Хĕрарăм – кил ăшши ялан

Анне… Çак асамлă сăмахра мĕн чухлĕ ачашлăх, лăпкăлăх, илемлĕх. Анне — ачасен тĕрекĕ, ăна никампа та ылмаштараймăн. Анне… Ачан пĕрремĕш сăмахĕ. Çак сăмаха пин-пин чĕлхепе калаççĕ, çапах та унран çепĕçреххи çук. Вăл пире пурнăç парнелет, ăса вĕрентет, мĕн пĕчĕкренех хăйĕн ăшшипе юратăвне парса ÿстерет, тĕрĕс çул çине тăратма ăнтăлать, йывăрлăхра пулăшать. Анне — ачисен умĕнче читлĕхри кайăк пек, ачан мĕн те пулин ыратать пулсан, аннен — чĕри. Аннесем тутлă пĕçереççĕ, тирпей-илем кÿреççĕ, пурне те хăйсен юратăвĕпе ăшăтаççĕ. Мĕн тери телей вăл — çĕр çинче анне пурăнни.
Анне вăл — пурнăç тыткăчи, хăвачĕ, йăх-тымарне тăсаканĕ, çемье ăшшине упраканĕ. Çакăн пек сăпайлă та ĕçчен çын вăл — Хурнай ялĕнче пурăнакан Раиса Михайловна Гладкина. Вăл Елчĕк районĕнчи Курнавăш ялĕнче, 1963 çулхи ноябрĕн 20-мĕшĕнче, Валентинăпа Михаил Астрахановсен çемйинче çут тĕнчене килнĕ. Вĕсем çичĕ ачана кун çути парнеленĕ. Ашшĕ Михаил Витальевич ĕмĕрĕпех колхозра комбайнерта ĕçленĕ, амăшĕ Валентина Тихоновна пахча çимĕç ÿстерекен бригадăра тăрăшнă. Рая амăшĕпе пĕрле севок, сухан, кишĕр çумлама çÿренĕ.
— Урамра ытти ачасем пек эпĕ пит выляса-чупса çÿремен. 13 çулта ман ĕç стажĕ пуçланнă. Мĕн ачаранах анне алсиш-нуски çыхма, тĕрлеме, кил-çуртра тирпейлеме вĕрентнĕ. «Кам атте-аннене ырă сунать, ывăл-хĕр уссине хăй курать»,— тетчĕ анне мана ăс парса, — аса илет хĕрарăм иртнĕ ачалăх кунĕсене.
Ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕ чăнах та, вутра та çунмасть, шывра та путмасть. Ача чухне хĕрача шкулта ирттерекен тĕрлĕрен мероприятисене хутшăннă. Вăл питĕ юрлама, ташлама юратнă. Ÿссе çитсен артистка пулас ĕмĕтпе пурăннă. Анчах та вунă класс пĕтернĕ хыççăн Рая чирлесе ÿкнĕ. Канашри больницăра сипленнĕ чухне тĕл пулать те хĕр хăйĕн шăпине. Хурнай каччи Александр Гладкин Курнавăш пикине часах хăйĕн мăшăрĕ пулма суйланă. Çемьене çĕнĕ кайăк вĕçсе килнĕ. Саша аслă ывăл пулнăран вĕсем уйрăм çурт илсе уйрăлса тухнă.
Малтанхи вăхăтра Рая «Восток» колхоз уй-хирĕнче вак-тĕвек ĕçсем тунă çĕрте тăрăшнă. Çынсемпе тан çĕрулми, кăшман тата ытти пахча çимĕç пайĕсем çинче ĕçленĕ.
Гладкинсем пурнăçра пурлăха пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн пуçтарнă. Выльăх-чĕрлĕх усраса, вĕсене сутса тупăш тунă, ал-урана çавăрттарнă. Вĕсем кирпĕчрен çĕнĕ капмар çурт купаласа лартма вăй çитернĕ.
Ачисем кăштах аталансан Рая фермăна пушмак пăрусем пăхма вырнаçнă. Ирхине 4 сехетре ура çинче пулнă хĕрарăм. Ĕçе кайиччен выльăх-чĕрлĕхне пăхнă, ачасем валли апат-çимĕçне хатĕрленĕ, вĕсен шкулти ĕçĕсене те тĕрĕслесе илме ĕлкĕрнĕ. Çу кунĕсем çитсен пахча çимĕçне лартнă, çумне те çумланă, уй-хирти ĕçсене те ĕçленĕ, вăрмантан çырли-кăмпине те пуçтарма ĕлкĕрнĕ. Хуçалăхра пушмак пăрусен каяшне пайтах тасатнă вăл, 40—45 килограмлă çăнăх миххисене сахал мар йăтнă, лаша лавĕ çине сенаж е утă чылай тиенĕ. Чăнах та, пĕрре те çăмăл мар фермăри ĕç.
— Çирĕм çул хушши юратса утатăп хамăн ĕçе. Выльăхсемпе эпĕ калаçса ĕçлетĕп, ачашлама та манмастăп, хăш чухне вăрçса та илетĕп, — терĕ Раиса Михайловна сăмах çăмхине тăснă май.
«Ĕçне кура — хисепĕ», — тенĕ. 34 çул «Восток» колхозра вăй хурать Раиса Михайловна. Ĕçе тăрăшса та юратса ĕçленин унăн сая кайман. Вăл хăйĕн ĕçне пĕлсе ĕçленĕшĕн, нумай çул пушмак пăрусене ÿстернĕшĕн, агропромышленность комплексĕ шайĕнчи Хисеп, Тав хучĕсене тивĕç пулнă.
Раисăпа Александр Гладкинсем виçĕ хĕрпе пĕр ывăла çут тĕнче парнеленĕ. Ачисене вĕ-рентсе, воспитани парса пурнăç çулĕ çине тăратнă. Аслă хĕрĕ Алена Канаш хулинчи медицина училищинчен вĕренсе тухнă. Паянхи кун Комсомольски тĕп больницин Кĕçĕн Каçалти офисĕнче медсестрара тăрăшать. Татьяна — повар-кондитер ĕçне алла илнĕ, Çĕнĕ Шупашкарта садикре ачасене пăхать. Ирина — Шупашкарти çыхăну техникумне вĕренсе пĕтернĕ, сутуçăра тăрăшать. Андрей ывăлĕ — Канаш хулинче автомеханика вĕреннĕ, Мускав хулине ĕçлеме çÿрет. Ачисем — çемьеленнĕ.
Анчах, пурнăç темле тикĕс пырсан та, такăнмалли тупăнатех. Икĕ çул каялла Райăн мăшăрĕ Саша ĕмĕрлĕхех куçне хупрĕ. 34 çул килĕштерсе пурăннă хыççăн, çакă çемьешĕн питĕ пысăк çухату пулчĕ.
Раиса Михайловна халĕ пĕчченех пурăнать. Килĕнче яланах тирпей-илем хуçаланать. Пахчинче мĕн тĕрлĕ чечек ÿсмест-ши; Çуртне кĕрсен вара тĕрленĕ çеçкесем куçа илĕртеççĕ.
Хуçалăха çирĕп тытса пырать хĕрарăм. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усрать. Кил-тĕрĕшри вак-тĕвек ĕçсене тума ачисем çемйисемпе килсе пулăшаççĕ. Рая 9 мăнукпа пуян.
«Ĕçчен çынна ял савать», — тенĕ. Чăнахах та, ĕçчен те пултаруллă хĕрарăм, ял хушшинче хисеплĕ çын вăл Раиса Михайловна. Тивĕçлĕ канăва кайнă пулсан та, паянхи кун та ĕç сукмакне такăрлатать. Çак ĕçчен те тирпейлĕ хĕрарăма манăн ĕç сукмакне кăна мар, пурнăç çулне те сывлăхпа пĕр такăнмасăр утса тухма сунас килет.

Н.ЕРШОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *