Воскресенье, 28 апреля

Ылтăн алăллă тĕрĕ ăсти

Ылтăн алăллă тĕрĕ ăсти

Чĕкеç пек çепĕç чĕлхеллĕ, пăрчăкан пек лара-тăра пĕлми, ĕçчен алăллă, сăпай та черчен пике пурăнать Юнтапа ялĕнче. Кăçал Шурут вăтам шкулне ла-йăх паллăсемпе вĕренсе пĕтернĕ Ольга Еремеева пур енĕпе те маттур. Уйрăмах вара уншăн тĕрĕ тĕнчи çывăх.
Хĕрача 7-мĕш класра ăс пухнă чухне пуçласа алла йĕппе çип тытнă, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Любовь Николаевна Тарасова хавхалантарнипе чи малтанах сулă тĕрлесе пăхнă. Çакăн хыççăн унăн тата та тĕрлĕрен эрешсем ăсталаса пăхас килнĕ. Вĕрентекен масмак мĕнле ăсталамаллине кăтартсан хĕрача савăнсах çак ĕçе пикеннĕ. Ял тăрăхĕнчи паллă алĕç ăсти Луиза Носкова та Ольăна нумай пулăшнă, мĕн пĕлменнине ыйтсан нихăçан та хирĕçлемен, тĕплĕн ăнлантарса панă, илемлĕ япаласем ăсталама пулăшнă. Шăпах Луиза Николаевна пултаруллă хĕрачана тухьясем тума вĕрентнĕ. Оля Еремеева халĕ хăй ăсталанă тухьясемпе масмаксене сутать те.
— Пĕр тухья ăсталама вăхăт нумай кирлĕ. Кăçал экзаменсене хатĕрленмелле пулнипе, вăхăт енчен хĕсĕкрех пулчĕ. Çавăнпа та эпĕ ытларах масмаксем тĕрлерĕм. Эрешсене интернетра пăхатăп е урăх çынсенне курса ÿкерсе илетĕп, çĕнĕ эреш курсан вăраха ямасăр ăна туса пăхас килет, — уçрĕ шухăшне маттур пике.
Ольга тĕрлессипе çеç мар, ытти енсемпе те пултарулăхне аталантарать. Шкулта вĕреннĕ чухне вăл чăваш сăввисене илемлĕ вулакансен конкурсĕсене, тĕрлĕ предметсемпе иртнĕ олимпиадăсене тăтăшах хутшăнса малти вырăнсене тухнă. Хăйĕн алă ĕçĕсене те пĕрре мар тĕрлĕ шайри конкурссене тăратнă, çĕнтерÿçĕсен шутне кĕнĕ. Кăçалхи район Акатуйне пынă çынсем те унăн ĕçĕсемпе кăмăлтан паллашма пултарчĕç.
Çавăн пекех Ольга спорт валли те вăхăт тупать. Вăл кире пуканĕ йăтас енĕпе районта çеç мар, республикăра та палăрнă. Ку спорт тĕсĕпе хĕр физкультура учителĕ Владимир Михайлович Гаврилов явăçтарнипе интересленме пуçланă. Тăрăшнин усси пулнах. Кăçалхи апрель уйăхĕнче Шупашкарта иртнĕ Чăваш Республикин Кубокĕнче хĕр хăйĕн ÿсĕмĕнче 3-мĕш вырăна тухнă.
Халĕ кăçал çеç шкул пĕтернĕ тăрăшуллă хĕршĕн пур еннелле те çул уçă. Филологи енĕпе малалла пĕлĕвне тарăнлатас ĕмĕтлĕскер, вăл спорта та, алĕçне те пăрахасшăн мар. «Паянхи кун пур çĕре те ĕлкĕрме, пур енĕпе те аталанма тăрăшмалла. Тĕттĕм кĕтесре çеç ларнипе нимĕн те тăваймастăн, яланах мĕн те пулин çĕнни патне ăнтăлмалла», — пурнăçри девиз пекех янăрарĕç пикен сăмахĕсем.
Н.КАЛАШНИКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *