Воскресенье, 19 мая

Çывăх çыннисемпе савăнать, алла балалайка тытать

Çывăх çыннисемпе савăнать, алла балалайка тытать

Этемлĕх аталанăвĕнче 90 çул кĕске самант анчах. Уйрăм çын пурнăçĕнче вара çак вăхăт пĕлтерĕшлĕ тапхăр:  ĕçĕ-хĕлĕ, çемье, халăх хушшинчи пурнăçĕ… Пурне те кĕскен каласа та пĕтереймĕн.

Тăхăрвунă çулхи юбилей тулли кĕрекере тăвансемпе, тус-йышпа, кӳршĕ-аршăпа пуçтарăнмалли сăлтав çеç мар, иртнине аса илмелли, пĕтĕмлетӳсем тумалли вăхăт та. Çĕнĕ Мăрат ялĕнче пурăнакан Ольга Ильинична Басникован вара аса илмелли, каласа памалли нумай. Вăл хăйĕн пĕтĕм ĕмĕрне ĕçре ирттернĕ. Мăшăрĕпе çурт-йĕр те çавăрнă, йывăç та лартса ӳстернĕ, ача-пăча çуратса çитĕнтернĕ, ĕмĕр тăшшĕпех ял хушшинче те, районта та хисепре пулнă.

Ольга Ильинична пирки эпĕ ăнсăртран сăмах пуçламарăм. Çак кунсенче вăл 90 çулхи юбилейне паллă тăвать. Нумаях пулмасть Басниковсем патне кĕрсе тухма тӳр килчĕ те, аслă ăрури çынпа калаçса ларма питĕ кăмăллă пулчĕ. Кашни сăмахĕ вырăнлă унăн, пурнăç тăршшăпе пуçтарăннă ăс-хакăлĕ тапса тăнăн туйăнать. Унăн чунĕнчи вăй-халĕнчен, шухăшлавĕпе тавракурăмĕнчен тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтĕм.

Ĕмĕр сакки сарлака, теççĕ те халăхра, Ольга Ильиничнăн пурнăçăн анлă сукмакĕ çинче хура-шурне те, йывăрлăхсене те курма тивнĕ, савăнмалли те, хурланмалли те пулнă. Хурнай ялĕнче çуралнă вăл. Мĕн пĕчĕкрен ĕç çумне çыпçăнса ӳснĕ. «Май килнĕ таран чирлĕ аннепе юнашар пулма тăрăшаттăм. Аттепе вăрмана вутă туртма   çӳреттĕм. Пĕчĕк пулсан та пулăшу пултăр тенĕ ĕнтĕ. Пĕррехинче вут тиенĕ çунашка пăр айне анса кайрĕ. Аттепе иксĕмĕр те йĕп-йĕпе, сиксе чĕтретпĕр», —  аса илсе каласа пачĕ вăл.

1943 çул ĕмĕрлĕхех куç умĕнче унăн. Çав  вăхăтра 10 çулхискер амăшĕсĕр тăрса юлать.  Ун хыççăн хĕр ачан пурнăçĕ татах та йывăрланать. Инкек çине синкек тенĕн, тепĕр тăватă çултан ашшĕ те пурнăçран уйрăлса каять. Хĕр хăр тăлăх тăрса юлать. Малашне мĕнле пурăнмалла? Мĕн тумалла? Çыхнă шăпăр хуçăлмасть, теççĕ. Çамрăкскере тăванĕсем,  кӳрши-арши пăрахман, ял-йыш та пулăшма тăрăшнă. Вĕсемпе пĕрле вăл пĕтĕм йывăрлăха чăтса ирттерме хăват çитернĕ. Куллен колхоз ĕçне хутшăннă% хирте çум çумланă, çурла тытса тырă  вырнă, кĕлте йăтнă…

Оля шкулта лайăх вĕренсе пынă, обществăлла ĕçсене те хастар хутшăннă. Ялти шкулта 7 класс пĕтернĕ хыççăн хĕр пĕлĕвне малалла ӳстерме шутлать. Вăл Патăрьелĕнчи пахчаçăсем ха- тĕрлекен шкулта икĕ çул вĕренет. Ăна ăнăçлă пĕтернĕ хыççăн яла таврăнать. Пултарулăхне кура çамрăка ялти культура çуртĕнче ĕçлеме чĕнеççĕ. Юрра-ташша юратаканскер кунта балалайкăпа выляма вĕренет, тĕрлĕ мероприяти йĕркелесе халăха савăнтарать.

Пурнăç малаллах шăвать. Шăпа Ольăна Хурнайне аппăшĕ патне салтак ачи чупма килнĕ Çĕнĕ Мăрат каччипе Григорий Басниковпа паллашма пӳрет. Вăл та тăлăх иккен. Икĕ çамрăк пĕр-пĕрне килĕштерсе пăрахать. Хĕр каччăна виçĕ çул салтакран килессе кĕтет. Йĕкĕт çартан таврăнсан нумаях та вăхăт иртмест,  Çĕнĕ Мăрат ялĕнче туй кĕрлет. Çакăнтан пуçласа вара Ольга Ильиничнăн пĕтĕм пурнăçĕ ку тăрăхпа çыхăннă. Пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе пурăнма пуçлать юратакан икĕ чĕре. Çапла ĕмĕр тăршшĕпех килĕшӳпе çураçулăх хуçаланнă Басниковсен çемйинче. Алла-аллăн, пĕр-пĕрне пулăшса пырса пурăннă Ольга Ильиничнăпа Григорий Васильевич. Вĕсем виçĕ ача çуратса ӳстерчĕç, тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларчĕç.

Ĕç тата çемье Басниковсен пурнăçĕнче тĕп вырăн йышăннă. Григорий Васильевич 32 çул «Заря» колхозра тĕп бухгалтерта ĕçлерĕ. Ольга Ильинична малтан Тукай ял Советĕнче, кайран, ялта перекет банкĕн филиалĕ уçăлсан, унта кассирта тăрăшрĕ. Пурнăç çулĕпе юнашар утакан мăшăр кирек ăçта та, кирек хăçан та пĕр-пĕрин тĕревĕ пулнă. Ялта вĕсем хăйсен ĕçченлĕхĕпе, тăрăшулăхĕ- пе, тирпейлĕхе юратнипе, ĕçе тĕплĕ тата вăхăтра пурнăçланипе палăрса тăнă.

Ĕçне кура хисепĕ, теççĕ. Мирлĕ ĕçре çĕнсе илнĕ Хисеп грамотисемпе Тав сăмахĕсем темĕн чухлех. Вĕсене çемье архивĕнче тирпейлĕ упраççĕ.

Басниковсем ĕçре çеç мар, юрă-ташăра та хастар. Ольга Ильинична ялти тата районти мероприятисене хастар хутшăнать. Район шайĕнче иртнĕ «Кил ăшши эс, асанне» конкурсра чи мала тухрĕ. Халĕ те О.Басникова ялти культура çурчĕ çумĕнчи «Шурăмпуç» халăх фольклор ушкăнне çӳрет, хăйĕн пултарулăхĕпе халăха савăнтарать.

Халĕ Ольга Ильинична ывăлĕн çемйипе пурăнать. Ун çине пăхсан 9 теçеткери хĕрарăм тесе калаймастăн та. Вăр-вар та маттур вăл. Басниковсен килĕнче яланхи пекех килĕшӳлĕх хуçаланать. Хурт-хăмăр тытаççĕ вĕсем, тĕрлĕ пахча-çимĕç, улма-çырла çитĕнтереççĕ, выльăх-чĕрлĕхĕ те йышлă. Шел, вунă çул каялла мăшăрĕ пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Ку  Ольга Ильиничнăшăн питĕ пысăк çухату пулчĕ.

Çулла Басниковсен кил-çурчĕ ача-пăча сассипе тулать. Çичĕ мăнукĕпе тăхăр мăнмăнукĕ ăна савăнăç кӳреççĕ. Кăмăлĕ уçăлса кайсан алла балалайка тытать асанне-кукамай.

«Ку таранччен тĕрĕс-тĕкел те сывлăхлă пурăннинче çумри çынсен тӳпи те пур тесе шутлатăп. Кин лайăх манăн, 40 çул шăкăл-шăкăл калаçса пурăнатпăр», —савăнса пĕлтерет ватă çын.

Ольга Ильинична 90 çул тултарнине паллă тума тулли кĕреке пуçтарăнать. Пурте ăна тав сăмахĕсем калĕç, саламлĕç. Вĕсен  çумне эпир те хутшăнса ырă кăмăллă хĕрарăма 100 çула çитме ырлăх-сывлăх сунатпăр.

Пурнăç сукмакĕ анлă, тумхахлă. Ун тăрăх çирĕппĕн пусса утнă  вăл, ĕçре, пурнăçра ырă ят çĕнсе илнĕ.

О.АНДРЕЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *