Пятница, 26 апреля

Общество

Ĕç тупма пулать

Ĕç тупма пулать

Инвалидсене ĕçе вырнаçтарас енĕпе пирĕн республикăра чылай ĕç тăваççĕ. Сывлăх енчен хавшак ĕçсĕр çынсем "Работа в России" портал урлă та ĕç шырама пултараççĕ. Çак сайтра инвалидсен килтен тухмасăрах хăйсене тивĕçтерекен ĕç тупма май пур. Сайтра ĕçе вырнаçассипе çыхăннă информаци чылай. Унсăр пуçне РФ Пенси фончĕ паракан социаллă тÿлевсем çинчен те ăнлантарса панă.  

Пурăнма вăй-хал та, сывлăх та пултăр

Николай Константинович Скворцов Хирти Ĕнелте йышлă çемьере çуралнă. Çăкăр хакне аван пĕлсе ÿснĕ, ачаранах ĕç çумне çыпăçнă. Тĕрлĕ çĕрте ĕçленĕ — колхозра, çерем çĕрсем уçнă çĕрте... Комбайнпа тырă вырнă, вăрçă çулĕсенче çĕвĕ машинипе салтаксем валли галифе, тĕрлĕ япала çĕленĕ. Пур çĕрте те хастарлăхпа, тăрăшулăхпа палăрнă. Хăй тĕллĕн купăс калама, сăнÿкерчĕксем тума вĕреннĕ. Чылай çул район хаçачĕн редакцийĕнче фотокорреспондентра ĕçленĕ. Тивĕçлĕ канăва тухнăранпа Луцки чиркĕвĕнче тăрăшать. Мăшăрĕпе Вера Николаевнăпа вĕсем 5 ача çуратса ÿстернĕ. Шел пулин те, ывăлĕ Петя çарта службăра тăнă чухне йывăр чирлесе вилнĕ. Паллах, çакă Скворцовсемшĕн калама çук пысăк çухату пулнă. Темĕнле йывăр пулсан та вĕсем малаллах талпăннă, ытти ачисене тивĕçлĕ пĕлÿ тата воспитани панă. Вĕсем пурте аслă тат
Тÿрĕ çыхăнăва 90 ыйтупа тухнă

Тÿрĕ çыхăнăва 90 ыйтупа тухнă

Чăваш Республикин ĕç тăвакан влаç органĕсем "тÿрĕ лини" йĕркелессине йăлана кĕртеççĕ. Ноябрĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов республикăра пурăнакансен ыйтăвĕсем çине хуравланă. Пурĕ 90 ыйту йышăннă. Чăваш Енре пурăнакансене ытларах эмелпе тивĕçтересси, медицинăра тухтăрсем çитменни, больницăсенче юсав ĕçĕсем ирттересси кăсăклантарнă. Çавăн пекех водительсен медтĕрĕслев хакĕ ÿсес ыйтупа та шăнкăравсем пулнă. Çак улшăнусем халех пулмаççĕ тесе пĕлтернĕ Владимир Викторов. Çавăн пекех министр тÿрĕ лини йĕркелени ял çыннисен кашни ыйтăвне шута илме май панине палăртса хăварнă. Çитес тÿрĕ çыхăну Чăваш Республикин культура министрĕпе Константин Яковлевпа ноябрĕн 28-мĕшĕнче иртет.  

Фитнес аннепе пĕрле

Ноябрĕн 22-мĕшĕнче "Радуга" ача садĕнче Анне кунне халалланă "Фитнес аннепе пĕрле" район фестивалĕ иртнĕ. Ăна физкультурăпа спорта аталантарас, шкул çулне çитменнисен хушшинче сывă пурнăç йĕркине сарас, ачасене фитнес-аэробикăпа интереслентерес тĕллевпе йĕркеленĕ. "Рябинушка" ача садне çÿрекен 5—7 çулти шăпăрлансем хăйсен амăшĕсемпе пĕрле фестивале хутшăнса "Аэробика"  дисциплинăра 1-мĕш вырăна тухнă. Мероприятие йĕркелесе ирттерекенсене — М.С.Долговăна, В.Г.Макаровăна, ачасен ашшĕ-амăшне чĕререн тав тăватпăр, Анне кунĕ ячĕпе саламлатпăр. Г.ТУКАЕВА, Г.ИЛЬЯСОВА, "Рябинушка" ача сачĕ.  
Тĕлпулусенче сÿтсе явмалли пурах

Тĕлпулусенче сÿтсе явмалли пурах

Информаци кунне район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — капиталлă строительство, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Александр Краснов, район прокурорĕ Олег Васильев, Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Мария Илларионова, районти надзорпа профилактика ĕçĕн уйрăмĕн начальникĕ Владимир Давыдов, Комсомольскинчи "Вознесения Господня" чиркĕвĕн настоятелĕ Александр атте хутшăнчĕç. Комсомольски ял тăрăхĕнче пурăнакансемпе тĕл пулса палăртнă темăсене сÿтсе яврĕç. Çак кун Комсомольски ял тăрăхĕн администрацийĕнче профилактика канашĕн ларăвĕ иртнĕ май иформаци кунĕн членĕсем депутатсемпе, йĕркене пăсакансемпе тĕл пулчĕç. Чăннипех те, йĕркене пăсакансем, саккуна пăхăнман çынсем пирĕн хушăра сахал мар иккен. Профилактика канашне 20 яхăн çынна чĕннĕ, вĕсен кашнин хăйĕн шăпи. Апла пулин те чылай т

Хĕрарăм – кил ăшши ялан

Анне... Çак асамлă сăмахра мĕн чухлĕ ачашлăх, лăпкăлăх, илемлĕх. Анне — ачасен тĕрекĕ, ăна никампа та ылмаштараймăн. Анне... Ачан пĕрремĕш сăмахĕ. Çак сăмаха пин-пин чĕлхепе калаççĕ, çапах та унран çепĕçреххи çук. Вăл пире пурнăç парнелет, ăса вĕрентет, мĕн пĕчĕкренех хăйĕн ăшшипе юратăвне парса ÿстерет, тĕрĕс çул çине тăратма ăнтăлать, йывăрлăхра пулăшать. Анне — ачисен умĕнче читлĕхри кайăк пек, ачан мĕн те пулин ыратать пулсан, аннен — чĕри. Аннесем тутлă пĕçереççĕ, тирпей-илем кÿреççĕ, пурне те хăйсен юратăвĕпе ăшăтаççĕ. Мĕн тери телей вăл — çĕр çинче анне пурăнни. Анне вăл — пурнăç тыткăчи, хăвачĕ, йăх-тымарне тăсаканĕ, çемье ăшшине упраканĕ. Çакăн пек сăпайлă та ĕçчен çын вăл — Хурнай ялĕнче пурăнакан Раиса Михайловна Гладкина. Вăл Елчĕк районĕнчи Курнавăш ялĕнче, 1963 çулхи ноябрĕн

Эпĕ телейлĕ

Кирек камшăн та аннерен хакли никам та çук. Чăвашсен йышĕнче хĕрарăм яланах пысăк вырăнта пулнă. Нумай юмах "Пурăннă тет карчăкпа старик..." тесе пуçланать. Хĕрарăм сăнарĕ тÿрех куç умне тухать. Тукай ялĕнче пурăнакан пилĕк ача амăшĕ — Валентина Печникова — ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче. Валентина Владимировнан çемйи çинчен тĕплĕнрех çырас пулсассăн чăн-чăн роман шăрçалама пулать. Тĕлĕнсе каймалла çынсем çитĕннĕ ял вĕçнерех вырнаçнă çуртра. Тĕслĕхрен, унăн хунямăшĕ Варвара Константиновна Печникова — РСФСР тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, хĕрĕ Светлана Владимировна — Чăваш Республикин Культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Валентина Владимировнăпа Владимир Георгиевич 5 ачана тĕрĕс воспитани парса çĕр-шыва юрăхлă çынсем çитĕнтернĕ. Шел, мăшăрĕ вилни 11 çул çитнĕ. — Мăшăра юратса качча кайрăм. Виçĕ кил урлă кăна
Унăн пуянлăхĕ –ачисем

Унăн пуянлăхĕ –ачисем

"Аннесем тÿмесем пекех, вĕсем çинче йăлтах тытăнса тăрать", — теççĕ. Чăнах та ĕнтĕ, çемьери пурнăç чылай чухне хĕрарăм çинче тытăнса тăрать. Вăл апат пĕçерет, кил-çурта тирпейлет, мăшăрне ăшă сăмахпа хавхалантарса çитĕнÿсем тума çунат хушать, куллен ĕçе çÿресе хисепе тивĕçет. Хĕрарăмăн тĕп тивĕçĕ вара — анне пуласси, пепкисене кун çути парнелесе пурнăç çулĕ çине кăларасси. Çĕнĕ Сĕнтĕр ялĕнче пурăнакан Зоя Тимофеева мăшăрĕпе 5 ача çуратса пурне те тĕрĕс-тĕкел çитĕнтернĕ, пĕлÿ илме пулăшса ура çине тăратнă. Ачисем çинчен каласа пама ыйтсан унăн сăн-пичĕ тÿрех ăшă йăл кулăпа çуталать. Вĕсенчен кашниех çитĕнсе ача-пăчаллă, хăшĕсем мăнуклă та пулнă, апла пулин те амăшĕшĕн вĕсем халĕ те ачасем. Халĕ те амăшĕн чĕри кашни ачишĕн пăшăрханать, кашнинех телейлĕ тума ăнтăлать. — Ачамсем пурте питĕ м
Халăх театрне юратмалла, унпа пурăнмалла

Халăх театрне юратмалла, унпа пурăнмалла

Театр — мĕн чухлĕ асамлăх санра; Кунта артистсемпе пĕрле савăнатăн, кулатăн, куççульленетĕн. Валентина Харитоновна Зайцева ячĕпе хисепленекен районти халăх театрĕ хăйĕн ырă, сумлă ятне çухатман. Халăх театрĕ кăçал хăйĕн 50 çулхи юбилейне паллă тăвать. Вăл, унчченхи пекех, куракансене çĕнĕ спектакльсемпе савăнтарма тăрăшать. Историе аса илес пулсассăн, Валентина Зайцева пуçарнă драма коллективĕ 1967 çулта чăмăртаннă. Халăх патне кăларнă пысăк ĕç — Федор Павловăн "Ялта" драми. Ун хыççăн пуçаруллă ертÿçĕ Мария Ухсайăн "Çу, çумăр, çу!" пьесине сцена çине кăларнă. Каярахпа вара пултаруллă коллектив Петр Осиповăн "Айдар" драмине куракансем патне çитернĕ. Рольсене выляма Анатолий Агафонова, Александр Долгова, Елена Марковăна, Игорь Кокшина, Петр Матросова, Анатолий Совина, Марс Орлова, Герольд
Влаç органĕсем хурав параççĕ

Влаç органĕсем хурав параççĕ

Тÿрĕ линисем урлă влаç органĕсем халăхпа уçă диалог йĕркелеççĕ, çынсене пăшăрхантаракан ыйтусене сÿтсе явса татса пама тăрăшаççĕ. Çак мелпе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев анлăн усă курать. Нумаях пулмасть çеç вăл "Чăваш наци телевиденийĕ" урлă тÿрĕ эфирта ыйтусем çине хуравланăччĕ. Çывăх вăхăтра министерствăсемпе ведомствăсен ертÿçисем те онлайн мелпе граждансен ыйтăвĕсем çине хурав пама пикенĕç. ЧР исполнительлĕ влаç органĕсем тÿрĕ линисем урлă çĕнĕрен ĕçлеме пуçлаççĕ. Ноябрĕн 21-мĕшĕнче ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерстви халăхпа çыхăнăва тухать. Ноябрĕн 28-мĕшĕнче ЧР Культура, национальноç ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви, декабрĕн 5-мĕшĕнче Ĕç тата социаллă хÿтлĕх министерстви, декабрĕн 19-мĕшĕнче Физкультурăпа спорт министерстви граждансен ыйтăвĕсем çине хуравлĕç. Пур тÿрĕ линине т