрнă тата уйрăлнă пирки, ачасем пурри çинчен çын кăмăлне шута илсе штамп лартаççĕ. Çынсем çемье хутшăнăвĕ, ачасем пурри пирки информаци çухалмасть-ши тесе ыйту та параççĕ. Чăваш Республикин юстици ĕçĕсен патшалăх службин ертÿçин çумĕ Алексей Вязов пĕлтернĕ тăрăх, çемье тата ачасем пирки информацие пĕрлехи базăра упраççĕ. Граждан тăрăмĕсен акчĕсен çыравĕсем пĕтĕмпех Пĕрлехи патшалăх реестрĕнче çырăнса пыраççĕ. Çавăнпа та пĕрлехи базăра пур информаци те пур.  
Ылтăн алăллă тĕрĕ ăсти

Ылтăн алăллă тĕрĕ ăсти

Чĕкеç пек çепĕç чĕлхеллĕ, пăрчăкан пек лара-тăра пĕлми, ĕçчен алăллă, сăпай та черчен пике пурăнать Юнтапа ялĕнче. Кăçал Шурут вăтам шкулне ла-йăх паллăсемпе вĕренсе пĕтернĕ Ольга Еремеева пур енĕпе те маттур. Уйрăмах вара уншăн тĕрĕ тĕнчи çывăх. Хĕрача 7-мĕш класра ăс пухнă чухне пуçласа алла йĕппе çип тытнă, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Любовь Николаевна Тарасова хавхалантарнипе чи малтанах сулă тĕрлесе пăхнă. Çакăн хыççăн унăн тата та тĕрлĕрен эрешсем ăсталаса пăхас килнĕ. Вĕрентекен масмак мĕнле ăсталамаллине кăтартсан хĕрача савăнсах çак ĕçе пикеннĕ. Ял тăрăхĕнчи паллă алĕç ăсти Луиза Носкова та Ольăна нумай пулăшнă, мĕн пĕлменнине ыйтсан нихăçан та хирĕçлемен, тĕплĕн ăнлантарса панă, илемлĕ япаласем ăсталама пулăшнă. Шăпах Луиза Николаевна пултаруллă хĕрачана тухьясем тума
Уй-хирте

Уй-хирте

Çĕр ĕçченĕшĕн «Тырă пĕрчи пучахра — ан тĕлĕр эс сулхăнта» каларăшăн паянхи кун та ĕлĕкхи пекех пĕлтерĕшĕ пысăк. Çанталăк япăх тăнине е техника кăлтăкне пула кăшт çеç тăхтаса тăратăн — тухăç чакать, ĕç те сая кайма пултарать. Çавăнпа хуçалăхсен ĕçченĕсем тар тăкса вăй хураççĕ. Пур ĕçе те вăхăтра ĕлкĕртмелле-çке. Августăн 9-мĕшĕ тĕлне районти аграрисем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пурĕ 7620 гектар çинче пухса илнĕ. Кĕрхи тулă — 2754 гектар, ыраш — 338 гектар, çурхи тулă — 1338 гектар, урпа — 2666 гектар, сĕлĕ — 376 гектар, пăрçа —148 гектар. Хуçалăхсем тĕш-тырăпа пăрçа йышши культурăсен тухăçне пÿлмене 13260,98 тонна хывнă. Кĕрхи тулă 5005,32 тонна /вăтам тухăç 18,2 центнер кашни гектартан/, тулă — 2398,25 тонна /вăтам тухăç 17,9 центнер гектартан/, урпа — 4416,5 тонна /16,6 центн
Вĕренÿ çулне хатĕр-и?

Вĕренÿ çулне хатĕр-и?

Çак кунсенче ятарлă комисси районти вĕренÿ учрежденийĕсем çĕнĕ вĕренÿ çулне мĕнле хатĕрленнине тĕрĕслет. Хальлĕхе комисси 18 вĕренÿ учрежденийĕнче пулнă. Комисси членĕсем палăртнă тăрăх, вĕренÿ учрежденийĕсене çĕнĕ вĕренÿ çулне тĕплĕн хатĕрлеççĕ. Шкулсемпе ача сачĕсенче юсав ĕçĕсем ирттернĕ, пÿлĕмсене, столовăйсене, спорт, музыка залĕсене тата ытти кабинетсене хăтлăлатнă. Унсăр пуçне шкул таврашĕнчи территорие те тирпей-илем кĕртнĕ. тупса палăртнă çитменлĕхсене вара кĕске вăхăтра пĕтермелле, çĕнĕ вĕренÿ çулне пур вĕренÿ учрежденийĕсенче те ĕçсене вĕçлемелле, ачасене илемлĕ те хăтлă шкулсенче, ача сачĕсенче кĕтсе илмелле. /ХАМĂР ИНФ./.  

Юрра-ташша кашни хавас

Çак кунсенче районти культура çурчĕн ĕçченĕсем «Дружба» ЯХПК ĕçченĕсене, Хырай Ĕнел ялĕнче пурăнакан çĕр ĕçченĕсене концертпа савăнтарнă. Культура ĕçченĕсем кĕске вăхăтлăх кану йĕркелесе, илемлĕ юрă-кĕвĕ шăрантарнă, комбайнерсемпе водительсен тăрăшулăхне палăртса ырă кăмăл-туйăм парнеленĕ. Çакăн пек кану вăхăчĕсем йĕркелени çĕр ĕçченĕсемшĕн çав тери паха: канса илме те, савăнма та пулать.  
Чирлекенсем йышланнă

Чирлекенсем йышланнă

Чăваш Енре, районта коронавируспа чирлекенсен йышĕ пысăк-ха. Юлашки вăхăтра вĕсен хисепĕ палăрмаллах ÿснĕ. Кун пирки район администрацийĕнче тунтикунсерен йĕркелекен канашлура районти тĕп больницăн врач-терапевчĕ Лариса Галкина каласа пачĕ. — Районта пурăнакансем коронавируспа чирленĕ тĕслĕхсем юлашки вăхăтра самай ÿсрĕç. Çакă çынсем тимсĕр тата асăрханусăр пулнипе, профилактика мерисене пăхăнманнипе çыхăннă. Çавăнпа та çынсене маска тăхăнса çÿреме, обществăлла вырăнсенче тимлĕ пулма ыйтасшăн. Çавăн пекех вакцинациленмелли пирки те аса илтересшĕн. Вакцинаци тăвас ĕçе районта кирлĕ пек йĕркеленĕ. Хальлĕхе 5081 çынна вакцинациленĕ. Тĕп больницăра кашни кунах прививка тутарас текенсене ирхине 8.00 сехетрен пуçласа каçхи 20.00 сехетчен йышăнаççĕ, çавăн пекех мобильлĕ ушкăнсем ялсене тухса çÿр
Çамрăксен чĕрисем харсăр, урисем çăмăл

Çамрăксен чĕрисем харсăр, урисем çăмăл

Çамрăклăх — кашни çыннăн пурнăçĕнчи хăюллă ĕмĕтсемпе, шанчăкпа, шыравпа тулнă ытарма çук тапхăр. Паянхи вĕренекенсем, студентсем, тĕрлĕ сферăри çамрăк ĕçченсем — тĕнчен малашнехи аталанăвĕн çулне палăртаканĕсем. Çав вăхăтрах обществăри лару-тăрупа патшалăх политикин те çамрăксен хаклăхĕсемпе çул-йĕр аталанăвĕнчи витĕмĕ пысăк пĕлте- рĕшлĕ. «Молодая гвардия» обществăпа политика организацийĕ — çамрăксенче патриотлăх туйăмне, вĕсен ăс-тăнне тата культурине аталантарса, пĕр-пĕрне пулăшас тата яваплăх принципĕсем тăрăх пурăнакан ушкăн. Пĕтĕм Раççейри çамрăксен «Молодая гвардия» организацийĕн Комсомольскинчи уйрăмĕ вĕренÿ проекчĕсемпе программăсене, пуçарусене пурнăçа кĕртет, тĕрлĕ мероприятисем йĕркелет. Сăмахран, вĕсем «Доброволецсем — ачасене» акцие хутшăнса йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ ачаллă çемьес