Понедельник, 6 мая

Общество

Лару иртнĕ

Лару иртнĕ

Ноябрĕн 27-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче Чăваш Республикинче коррупципе кĕрешес ĕçе йĕркелекен комиссин ларăвĕ иртнĕ. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхĕн субъекчĕсене патшалăх пулăшăвĕ кÿнĕ чухне коррупци сĕмĕллĕ преступленисене асăрхаттарас, тупса палăртас тата пĕтерес тĕлĕшпе мĕнле мерăсем йышăнаççĕ? Çакăн пирки ларура ЧР экономика аталанăвĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Инна Антонова каласа кăтартнă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх — хальхи вăхăтра предпринимательсене патшалăх тĕрлĕ енлĕ пулăшу кÿрет, çав шутра субсиди парса та. Финанс пулăшăвне тивĕçнисен ку укçа-тенкĕпе тĕллевлĕ усă курмалла, çакăн пирки отчет памалла. Субсидипе килĕшÿре палăртнă тĕллевсемпе усă курмасан ăна каялла тавăрса пама тивет. Михаил Игнатьев патшалăх пулăшăвне тивĕçекен предпринимательсен хăйсем çине илекен обязат
Ыйту пур-и?

Ыйту пур-и?

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев халăхпа яланах уççăн калаçать. Вăл республикăра пурăнакансен шухăш-кăмăлне пĕлме, капланнă ыйтăвĕсене татса парас тĕллевпе журналистсене пресс-конференцие пуçтарать, Чăваш наци телекуравĕн эфирĕнче «тÿрĕ лини» ирттерет. Кунашкал форматлă тĕлпулусем малашне те йĕркеленĕç. Çавна май Михаил Игнатьева памалли ыйтусене вулакансем «Хыпар» хаçат редакцине те ярса пама пултараççĕ. Адресĕ: Шупашкар хули, И.Яковлев проспекчĕ, 13-мĕш çурт. Электронлă почта: hypar1@mail.ru. Ыйтса пĕлмелли телефон: 8-967-470-65-35.  
Тирпей-илем кĕртме 165 млрд уйăрма йышăннă

Тирпей-илем кĕртме 165 млрд уйăрма йышăннă

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енре пурăнакансен пурнăç условийĕсен шайне ÿстерессипе хушма мерăсем йышăнасси пирки калакан Указа алă пусса çирĕплетнĕ. Указ пурăнмалли çурт-йĕрпе хула хутлăхне аталантармалли нацпроекта пурнăçлассипе çыхăннă. Документпа килĕшÿллĕн ял-хула урамĕсене тирпейлесси, нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсене хăтлăлатасси республика аталанăвĕн тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри пулса тăраççĕ. Республика бюджечĕсĕр пуçне муниципалитетсен те çак ĕç валли укçа уйăрассине палăртмалла, ку енĕпе граждансен, предпринимательсен укçине явăçтарассине тивĕçтермелле. Указ пурĕ Чăваш Республикинчи 119 ял поселенийĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсен, урамсен таврашĕнчи 1200 ытла объекта тирпейлеме витĕм кÿрĕ. Вăл ĕçсене пурнăçа кĕртсе пыма республика хыснинче пурĕ 1,5 млрд тенкĕ уйăрма пăх

Николай Галкин: «Журналистика — професси çеç мар, вăл — чун туртăмĕ»

Хаçатăн паянхи хăнипе паллаштарма та кирлĕ мар пуль тесе шутлатăп: Комсомольски ялĕнчен тухнă Николай Галкин — республикăри паллă журналист, пичет ĕçне йĕркелекенĕ. Вăл Комсомольскинче вăтам шкул пĕтернĕ, унтан Шупашкарта аслă пĕлÿ илнĕ. Унтанпа вăл Чăваш Енри массăллă информаци хатĕрĕсен ертÿçинче тата организаторĕнче вăй хурать. Вăл тăрăшнипех темиçе хаçат пинлĕ тиражĕсене каялла тавăрма пултарнă. Пĕрле ĕçлекенсем унра тĕп редактор таланчĕпе çине тăма пĕлни çителĕклех пуррине палăртаççĕ. Николай Галкин — Раççей Журналисчĕсен союзĕн членĕ, ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, Раççей тата республика шайĕнчи журналистсен конкурсĕсен çĕнтерÿçи. — Николай Александрович, 50 çул каялла, 1969 çулхи ноябрĕн 18-мĕшĕнче пирĕн район хаçатĕнче, ун чухне вăл "Октябрь ялавĕ" ятпа тухса тăнă, Сирĕн пĕррем

Вашават та харсăр кинемей

Пурнăç урапи кăлтăртатса кусса пынă май сиссе те юлаймастăн: çул хыççăн çул шуса иртет. Çак кунсенче Хирти Мăнтăр ялĕнче пурăнакан Валентина Кондратьева 80 çул тултарать. Вашават та харсăрскерне сакăр теçетке çула хыçа хăварнă тесе кам калать? Вăл ĕçченлĕхĕпе, вăр-варлăхĕпе чăннипех те тĕлĕнтерет. Валя 1939 çулта Елчĕк районне кĕрекен Çуткÿл ялĕнче кун çути курнă. Аслă Отечественнăй вăрçă пуçлансан унăн ашшĕне Иван Андреевича вăрçа илсе кайнă. Çак хăрушă вăрçа мĕн пуçламăшĕнчен вĕçне çитичченех утса тухма тивнĕ унăн, Берлин таранах çитнĕ вăл. Вăрçăран таврăнсан арманçăра ĕçлеме пикеннĕ. — Аттен вăрçăри суранĕсем канăç памастчĕç. Ăшĕнче снаряд ванчăкĕсем пурччĕ, алли те аманса кукăрăлнăччĕ. Апла пулин те, йышлă çемьене тăрантарас тесе ырми-канми ĕçлетчĕ. Çĕрле те çăнăх авăртма каятчĕ. Çав
Аннесене саламларăмăр

Аннесене саламларăмăр

Анне — кашни ачан пĕрремĕш сăмахĕ. Аннерен çепĕççи, илемли кам пур-ши çĕр çинче? Вăл пире пурнăç парать, лăпка-лăпка ÿстерет, ăса вĕрентет, пурнăç çулĕ çине кăларать. Анне пире мĕнпур йывăрлăха чăтма, çĕршыва чунтан юратма вĕрентет. Ноябрĕн 24-мĕшĕнче Çĕнĕ Шăхран клубне ял çыннисем Анне кунне уявлама пуçтарăнчĕç. Кунĕ те аннесен ăшă та ачаш кăмăлĕ пекех хитре те хĕвеллĕ пулчĕ. Ялта пурăнакансем килте ларса сенкер экран çинчи чаплă артистсене курма çеç мар, вырăнти артистсен пултарулăхĕпе киленме те яланах хавас. Чи малтанах Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче ăс пухакан хĕрачасем — Машăпа Яна Тихоновасем, София Карсакова, Аня Звездова юрă-ташăпа савăнтарчĕç, амăшĕсене хăйсен аллисемпе ăсталанă парнесем пачĕç. Малалла сцена çине ялти ветеран-пенсионерсем тухрĕç. Хитре чăваш тумĕсем тăхăннă
Изменения в порядке предоставления отчетности

Изменения в порядке предоставления отчетности

Начиная с бухгалтерской /финансовой/ отчетности за 2019 год, вступают в силу изменения, установленные двумя Федеральными законами от 28 ноября 2018 года: № 444-ФЗ "О внесении изменений в Федеральный закон "О бухгалтерском учете" и № 447-ФЗ "О внесении изменений в статью 23 части первой Налогового кодекса Российской Федерации". В чем заключаются грядущие изменения; Во-первых, уточнен порядок признания бухгалтерской отчетности составленной. По новому порядку бухгалтерская ?финансовая/ отчетность считается составленной после подписания руководителем организации: 1/ экземпляра бухгалтерской отчетности на бумажном носителе — в случае, когда бухгалтерская отчетность организации составлена на бумажном носителе; 2/ экземпляра бухгалтерской отчетности, составленной в виде электронного документа,

Чи хаклă çын эс тĕнчере – анне

Кашни çыншăнах анне вăл — чи çывăххи, чи юратни. Çавăнпах пулĕ Анне кунне эпир чылай малтан кĕтме пуçлатпăр, хаклă çыннăмăрсене ăшă сăмахпа, кăмăллă парнепе савăнтарма васкатпăр, вĕсене чĕререн тав туса ырлăх-сывлăхлă пулма сунатпăр. Ноябрĕн 22-мĕшĕнче районти тĕп библиотекăра та Анне кунне халалласа савăнăçлă уяв йĕркелерĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — капиталлă строительство, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Александр Краснов пурне те çак уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕ, çирĕп сывлăхлă пулма, ачасенчен пархатар курма сунчĕ. Савăнăçлă лару-тăрура Хирти Выçли ялĕнче пурăнакан Зайцевсен тата Комсомольскинче пурăнакан Маринсен çемйисене нумай ачаллă пулнине ĕнентерекен удостоверени пачĕç. Çавăн пекех районти социаллă хÿтлĕх пайĕн специалисчĕ Екатерина Челакова, социаллă с

«Яблочный» сĕткен – чи тутли

Ноябрь уйăхĕнче Пахалăхăн пĕтĕм тĕнчери кунне уявлаççĕ. Ăна пĕрремĕш хут 1989 çулта паллă тунă. Çак кунсенче вара Шупашкарта регионсен хушшинчи XV "Ăнăçлă бизнесăн стратегийĕ тата практики" форум иртнĕ. Унта тĕрлĕ предприяти-организаци ертÿçисем, бизнесменсем, влаç органĕсен представителĕсем хутшăннă. "Предприятисемпе организацисене тата бизнеса ертсе пынин пахалăхĕнчен, производство пахалăхĕнчен нумай чухне халăхăн пурнăçне лайăхлатасси те килет, çакă пирĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри пулса тăрать", — тенĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев форумра. Мероприятире "Чăваш Республикин Пуçлăхĕн социаллă яваплăх енĕпе паракан премийĕ" тата "Чăваш Республикин пахалăх марки" республика конкурсĕсен, Пĕтĕм Раççейри "Раççейĕн чи лайăх 100 таварĕ" программа-конкурсăн ларуреачĕсене чысланă. Çак йыш

Аннесен ячĕпе – пысăк уяв

Ноябрĕн 22-мĕшĕнче Шупашкар хулинчи Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Анне кунне халалласа савăнăçлă мероприяти иртнĕ. Уява республикăри Хĕрарăмсен союзĕн, Ашшĕсен канашĕн членĕсем, республикăри муниципалитетсенчи пĕрлешÿсен хастарĕсем тата ача-пăчана тĕрĕс-тĕкел ура çине тăратса воспитани парас ĕçре тăрăшакансем хутшăннă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев амăшĕсене çăмăлах мар ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн мухтаса тав тунă. "Çак чуна хумхантаракан уяв çепĕçлĕхпе тата ăшă туйăмлăхпа палăрса тăрать. Пиртен кашниех аннен хаклă та çутă сăнарне мĕн пĕчĕкрен хăйĕн чĕринче упрать. Анне пире яланах ăнланать, каçарать, ачашлать, шеллет тата ниме пăхмасăр пĕтĕм чунтан юратать", — тенĕ вăл саламласа. Уявра яланхиллех хисепе тивĕç нисене наградăсем парса хавхалантарнă, виçĕ çемьен