Уй-хирте

Уй-хирте

Çĕр ĕçченĕшĕн «Тырă пĕрчи пучахра — ан тĕлĕр эс сулхăнта» каларăшăн паянхи кун та ĕлĕкхи пекех пĕлтерĕшĕ пысăк. Çанталăк япăх тăнине е техника кăлтăкне пула кăшт çеç тăхтаса тăратăн — тухăç чакать, ĕç те сая кайма пултарать. Çавăнпа хуçалăхсен ĕçченĕсем тар тăкса вăй хураççĕ. Пур ĕçе те вăхăтра ĕлкĕртмелле-çке.
Августăн 9-мĕшĕ тĕлне районти аграрисем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пурĕ 7620 гектар çинче пухса илнĕ. Кĕрхи тулă — 2754 гектар, ыраш — 338 гектар, çурхи тулă — 1338 гектар, урпа — 2666 гектар, сĕлĕ — 376 гектар, пăрçа —148 гектар. Хуçалăхсем тĕш-тырăпа пăрçа йышши культурăсен тухăçне пÿлмене 13260,98 тонна хывнă. Кĕрхи тулă 5005,32 тонна /вăтам тухăç 18,2 центнер кашни гектартан/, тулă — 2398,25 тонна /вăтам тухăç 17,9 центнер гектартан/, урпа — 4416,5 тонна /16,6 центнер гектартан/, сĕлĕ — 686,8 тонна /18,3 центнер гектартан/, пăрçа 225 тонна ?15,2 центнер гектартан/ çапса тĕшĕленĕ. Пурĕ 1171 гектар çĕр хатĕрленĕ, 1741 гектар çинче кĕрхи çĕртме тунă.
Р.БАСНИКОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *