Четверг, 25 апреля

Пĕр çемьери пек

Пĕр çемьери пек

Эпĕ шкулта вĕреннĕ чухнех сăвăсем çырма юрататтăм. Вĕсем кунти стена хаçатĕнче кун çути куратчĕç. Мана класс ертÿçи Геннадий Иванович Яковлев ку ĕçре питех те нумай хавхалантаратчĕ. Тĕрлĕ темăсем суйласа илме пулăшатчĕ, сăвă техникипе паллаштаратчĕ. Стена хаçачĕн çитес номерĕ валли çĕнĕ сăвă çырма хушатчĕ. Çапла вара эпĕ Аслă Чурачăк вăтам шкулĕнчи стена хаçачĕн чи активлă корреспонденчĕсенчен пĕри пулса тăтăм.
Чăваш чĕлхипе литература тата вырăс чĕлхипе литература предмечĕсем маншăн чи юратнисемччĕ. Уйрăмах сочиненисем çырма кăмăллаттăмччĕ. Ытларах ирĕклĕ темăсем килĕшетчĕç. Елена Яковлевна Поргунова тата Геннадий Иванович Яковлев вĕрентекенсем пире чăваш тата вырăс чĕлхипе литература предмечĕсене юратма вĕрентрĕç, пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илме пулăшрĕç.
Манăн тепĕр хаклă çыннăм, пулас профессие суйласа илме пулăшаканĕ вăл — юратнă аппа, Валя. Вăл шкулта пуçламăш классене вĕрентетчĕ, сăвăсем, калавсем хайлатчĕ. Пурнăç çулĕ ăна тĕрлĕ çĕре илсе çитерчĕ. Юлашки çулсенче вăл Ульяновскра ĕçлесе пурăнчĕ. Чăвашсен «Канаш» хаçачĕпе тачă çыхăну тытрĕ. Унăн хайлавĕсем кунта тăтăшах пичетленчĕç, Чĕмпĕр çыравçисен хайлавĕсен кĕнекинче те кун çути курчĕç.
Шкул çулĕсенче эпĕ район хаçачĕн редакцине темиçе сăвă ярса панăччĕ. Шел пулин те, вĕсем унта çапăнаймарĕç. Ахăртнех, пиçсех çитеймерĕç пулĕ. Шупашкарти пир-авăр комбина- тĕнчи тимĕр-тăмăр шăратакан механика заводĕнче ĕçленĕ чухне предприятире тухса тăракан «Текстильщик» хаçатпа çыхăну тытаттăм. Чăваш патшалăх университетне историпе филологи факультечĕн чăваш чĕлхипе литература уйрăмне журналистсем хатĕрлекен ушкăна вĕренме кĕнĕ чухне те унтанах направлени илнĕччĕ. Çак хаçат редакцийĕнче эпĕ практикăра та пулнă.
Кайрантарах практика кунĕсене хамăр район хаçатĕнче ирттернĕччĕ. Унта мана питĕ лайăх кĕтсе илчĕç. Хаçат редакторĕ Никандр Якимов темăсем суйласа илме, тĕрлĕ жанрпа çырма вĕрентетчĕ. Пире, çамрăксене, «Литературная газета» хаçатри çивĕч те интереслĕ статьясемпе паллаштаратчĕ, хамăр тавракурăма анлăлатма çĕршыври паллă журналистсен ĕçĕсемпе паллашма, вĕсенчен тĕслĕх илме сĕнетчĕ. Никандр Афанасьевич маншăн вĕрентекен те, пичче вырăнĕнче те пулнă. Нумай ырă канашсем паратчĕ, пурнăçри чăрмавсемпе йывăрлăхсене çĕнме пулăшатчĕ. Ăна район Совечĕн ĕçтăвкомне куçарсан пирĕн редакци коллективне Геннадий Алексеевич Уткин ертсе пычĕ. Эпир унпа Аслă Чурачăк вăтам шкулĕнче пĕр вăхăталла вĕреннĕ. Сăмах май каласан, редакцире эпир пĕр шкулта вĕреннисем тăваттăн ĕçлеттĕмĕр — Валерий Чубаев, Владимир Григорьев, Геннадий Уткин тата эпĕ.
Коллектив питĕ туслăччĕ. Апат вăхăтĕнче арçынсем картишĕнче волейболла вылятчĕç. Эпир шашкăпа доминона кăмăллаттăмăр. Çыхăну уйрăмĕн, линипе техника цехĕн ĕçченĕсемпе пĕрле районти культура çуртĕнче концертсем лартаттăмăр. Вăл вăхăтра кашни коллектив черетпе рапорт-отчетсем паратчĕ.
Иван Кузьмич Кузьмин — ял хуçалăх, Алексей Иванович Зайцев çырусен пайĕсене ертсе пыратчĕç. Иван Кузьмичăн сĕтел хушшинче ларнă чухне аллисем çыратчĕç, урисем ташлатчĕç. Юрласа, ташласа статья хыççăн статья калăплатчĕ. Вăл пьесăсем те хайлатчĕ. Вĕсенчен чи палли — «Сиккасси хĕрĕ». Комсомольски артисчĕсем çак спектакльпе Шупашкара та çитнĕ, ырă ят çĕнсе илнĕ. Алексей Иванович сăвăсем çыратчĕ. Кайрантарах пьесăсем çине те куçрĕ. Çак пьесăсем тăрăх лартнă спектакльсене республикăри театрсенче те кăтартнă.
Редакци коллективĕ пултаруллă журналистсемпе пуян пулнă. Çав шутра: Юрий Скворцов, Геннадий Максимов, Николай Скворцов, Николай Никифоров… Çавăн пекех Антонина Скворцова, Людмила Баринова корректорсем, Валентина Долгова, Валентина Тимофеева бухгалтерсем, Вера Воробьева машинистка, Мария Агафонова, Раиса Орлова тирпейлÿçĕсем, типографире ĕçленĕ Виталий Хораськин мастер, Зоя Буланкова, Нина Богатырева, Зинаида Пудовкина, Галина Ишмуратова, Ольга Николаева, Лариса Демина, Светлана Семенова типографи ĕçченĕсем, Слава Игнатьев, Илья Жуков, Владимир Жуков водительсем пирки нумай-нумай ырă сăмах каламалла. Кунта эпир пĕр çемье пек пурăннă. Савăнăçа та, хуйха-суйха та пĕрле пайланă.
Яваплă секретарь Владимир Давыдов манăн вĕрентекен, наставник пулнă. Унпа пĕрле кайнă командировкăсем, çырнă статьясем халĕ те куç умĕнчех. Владимир Васильевич тĕлĕнмелле пултаруллă çыравçăччĕ, сăвăсем, калавсем хайлатчĕ.
Çакна та каласа хăварас килет: шкулта вĕреннĕ чухне эпĕ чи малтан «Пионерская правда» хаçата çырнă. Эпĕ йывăр чирленĕ чухне те мана çак хаçат редакцийĕ пулăшрĕ, Кисловодскри «Смена» санаторире сывлăха çирĕплетме тÿлевсĕр путевкăпа тивĕçтерчĕ. Ку вăл хăй тепĕр истори.
Çапла хаçат манăн пурнăçра çав тери пысăк вырăн йышăннă, халĕ те вăл маншăн питĕ çывăх.

З.СОЛОВЬЕВА,
Раççей Журналисчĕсен союзĕн членĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *