Воскресенье, 19 мая

Çĕнĕ çула  парне

Çĕнĕ Шăхран ялĕнче фельдшерпа акушер пункчĕн çĕнĕ çуртне уçни кунта пурăнакансемшĕн  Çĕнĕ çул парни вырăннех пулчĕ. Ăна строительсем кĕске вăхăтрах туса пĕтерсе хута яма пултарчĕç. Ял çыннисем ФАП пулмалли вырăна малтан тасатса хатĕрлесе хурас ĕçе хастар хутшăннине те палăртса хăвармалла.

Фельдшерпа акушер пунктне савăнăçлă лару-тăрура уçма ЧР сывлăх сыхлав министрĕн çумĕ С.И.Тоцкий, Комсомольски муниципаллă округ пуçлăхĕ А.Н. Осипов, муниципаллă округ депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ С.Н.Грачева, район больницин тĕп врачĕ И.И.Ефремова, Комсомольски муниципаллă округ депутачĕ В.Н.Кокарев, Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ М.А.Илларионова хутшăнчĕç.

Сăмах калакансем ялта паянхи кун ыйтăвне тивĕçтерекен, çĕнĕ йышши оборудовани вырнаçтарнă фельдшерпа акушер пункчĕ  пулни хăш-пĕр чирсене вырăнтах сиплеме май пулнине, халăх сывлăхне вăхăтра тĕрĕслеме, çынсене çийĕнчех медицина пулăшăвĕ пама май панине палăртрĕç. Ял халăхĕ вара çакна чылайранпа кĕтнĕ. Малашне ялти шурă халатлă ĕçченсем çынсене ăшă кăмăлпа кĕтсе илессе, вăхăтра тата пахалăхлă медицина пулăшăвĕ парасса шанса тăратпăр.

Пуçтарăннисене Комсомольски ял тăрăхĕнчи культура ĕçченĕсем хаваслă юрă-ташă парнелерĕç, Хĕл Мучипе Юрпике те Çĕнĕ çулпа саламларĕç.

Патшалăх ялсенче тĕрлĕ проектсемпе программăсене ĕçе кĕртни унта пурăнакансен чылай ыйтăвне татса пама пулăшнине палăртма кăмăллă.

Л.Тихонова,

 ялти ветерансен совечĕн председателĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *