Ÿсĕр çынна — яваплăх

Ÿсĕр çынна — яваплăх

Çак кунсенче районти муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн ĕçченĕсем РФ Уголовлă кодексĕпе килĕшÿллĕн 62 çулхи арçын тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Сăлтавĕ — гражданин административлă йĕркене пăхăнманни. Ăна 2020 çулхи январь уйăхĕнче транспорт хатĕрĕпе ÿсĕрле çÿренĕшĕн явап тыттарнă. Арçын кăçал татах ÿсĕрле руль умне ларнă. Ăна ГИБДД ĕçченĕсем тытса чарнă. Халĕ арçынна 2 çул таран ирĕк прависĕр хăварма та пултараççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *