Пятница, 26 апреля

Фельдшер – ялти хисеплĕ çын

<strong>Фельдшер – ялти хисепл</strong><strong>ĕ</strong><strong> çын</strong>

Ялти медицина ĕçченĕ яланах хисеплĕ çын шутланнă. Шурă халатлă ĕçчен кирек хăçан та пулăшасса пурте шанса тăраççĕ. Эмелпе çеç мар, ăшă сăмахпа та сиплекен фельдшер патне ял халăхĕ туртăнать, тав туса ырă сăмахсем калать. Шăпах çакăн пек ăшă кăмăллă фельдшер Нĕркеçри ФАП-ра вăй хурать.

В.В.Карпова 40 çул ĕнтĕ ял çыннисен сывлăхне сыхлать. Вăл Нĕркеç тата Янкасси ялĕсенче пурăнакансемпе ĕçлет. Валентина Васильевна сăнаса тăракан ялсенче пурĕ 528 çын, çав шутра 83 ача. Ялта пурăнакансем ун çинчен яланах ăшшăн калаçаççĕ, тимлĕ те тăрăшуллă пулнăшăн тав тăваççĕ.

Фельдшер ĕçĕ пĕрре те çăмăл мар. Валентина Васильевна чирлисене ФАП-ра йышăннисĕр пуçне килĕрен те çӳрет, ял халăхне эмелсемпе тивĕçтерет, кирлĕ чухне «васкавлă пулăшу» чĕнет. Хальхи демографи кăтартăвĕсем тăрăх, ялсенче аслă ӳсĕмри çынсем ытларах пурăнаççĕ. Фельдшер вĕсене пурне те, уйрăмах пĕччен пурăнакансене тата инвалидсене, тимлĕх уйăрма тăрăшать. Валентина Васильевнăн ĕçĕ пысăк яваплăхлă, унăн хăйне евĕр тĕрлĕ енлĕ специалист пулмалла. Сăмахран, ватăсен сывлăхне тĕрĕсленĕ чухне психолог пек пулса вĕсен пăшăрханăвĕсене итлемелле, сĕнӳ-канаш памалла.

«Валентина Васильевна — тарăн пĕлӳллĕ, анлă тавра курăмлă специалист. Унпа тĕрлĕ темăпа калаçма, сĕнӳсем ыйтма пулать. Кăнтăрла-и, çĕрле-и — пĕрре шăнкăравласанах çитме васкать. Пирĕн ялта медпункт тата çакăн пек лайăх фельдшер пуррипе эпир питĕ савăнатпăр. Ăна манран тата мăшăрăмран Викентий Ивановичран пысăк тав», — уçать шухăшне Нĕркеç ялĕнче пурăнакан Роза Гурьевна Герасимова.

Валентина Васильевна хăй çакăн пек йывăр та пĕр канăçсăр профессие суйласа илнĕшĕн халиччен пĕрре те ӳкĕнмен. Пачах тепĕр майлă: чун туртнă ĕçе суйланăшăн хăйне питĕ телейлĕ çын тесе шутлать. Тăрăшуллă ĕçчене районти тĕп больницăн, район администрацийĕн, Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствин Хисеп грамотисемпе пĕрре мар чысланă.

Пациентсене медицина пулăшăвĕ панисĕр пуçне, хĕрарăмăн  çемье çине те тимлĕх   уйăрмалла. Шăпах çемьере пире юратаççĕ, яланах кĕтеççĕ-çке. В.В.Карпован пурнăçĕнчи чи пĕлтерĕшлĕ çын — унăн мăшăрĕ Валерий Владимирович. Вĕсем пĕр-пĕрне мĕн ачаран пĕлеççĕ. Валентина Васильевна ăна салтакран та кĕтсе илнĕ, 1982 çулта вĕсем çемье чăмăртанă. Мăшăр хĕрпе ывăла пурнăç парнелесе пăхса ӳстернĕ.

Карповсен килĕнче илемлĕхпе хăтлăх, тирпейлĕх хуçаланаççĕ. Пӳрт умĕнче — Валентина Васильевна ăсталанă чечек клумбисем. Çуллахи вăхăтра вăл çырлана, кăмпана çӳреме юратать. Мăшăр картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк усрать.

Валентина Васильевна ĕçре — яваплă, тимлĕ те тăрăшуллă медицина ĕçченĕ, килĕнче вара — юратнă мăшăр, ырă кăмăллă анне, тарават асанне-кукамай.

Н.КАЛАШНИКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *