Воскресенье, 19 мая

Çĕнĕлĕхсемпе ĕçлени кирлĕ

Çитес вĕренӳ çулĕнче шкул сукмакĕпе утма пуçланăранпа 40 çул çитет. Çак тапхăрта эпĕ çĕршер ачана пĕлӳ парса пурнăç çулĕ çине тухма пулăшнă.

Сăнарлă искусство, ĕç урокĕсенче паянхи вĕренӳ технологийĕпе  анлăрах усă курма тăрăшатăп. Илемлĕх культури чун-чĕре, кăмăл-сипет пуянлăхĕпе  таччăн çыхăнса тăрать. Чун-чĕре хăвачĕ ачасен ăс-хакăлĕнче, кăмăлĕнче, шухăш-туйăмĕнче, психика тĕлĕшĕнчи пултарулăхĕнче  уççăн палăрать. Сăнарлă искусство  урокĕсенче пурнăçа тĕрĕс, уçăмлăн кăтартса пама пулать. Ачасене чун-хакăл культурипе тачă çыхăнтарни  вĕсенче чыслăха,  кăмăл-сипете, çĕршыва юратаслăха аталантарма пулăшать.  Тахçанах йăлана кĕнĕ вĕренӳ тата ăна çителĕксĕр йĕркелесе пыни вара  ачасен активлăхне ӳстерессинче сахал мар чăрмавсем кăларса тăратать. Кунта учительпе вĕренекен хушшинчи çыхăнура, вĕренӳпе воспитанире урăхларах утăмсем туни кирлĕ. Ачасене  хăйсем тĕллĕн ĕçлеме вĕрентмелле. Вĕсем шухăшлама, шутлама, иккĕленме (тавлашма та) пултарччăр. Кун пек чухне вара вĕренекен лару-тăрăва тĕрĕс хаклама майсем тупатех. Вĕренӳре палăрмаллах утăмсем тума пуçлатех, творчествăлла пултарулăхĕ ӳсет. Уроксене ирттерессине паянхи кун ыйтнă  шая çитерсен анчах çӳлерех асăннă  тĕллеве  пурнăçа кĕртме пулать. Сăмахран, учительпе  вĕренекен хушшинче пĕр-пĕрне ăнланассине  малти вырăна хумалла, вĕрентӳре  пĕр-пĕрне пулăшассине те айккине тăратса  хăвармалла мар. Унсăр пуçне, уроксенче ачасем хăйсем тĕллĕн ĕçлессинче творчествăлла хастарлăх кăтартчăр.  Тунă йăнăшсене (ун пекки те пулать) тупса палăртса, хăйсемех тӳрлетме  пултарни те вĕренӳ процесĕнче пысăк вырăн йышăнать. Паянхи технологисемпе усă курни уроксенче те,  уроксем хыççăн та ачасен вĕренес туртăмне  ӳстерме пулăшнине пĕр иккĕленмесĕр çирĕплетме пултаратăп. Çавăнпа  урок планне тивĕçлĕ шайра хатĕрлени, йĕркелени кирлех.

Ачасен сăнарлăхпа çыхăннă  пĕлĕвне ӳстерни çеç çителĕксĕр. Юратса,  пысăк тăрăшулăхпа, чуна парса тунă  ĕç  кăмăла çĕклет. Кашни ачан çавăн пек туртăм пурах. Вĕсем е чечек, е чĕр чун ӳкерме, е çутçанталăка сăнарлама килĕштереççĕ. Çавăнпа та урока ачасен тĕрлĕ енлĕ аталанăвне, пултарулăхне шута илсе йĕркелени кирлĕ.

Уроксенче ирттерекен «вăйăсем» активлăха çав тери хăвăрт ӳстерме пулăшаççĕ. Вăйă-уроксенче ачасем хаваслă, учитель панă заданисен тупсăмне  те часах тупса палăртаççĕ. Учительпе  ачасем хушшинчи çыхăну та çирĕпленет.

Паянхи вĕренӳ технологийĕсемпе уроксенче анлăрах усă курни ачасен творчествăлла пултарулăхне палăрмаллах ӳстерет тата ачасен вĕренĕвĕнче те лайăх кăтартусемпе çирĕпленет.

Сăнарлă искусствăн урокĕсем вĕренекенсен асĕнче паллă йĕр хăвармалла. Кунта вара урок темипе калаçни кăна мар, урокра иллюстраци материалĕсемпе тăрăшсах усă курни те  ачасен шухăш-туйăмне, ăс-хакăлне çивĕчлетет, нумайлăха асра хăварать.  Çак ĕçре компьютер техникипе пĕлсе  усă курни те урок темине тарăнрах уçса пама пулăшать. Çакна шута илсе, сăнарлă искусство урокĕсенче ачасем «çул-çӳреве» тухса живопись, архитектура, скульптура тĕнчисенче пулса курĕç, чи паллă маçтăрсемпе паллашĕç. Урокра компьютерпа усă курни вара  живописецсем, архитекторсем, скульпторсем мĕн калани урок темине пуянлатать, ачасем çапла майпа хушма пĕлӳ туянаççĕ. Кунта вара çакна шута илсе ĕçлемелле: компьютер учителе улăштараймасть, унăн урокри калаçăвне анлăлатать, пуянлатать кăна.

Ачасен пĕлĕвне, тавра-курăмне, тăрăшулăхне тишкерни акă мĕн кăтартса парать: талантлă, ăста алăллă, хăйсем тĕллĕн шухăшласа тарăн пĕтĕмлетӳсем тума пĕлекен ачасем сахал мар. Ашшĕ-амăшĕ те ачисене мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарса ӳстерме тăрăшни  уççăнах курăнать.

Сăнарлă искусство, черчени, рисовани, технологи предмечĕсене вĕрентекенсем кашни урок ачасен тавракурăмĕнче паллă йĕр хăвармасан, вĕренӳри çитменлĕхсен купи пысăклансах пыма пултарать. Çакна шута илсе, уроксене  ирттерессинче паянхи кун ыйтăвĕсене  татса парасси  вĕренӳре паллă вырăн йышăнмаллах.

Ф.ГАВРИЛОВ,

Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн сăнарлă искусство,

технологи предметне вĕрентекен.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *