Ялтах прививка тăваççĕ

Ялтах прививка тăваççĕ

Вакцинаци — коронавирусран сыхланма пулăшакан чи витĕмлĕ мел. Прививка туни организмăн хÿтĕлев механизмĕсене ĕçлеттерсе ярать, иммун тытăмне вăйлатать.
Хальхи вăхăтра Комсомольскинчи тĕп больницăра çеç мар, ялсенче те прививка тума пулать. Мобильлĕ вакцинаци пункчĕсем маларах çирĕплетнĕ график тăрăх тĕрлĕ ялсене тухса çÿреççĕ. Çапла вара прививка тăвас текенсем аякка каймасăрах коронавирусран вакцинациленеççĕ. Çакă питĕ меллĕ пулнине палăртаççĕ ял çыннисем. Паянхи куна районта пурĕ 5708 çын прививка тутарнă. Çывăх вăхăтра вĕсен йышĕ тата та ÿсессе шанатпăр.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *