Вĕрентекен, яту сан сумлă!

Кашни ĕçех юратса,  чунтан парăнса пурнăçласан пирĕн пурнăç  аталанса çеç  пымалла. Ахальтен мар чăвашсем «Ĕç — пурнăç  илемĕ», —  теççĕ.  Пурнăç чăннипех те чаплă пултăр тесессĕн пур çыннăн та хăйне килĕшекен пĕр-пĕр професси суйласа илмелле.  Суйласа илни çеç  çителĕксĕр — çав ĕçре кăмăлтан тăрăшмалла, çитĕнӳсем тумалла, хăв телейне тупмалла.

«Ĕç  пурнăç тытать, ĕç телей кӳрет»,  тенĕ ваттисем. Паллах, кашни çыннăн  хăйĕн савăнăçĕ, хăйĕн телейĕ. Хăшĕ-пĕри ашшĕ-амăшĕн çулĕпе утать, теприсем тăванĕсем сĕннипе пĕр-пĕр ĕçе кĕрĕшеççĕ, виççĕмĕшĕсем çут çанталăк панине — таланта — тĕпе хураççĕ.  Хăв юратнă ĕçе пĕр кун хушшинче суйласа илме те май çук. Анчах ăна кăмăлласси пĕчĕкренех палăрать.

Паллах, пур професси те лайăх, пур професси те кирлĕ. Анчах та Турă пĕтĕм çынна пĕр пек пултарулăх памасть çав. Пурне те артист пулма пӳрмен,  ӳнерçĕ-художник пулма та, йывăçран каскаласа тĕрлĕ илемлĕ эрешсем тума та,  хитре кĕпесем çĕлеме те пурте пултараймаççĕ. Çавăнпа та çыннăн чун-чĕринче хăш туртăм-сисĕм ытларах вăй илет, кăмăлĕ хăш ĕç патне ытларах сулăнать — çавна суйласа илет те.

Раççейре 2023 çула вĕрентекенсене   халалланă. Кашни ăрăва, тĕнчери кашни çĕршыва, халăха, çынна пырса тивекен çавăн евĕр урăх професси те çук. Эпир профессипе кирек кам пулар — пирĕн вĕрентекен пулнă. Çавна май педагог профессине суйланă çынсен ĕç-хĕлне кашнинех курма, хамăра май хаклама пултаратпăр. Вĕсен йышĕнче хамăршăн чи хаклă сăнарсене ĕмĕр тăршшĕпе чĕрере упратпăр.

Пурнăçра хăй вырăнне тупнă çынсене эпир пысăка хурса хаклатпăр. Чунпа килĕштерсе суйласа илнĕ профессие алла илни çеç мар, çак ĕçре чылай çул вăй хурса чыс-хисеп çĕнсе илни — чăн-чăн телей,  савăнăçпа мăнаçлăх палли.

Шăпах çакăн пек çын тесе шутлатпăр  эпир Альбина Ивановна Копташкина пирки. Асанкасси вăтам шкулĕнче çамрăк ăрăва тарăн пĕлӳ парас тесе чылай çул тăрăшать вăл. Унăн ĕç пухмачĕ 50 çула яхăн. Пултаруллă,  ырă кăмăллă педагога шкул ачисемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ, ĕçтешĕсем питĕ хисеплеççĕ.

Математика вăл — наукăсен патши. Унăн кăткăс вăрттăнлăхĕсене пур вĕренекен патне те çитерес тесен нумай тар юхтармалла. Вĕрентекенĕн ăсталăхĕ, тавра курăмĕ, тыткаларăшĕ — пурте-пурте тивĕçлĕ шайра пулмалла. Паллах, çакна лайăх ăнланать А.И.Копташкина педагог, çавăнпа та унăн ĕçĕ-хĕлĕ кал-кал пырать.

Асанкасси ялне  вырăс хĕрĕ 1974 çулта, И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика институтне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн, направленипе ĕçлеме килнĕ. Вăл вăхăтра ку яла, асфальт çул пулманран, автобус та  çӳремен.  Çавăнпах çамрăк специалист тăван енне — Етĕрне тăрăхне — сайра хутра çеç кайса килме пултарнă. Хăйĕн вара виçĕ çул ĕçлесе татсанах кунтан каяс текен шухăш та пуçра пулнă.  Шкул çурчĕсем уйрăмшарăн тĕрлĕ вырăнта ларни, ачасен йышĕ классенче вăтăртан та иртни, учительсем çитменни сахал мар кăткăслăх кăларса тăратнă.

 Чипер те ăслă  ырă пикене вырăнти каччăсем куç хывмасăр тăма пултарайман. Альбинăн çамрăк чĕри вара Юрий Моисеевич Копташкин юратăвне хирĕç тăрайман. Кĕçех вĕсем мăшăрланса пурнăç  çулĕпе алла-аллăн тытăнса малалла утма пикеннĕ. «Ывăлпа хĕр çуралса   ӳснине те сиссе юлаймарăмăр», — теççĕ мăшăрсем. Вăхăт шыв сикки евĕр малаллах вирхĕнет иккен.

Юрий Моисеевич, шкулта вăй хураканскер, мăшăрне яланах пулăшса, хавхалантарса пырать. Тăрăшуллă çамрăк хĕрарăма 1982 çулта директорăн вĕренӳ енĕпе ĕçлекен çумĕ пулма   çирĕплетнĕ. Хăйне шанса панă тивĕçе Альбина Ивановна  тулли кăмăлпа пурнăçланă, ĕçтешĕсене яланах сĕнӳ-канаш пама тăрăшнă. Халĕ вăл чăвашла та аванах калаçма вĕренсе çитнĕ ĕнтĕ.

Пăхатăн та тĕлĕнетĕн — мĕн чухлĕ лăпкăлăх, ырăлăх хуçаланать унра! Вăл пахча ăсти те, хурт-хăмăр ĕçне те кăмăллать. Шкул пахчинче те,  ялти палăксем тавра та вăл çитĕнтернĕ чечек калчисемпе усă куратпăр.

Ăста вĕрентекенĕмĕртен, юлташăмăртан, ĕçтешĕмĕртен, наставникран вĕренмелли чăннипех те нумай. Хăйне тытма пĕлни,  кашни сăмаха шухăшласа калаçни, яланах пулăшма хатĕрри ыттисене те çапла пулма хистет. Хисеп хучĕсене нумай тивĕçни,  аслă категориллĕ вĕрентекен  ячĕ, «Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕренĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» паллă вăл чăннипех те пултаруллă вĕрентекен пулнине туллин  кăтартса параççĕ.

Малашне те сирĕн, Альбина Ивановна, хастарлăхăр ан чактăр, чир-чĕр мĕнне ан пĕлĕр — ыттисем вара хăйсемех пулаççĕ.  Хамăрăн хисеплĕ çыннăмăра юбилей ячĕпе чун-чĕререн саламласа çапла калатпăр: «Сирĕн çăлтăр тӳпере нихăçан ан сӳнтĕр. Хăвăр та çăлтăр евĕр çутатса, йăлтăртатса тăрăр».

Иринăпа Оксана Копташкинасем.

Асанкасси вăтам шкулĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *