Чирлекенсем йышланнă

Чирлекенсем йышланнă

Чăваш Енре, районта коронавируспа чирлекенсен йышĕ пысăк-ха. Юлашки вăхăтра вĕсен хисепĕ палăрмаллах ÿснĕ. Кун пирки район администрацийĕнче тунтикунсерен йĕркелекен канашлура районти тĕп больницăн врач-терапевчĕ Лариса Галкина каласа пачĕ.
— Районта пурăнакансем коронавируспа чирленĕ тĕслĕхсем юлашки вăхăтра самай ÿсрĕç. Çакă çынсем тимсĕр тата асăрханусăр пулнипе, профилактика мерисене пăхăнманнипе çыхăннă. Çавăнпа та çынсене маска тăхăнса çÿреме, обществăлла вырăнсенче тимлĕ пулма ыйтасшăн. Çавăн пекех вакцинациленмелли пирки те аса илтересшĕн. Вакцинаци тăвас ĕçе районта кирлĕ пек йĕркеленĕ. Хальлĕхе 5081 çынна вакцинациленĕ. Тĕп больницăра кашни кунах прививка тутарас текенсене ирхине 8.00 сехетрен пуçласа каçхи 20.00 сехетчен йышăнаççĕ, çавăн пекех мобильлĕ ушкăнсем ялсене тухса çÿреççĕ. Паянхи куна тĕп больницăна çителĕклĕ вакцина кÿрсе килнĕ, ревакцинаци валли те ?пĕрремĕш прививка тутарнă хыççăн 6 уйăх иртнĕ хыççăн/ вакцина пур. Прививка тутарас текен пациентсен тухтăр патне çитмелле», — пĕлтерчĕ Лариса Васильевна.
А.АНТОНОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *