Пушартан сыхланăр

Пушартан сыхланăр

Пирĕн республика территорийĕнче майăн 1-мĕшĕнчен пуçласа пушара хирĕç ятарлă режим вăя кĕнĕ. Ку мерăна вут-çулăм тухасран асăрхаттарас, вăрмансенчи пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерес, халăхăн тимлĕхне ÿстерес тĕллевпе йышăннă. Ку режима паянхи кун та пăрахăçламан.
Аса илтеретпĕр: пушара хирĕç ятарлă режим вăхăтĕнче граждансен вăрмансене кĕрсе çÿремелле мар, кăвайтсем чĕртме, пушар тухас хăрушлăх кăларакан ĕçсене пурнăçлама, уçă çулăмпа усă курса вăл е ку ĕçе тума юрамасть. Çак йĕркене пăхăнманнисене административлă майпа явап тыттараççĕ, штраф тÿлеттереççĕ.
Августăн 30-мĕшĕ тĕлне районта 27 хутчен пушар тухнă, пушарта пĕр çын вилнĕ, 9 çынна çăлма май килнĕ.
Хисеплĕ район çыннисем тата хăнасем, пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнăр! Енчен те çулăм тухнине асăрхасан 01, 101, 112 номерсемпе шăнкăравласа пĕлтерĕр.
И.АНАНЬЕВ,
31-мĕш пушар чаçĕн начальникĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *