Алли –ылтăн, кăмăлĕ – уçă

Авалтан çын хăй пурăнакан кил-çурта илемлĕрех те хăтлăрах тума тăрăшнă. Çавăнпа аллинчи пуртă выляса тăракан ăста платник яланах хисепре пулнă. Ăна инçетри ялсенче пурăнакансем те лайăх палланă. Хăть мĕнле япала ăсталанă чухне те маçтăр çыпăçулăх çинчен нихăçан та манмасть. Майне пĕлсе ĕçлекен пур ĕç патне те алли пыракан çын çинчен «ылтăн алăллă» теççĕ.
Пĕр кунхине эпĕ Çĕнĕ Шăхранта пурăнакан Петр Иванович Матросов патне çул тытрăм. Вăл — ăста платник. Пурнăçĕнче сахал мар çурт хăпартнă, йывăç чутласа хуçалăхра кирлĕ хатĕрсем те нумай тунă. Хăй çулĕсенчен самай çамрăк курăнакан 82 çулти ватă мана тĕпеле иртме тараватлăн чĕнчĕ. Тĕрлĕ лару-тăрупа пуян пурнăçĕ çинчен кĕскен каласа пачĕ вăл мана.
Калаçуран ватă çыннăн йăхĕ-тĕпĕ Хырай Ĕнелĕнчен пулнине пĕлтĕм. Ашшĕ-амăшĕсем колхозра ĕçленĕ. Çемьере тăватă пĕртăван — виçĕ ывăл та пĕр хĕр — çитĕннĕ.
Аслă Отечественнăй вăрçăран таврăнсан ашшĕ çурта пысăклатас тĕллев лартнă. Малтан ялти виçĕ арçын Патăрьел районĕнчи Люля поселокне ĕç шырама кайнă. Унта ытларах вырăс халăхĕ пурăннă. Колхоз председателĕ чăваш — ентешĕсене хапăлласах йышăннă. 1954 çулта ялтан сакăр çемье Люляна пурăнма куçса кайнă. Ун чухне Петр вунпиллĕкри каччă пулнă.
Çул çитсен çамрăка салтака илсе кайнă. Вăл пурĕ виçĕ çул та пилĕк уйăх службăра тăнă. Çулталăк иртсен киле отпуска янă ăна.
— Турă пÿрни хапха умне килет тени тĕрĕсех. Пулас мăшăрăмпа, Лизăпа, эпир сăнÿкерчĕк курса паллашнă. Хĕр хыççăн чупакансем ялта нумай пулнă. Анчах вăл пĕрне те килĕштермен. Икĕ çул пĕр-пĕрин патне çыру çÿретрĕмĕр. Салтакран таврăннă кунах вара Комсомольскинче пурăнакан тăванăмпа хĕр çураçма Çĕнĕ Шăхрана килтĕмĕр. Лизăпа амăшĕ иккĕн çеç пурăнатчĕç — пиччĕшĕ уйрăлса тухнăччĕ, ашшĕ Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçне хунă. Январĕн 23-мĕшĕнче туй кĕрлеттерсе пĕрлешрĕмĕр. Малтан пĕр çул Люляра пурăнтăмăр. Унтан Шăхрана куçрăмăр. Улăм витнĕ пÿрт çав тери пĕчĕккĕччĕ. Пуçанапа иксĕмĕр кашни çул пÿрт тăрри саплаттăмăр. 1962 çулта водителе вĕренме кайрăм. Алла водитель прави илсен колхоз председательне турттаракан çăмăл машинăна шанса пачĕç. Кайран пĕр вăхăт груз турттаракан машинăпа тăрăшрăм. Унтан платник ĕçне кĕрсе кайрăм. Ялтан иккĕн — Николай Чукмаревпа Комсомольскинчи коммуналлă хуçалăхра ĕçлерĕмĕр. Пирĕн ĕçе Василий Миронов бригадир йĕркелесе пыратчĕ. Сăмах май каласан, районти «Пучах» пионер лагере те эпир хăпартнă. Шел, хальхи вăхăтра вăл юхăнса ларать, — паллаштарчĕ хăйĕн пурнăçĕпе ватă çын.
Сăмах çумне сăмах… Пирĕн калаçу малалла тăсăлчĕ.
— Çемье хушăнса пынăçемĕн пÿрт лартас шухăш канăç памарĕ. Лизăпа канашларăмăр та, ялта йывăç пÿрт лартма шутларăмăр. Хальхи вăхăтра стройматериал ирĕккĕн. Укçу çеç пултăр. Вăл вăхăтра вара стройматериал илме ордер кирлĕччĕ. Малтан аттепе вăрман тесе чылай çĕре çитрĕмĕр. Çапла вара 1968 çулта тăватă çын пуçтарăнтăмăр та пĕр уйăхра пÿрт хăпартса лартса пурăнма кĕтĕмĕр. Малтан кăмака хутса ăшăнса пурăнтăмăр, — сăмах çăмхине сÿтнĕ май аса илчĕ Петр Иванович.
Паллах, картиш тулли выльăх-чĕрлĕхпе кайăк-кĕшĕк те усранă, пахча çимĕç те çитĕнтернĕ вĕсем. Мăшăрĕпе 6 ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă.
— Мăшăрăм, Елизавета Александровна, малтан колхозра ĕçлерĕ. Унтан мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех ялти медпунктра санитаркăра тăрăшрĕ. Виçĕ хĕрпе виçĕ ывăла тивĕçлĕ воспитани патăмăр.
Мăшăрăм пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайнă пулсан та эпĕ хама пĕччен туймастăп. Лизăпа иксĕмĕр мухтанмалăх ачасем çитĕнтерейнĕшĕн савăнатăп. Вĕсем мана тунсăхлама памаççĕ. Тăтăш килсех тăраççĕ, пулăшаççĕ. Акă нумаях пулмасть кĕрÿпе иксĕмĕр çĕрулми кăларма калаксем ăсталарăмăр. Ватă çыннăн пурнăçĕ каялла тенĕ пулсан та пурăнатпăр-ха, — калаçрĕ йывăç шăрши те сирĕлсе ĕлкĕреймен калаксене мана кăтартса 82 çулти маçтăр платник.
Калакĕсем вара чăннипех те чаплă — çĕрулми кăларма пикенсен ĕçлес килсе тăмалла.
С. ЕФИМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *