Тÿрĕ çыхăнăва 90 ыйтупа тухнă

Тÿрĕ çыхăнăва 90 ыйтупа тухнă

Чăваш Республикин ĕç тăвакан влаç органĕсем «тÿрĕ лини» йĕркелессине йăлана кĕртеççĕ.
Ноябрĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов республикăра пурăнакансен ыйтăвĕсем çине хуравланă. Пурĕ 90 ыйту йышăннă.
Чăваш Енре пурăнакансене ытларах эмелпе тивĕçтересси, медицинăра тухтăрсем çитменни, больницăсенче юсав ĕçĕсем ирттересси кăсăклантарнă. Çавăн пекех водительсен медтĕрĕслев хакĕ ÿсес ыйтупа та шăнкăравсем пулнă. Çак улшăнусем халех пулмаççĕ тесе пĕлтернĕ Владимир Викторов. Çавăн пекех министр тÿрĕ лини йĕркелени ял çыннисен кашни ыйтăвне шута илме май панине палăртса хăварнă. Çитес тÿрĕ çыхăну Чăваш Республикин культура министрĕпе Константин Яковлевпа ноябрĕн 28-мĕшĕнче иртет.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *