Воскресенье, 5 мая

Лару иртрĕ

Лару иртрĕ

Августăн 24-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн районти комиссийĕн ларăвĕ иртрĕ. Ларăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов ертсе пычĕ, Чăвашстатăн халăх статистикин, сывлăх сыхлавĕн, пурнăç шайĕн тата уйрăм хуçалăхсен тишкерĕвĕн уйрăмĕн начальникĕ Людмила Гурьева онлайн мелпе хутшăнчĕ.
Ларăва хутшăннисем халăх çыравĕ ирттерессин вăхăтне, унта хутшăнмалли тапхăрсене тата информаципе ăнлантару ĕçĕсене пырса тивекен ыйтусене пăхса тухрĕç.
Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ октябрĕн 15-мĕшĕ — ноябрĕн 14-мĕшĕсенче иртет. Çĕнĕлĕхсенчен пĕри — Раççей çыннисем Пĕрлехи патшалăх порталĕнче /Gosuslugi.ru/ электронлă перепиç хутне хăйсем тĕллĕн тултарма пултарни. Пурăнмалли пÿлĕмсене тишкернĕ чухне çырав тăвакансем ятарлă программăсемпе тивĕçтернĕ планшетсемпе усă курĕç. Çавăн пекех çырав участокĕсенче, çав шутра патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕ паракан НФЦра та çырав тума май пулĕ.
Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем уйрăм çуртсем çине номерсем, урам ячĕсем вырнаçтарассипе тата çитменлĕхсене пĕтерессипе тăвакан ĕçсем çинчен кĕскен каласа пачĕç.
Александр Осипов çуртсем çине номерсем вырнаçтарас ĕçе ял старостисене активлă явăçтарма сĕнчĕ, асăннă ĕçри лару-тăрăва ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен тимлемеллине каларĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *