Халăх театрне юратмалла, унпа пурăнмалла

Халăх театрне юратмалла, унпа пурăнмалла

Театр — мĕн чухлĕ асамлăх санра; Кунта артистсемпе пĕрле савăнатăн, кулатăн, куççульленетĕн.
Валентина Харитоновна Зайцева ячĕпе хисепленекен районти халăх театрĕ хăйĕн ырă, сумлă ятне çухатман. Халăх театрĕ кăçал хăйĕн 50 çулхи юбилейне паллă тăвать. Вăл, унчченхи пекех, куракансене çĕнĕ спектакльсемпе савăнтарма тăрăшать.
Историе аса илес пулсассăн, Валентина Зайцева пуçарнă драма коллективĕ 1967 çулта чăмăртаннă. Халăх патне кăларнă пысăк ĕç — Федор Павловăн «Ялта» драми. Ун хыççăн пуçаруллă ертÿçĕ Мария Ухсайăн «Çу, çумăр, çу!» пьесине сцена çине кăларнă. Каярахпа вара пултаруллă коллектив Петр Осиповăн «Айдар» драмине куракансем патне çитернĕ. Рольсене выляма Анатолий Агафонова, Александр Долгова, Елена Марковăна, Игорь Кокшина, Петр Матросова, Анатолий Совина, Марс Орлова, Герольд Индюкова, Варсанофий Сумзина тата ыттисене те шанса панă. Коллектив районта пурăнакансене çеç мар, кÿршĕ районсенчи куракансене те сахал мар пултарулăхĕпе савăнтарнă. Çавăн пекех вĕсем республикăра иртекен вун-вун конкурса хутшăннă. Сăмахран, 1969 çулта Шупашкар хулинче иртнĕ смотр-конкурса хутшăнса коллектив иккĕмĕш вырăна тухнă. Çак çулах драма коллективне Халăх театрĕ ятпа чысланă. Хăпартлануллă кăмăлпа вĕсем кĕтсе илнĕ çак хыпара. Çавна май 1970 çулта куракансем патне тепĕр премьера çитнĕ. Коллектив «Сиккасси хĕрĕ» пьесăпа сцена çине тухнă. Тĕп сăнара Клавдия Кречетникова рольне музыка шкулĕнче вĕрентекен Елена Мартынова калăпланă.
Валентина Зайцева «Ĕмĕтсем, ĕмĕтсем», «Çуллахи каç», тата ытти ĕçе куракан патне илсе çитернĕ. Вăл районта пурăнакансене сцена çине кăларас тесе сахал мар тăрăшнă, кашнине ÿкĕте кĕртме пĕлнĕ. Вăл ĕçленĕ тапхăрта сцена çине чылай спектакль тухнă.
Халăх театрĕн тилхепине 23 çул Валентина Васильевна Краснова тытса пынă. Вăл куракансем патне 40 яхăн спектакль çитернĕ. Вăл вăхăтри çынсем «Ывăлсем», «Элпуçĕнчи Нарспи», «Хĕр вăрлани», «Икĕ каччăн пĕр шухăш», «Çĕпĕр дивизийĕ», «Манăн çутă çăлтăрăм» спектакльсене курнине астăваççех пулĕ тесе шутлатăп. 1995—2002 çулсенче халăх театрĕн ертÿçинче Бронислав Карзаков тăрăшнă. Вăл халăх театрĕн репертуарне татах та пуянлатнă. Çавна май артистсем «Ахрăм» фестивале хутшăнса лауреат ята тивĕçнĕ. Çĕнĕрен-çĕнĕ спектакльсем — «Кăркка тукмакки», «Çÿпçипе хупăлчи», «Таса Ваççа» — куракансене пухнă.
2002 çултан халăх театрне ертсе пыма Лариса Носовăна шаннă. Театр тухăçлă ĕçленипе çеç мар, ыттисене те пулăшса пынипе палăрнă.
Сăмахран, 2013 çулта халăх театрĕ çумĕнче ачасен «Спутник» театрĕ уçăлни те хăйне кура пысăк пулăмпа историе кĕрсе юлнă. Халăх театрĕн режиссерĕ Лариса Носова ачасене çак ĕçе явăçтарас тесе чылай тăрăшнă. Шкулсенче вĕренекен пултаруллă ачасене суйласа илсе пьесăсем лартма пикеннĕ те ĕнтĕ вăл. Вĕсем 2013 çултан пуçласа республикăри «Мельпомена асамĕ» ача-пăча фестивальне хутшăннă. «Спутник» театр В.Фленован «Сказка о потерянном времени» пьесипе сцена çине тухнă. Тăрăшни сая кайман, вĕсем «Спектаклĕн чи лайăх сцено-графийĕ» номинацире палăрнă. Никита Чукмарев «Чи лайăх роль» номинацире 2 степеньлĕ диплома тивĕçнĕ.
Лариса Носова пуçарнипех куракансем 2017 çулта пукане театрĕ курса савăнчĕç. Артистсем Алексей Балакаевăн «Амăшĕн чĕри» пьесине суйласа илсе сцена çине кăларчĕç. Куракансем ăна хапăлласах кĕтсе илчĕç. Пуçăннă ĕç çимĕçĕпе савăнтарассинче иккĕленмерĕç артистсем. Вĕсем — пултарулăх тĕнчинче пурăнакансем. Икĕ пайлă, 6 картинăллă «Амăшĕн чĕри» драматизмла комедире шаннă рольсене Валентина Тимофеева /Минджя/, Никита Голландцев /Пюрвя/, Лариса Носова /Шарка/, Руфина Смирнова  /Хура çÿçлĕ хĕр/,  Татьяна Садртдинова /Хĕрлĕ  çÿçлĕ хĕр/, Виталий   Хораськин  /Ăмăрткайăк/,  Валентина  Хораськина /Карчăк/, Валентина Курицына /Амăшĕ/ калăпларĕç. Вĕсем воспитани темине тарăн хускатакан пьесăри сăнарсене чăннипех те илемлĕ вылярĕç. Артистсен аллинчи пуканесем çăмăллăн та килĕшÿллĕн хускалчĕç. Ун чухне Пюрвя рольне вылякан шкул ачи Никита Голландцев пурне те хăйĕн пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕ.
Пуканесем вылякан спектакле куракансем патне çитерес тесе районти «Вознесения Господня» чиркÿ настоятелĕ Николай атте уйрăмах пысăк тÿпе хывнă.
— Пуканесем вылякан театр вăл хăйне кура уйрăм тĕнче. Кунта артист хăй вылянипе пĕрлех алăри пуканесене «чун кĕртет». Артистăн аллисем ĕçлемелле, урисем утмалла, çăварĕ калаçмалла. Халăх театрĕн артисчĕсем шаннă рольсене пит маттур вылярĕç тесе çирĕплетсех калатăп, — пĕлтерчĕ артистсен ĕçĕпе кăмăллă Николай атте.
Чăннипех те, районти культура çурчĕ çумĕнчи Валентина Харитоновна Зайцева ячĕпе хисепленекен халăх театрĕ хăйĕн кун-çулĕпе мухтанма, мăнаçланма пултарать. Вăл çак кунсенче çур ĕмĕрне паллă тăвать. Çак вăхăтра мĕн чухлĕ çын сцена çине тухнă пуль, мĕн чухлĕ куракан савăннă пуль. Аса илмелли, палăртса хăвармалли чылай. Паянхи кун халăх театрĕн режиссерĕ — Марина Волкова. Вăл та куракансене тĕрлĕ илемлĕ спектакльсемпе савăнтарасса шанатпăр.
— Çак кунсенче вара куракансене районти культурăпа кану центрне халăх театрĕн юбилей каçне çитсе курма йыхравлатпăр. Вăл ноябрĕн 26-мĕшĕнче иртет, 17 сехетре пуçланать. Халăх театрне чылайранпа çÿрекен артистсем куракансене тĕрлĕ спектакльсенчи сыпăксемпе паллаштараççĕ. Унсăр пуçне уяв каçĕнче Шăмăршăри халăх театрĕн, Кайнлăк, Элпуç, Тукай, Комсомольски ял тăрăхĕнчи драма кружокĕсен пултарулăхĕпе паллашма май килĕ. Апла пулсассăн уявра тĕл пуличчен, — терĕ халăх театрĕнче чылай çул вылякан Валентина Курицына.
Лариса Носова: «Театр вăл — хăйне кура пысăк тĕнче. Шаннă роле вылянă чухне пурин пирки те манатăн, пĕтĕмпех пьесăри пулăмсене ăша хыватăн.
Людмила БАРИНОВА:
«Театр вăл — сцена çинчи пурнăç, асамлăх тĕнчи»
— Эпĕ ачаранпах спектакльсем курма, радиопа кашни эрнере паракан «Сенкер чаршав уçăлсан» передачăсене итлеме юрататтăм. Манăн анне учительте ĕçленĕ. Шкулти вĕрентекенсем ял клубĕн сцени çине час-часах çĕнĕ спектакльсемпе тухатчĕç. Çав тери тимлĕ итлесе, пăхса лараттăм вĕсем вылянине. Хама вĕсем хушшинче пек туяттăм. Йĕпреçре ĕçлеме тытăнсан районти культура çуртĕнчи халăх театрне çÿреме пуçланăччĕ.
Шăпа мана Комсомольскине илсе çитерчĕ. Эпĕ 1969 çулта районти типо-графире ĕçлеме пуçларăм. Кунта Валентина Зайцева режиссер ертсе пыракан халăх театрне çÿреме тытăнтăм. Вăл вăхăтра вырăнти артистсем Иван Кузьмин çырнă «Сиккасси хĕрне» халăх умне кăларма хатĕрленетчĕç. Малтанах массăллă сценăсенчеччĕ, каярах çак спектакльте Варвари рольне шанса пачĕç. Кам кăна çукчĕ-ши çак йышра: Фаина Прищеп, Борис Кокорев — режиссер пулăшуçиччĕ, район больницин шăл тухтăрĕ Александр Тарасов /вырăсчĕ/, санэпидстанцин фельдшерĕ Александр Долгов, район хаçачĕн редакторĕн çумĕ Геннадий Уткин, сельхозтехника инженерĕ Анатолий Счетчиков, кунтах ĕçленĕ Василий Волков слесарь,  Комсомольски  вăтам  шкулĕн учителĕсем — Иван  Гоголев /вырăс/, Тит Титов, музыка шкулĕн преподавателĕ Елена Маркова, культура пайĕн заведующийĕ Марс Орлов, парти райкомĕн инструкторĕ Василий Гаврилов, комсомол райкомĕн секретарĕ Валентина Панкратова, культура çуртĕнче ĕçленĕ Людмила Суркова, Валерий Митюков, Василий Эриванов, Анатолий Совин, Анатолий Краснов тата ытти нумай-нумай çамрăк. 39—40 çынлă йышпа ялсене тухса çÿреме йывăртарахчĕ, паллах. Çапах та пуçа усман. «Кубань» автобуса вырнаçса, трактор прицепĕ çине ларса, декорацисене тиесе каяттăмăр. 70-мĕш çулсенче районти ялсене асфальт çул çитменччĕ-ха.
«Сиккасси хĕрĕпе» Елчĕк, Патăрьел районĕсене, Канаш, Шупашкар хулисене çитсе хамăрăн пултарулăхпа паллаштарнăччĕ. Канашри культура керменĕнче Сиккасси хĕрĕн Клава Кречетникован тăва-нĕсемпе тĕл пулнăччĕ. Вĕсем унта Харьков хулинчен ятарласа килнĕччĕ.
Каярах Мари драматургĕ Николай Арбан çырнă «Çуллахи каç» спектакльпе халăх умне тухнăччĕ. Шел, Валя Зайцева пирĕнтен çамрăклах, вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ. Çав тери савăнăçлă, ырă кăмăллăччĕ вăл. Пурнăçа питĕ юрататчĕ.
Ун хыççăн режиссер ĕçне Валентина Краснова кÿлĕнчĕ. Йыш та çĕнелсе пычĕ. Районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудни-кĕсем театр ĕçне хутшăнма кăмăл турĕç — Владимир Гурьянов, Валентин Матросов, Владимир Райков. Предприятисемпе организацисенче тăрăшакансем те халăх театрне çÿреме пуçларĕç. Куракансем Антонина Титова, Валентина Самукова, Зинаида Соловьева тата ыттисем те сцена çинче вылянине астăваççĕ пулĕ. Пурне те асăнса та пĕтереймерĕм пулĕ. Чылайăшĕ халĕ пирĕн хушăра çук ĕнтĕ.
Сезон уçăлсан ĕçри коллективпа Шупашкара çитсе Чăваш академи драма театрĕн спектаклĕсене курса савăнатпăр.
Районти халăх театрĕн ĕмĕрĕ вăрăм пултăр. Артистсем куракансене çĕнĕ спектакльсемпе савăнтарччăр. Сцена çинче çамрăксене ытларах курасчĕ.

А.ЕФРЕМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *