Четверг, 25 апреля

Пурăнма вăй-хал та, сывлăх та пултăр

Николай Константинович Скворцов Хирти Ĕнелте йышлă çемьере çуралнă. Çăкăр хакне аван пĕлсе ÿснĕ, ачаранах ĕç çумне çыпăçнă. Тĕрлĕ çĕрте ĕçленĕ — колхозра, çерем çĕрсем уçнă çĕрте… Комбайнпа тырă вырнă, вăрçă çулĕсенче çĕвĕ машинипе салтаксем валли галифе, тĕрлĕ япала çĕленĕ. Пур çĕрте те хастарлăхпа, тăрăшулăхпа палăрнă. Хăй тĕллĕн купăс калама, сăнÿкерчĕксем тума вĕреннĕ. Чылай çул район хаçачĕн редакцийĕнче фотокорреспондентра ĕçленĕ. Тивĕçлĕ канăва тухнăранпа Луцки чиркĕвĕнче тăрăшать.
Мăшăрĕпе Вера Николаевнăпа вĕсем 5 ача çуратса ÿстернĕ. Шел пулин те, ывăлĕ Петя çарта службăра тăнă чухне йывăр чирлесе вилнĕ. Паллах, çакă Скворцовсемшĕн калама çук пысăк çухату пулнă. Темĕнле йывăр пулсан та вĕсем малаллах талпăннă, ытти ачисене тивĕçлĕ пĕлÿ тата воспитани панă. Вĕсем пурте аслă тата вăтам пĕлÿ паракан вĕренÿ заведенийĕсем пĕтернĕ. Хальхи вăхăтра Зина çемйипе Владимир облаçĕнче, Нина Мускав облаçĕнче тĕпленнĕ. Лида чылай çул Шупашкарта пурăннă. Халĕ вĕсем те тивĕçлĕ канура ĕнтĕ. Костя ывăлĕ чире пула вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Питех те шел, çак телейлĕ куна мăшăрĕ — Вера Николаевна кураймарĕ, вăл та халĕ пирĕн хушăра çук ĕнтĕ.
Халĕ Николай Константиновичăн 8 мăнук, 5 мăнмăнук. Вĕсем ашшĕ, аслашшĕ, кукашшĕ патне Киров поселокне май килнĕ таран тăтăшрах килсе çÿреме тăрăшаççĕ. Сăмах май каласан, халĕ хĕрĕ Лида ашшĕпе пĕрле тăван килте пурăнать. «Пире аттепе анне ачаранах ватăсене хисеплеме вĕрентнĕ. Вĕсем 103 çулхи асаннене çав тери лайăх пăхатчĕç. Вĕсене эпир те май килнĕ таран пулăшаттăмăр. Ватă çынна пĕччен пурăнма çăмăл маррине кураттăмăр. Çавăнпах ĕнтĕ аттене те пĕчченлĕхре хăвармастпăр», — тет Лида. Халĕ вăл ялти клуб ертÿçи те.
Çак кунсенче Николай Константинович 90 çул тултарчĕ. Сумлă юбиляра ялти клубра саламларĕç. Кунта Раççей журналисчĕсен союзĕн членĕн Н.К.Скворцовăн сăнÿкерчĕкĕсен выставкине йĕркеленĕ. Унта вăл тĕрлĕ çулсенче ÿкернĕ, пуян содержаниллĕ ÿкерчĕксемпе паллашрăмăр. Юбиляра малтанах Александровка ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Любовь Полякова саламларĕ, ырлăх-сывлăх сунчĕ, парне пачĕ. Район администрацийĕн культура секторĕн ертÿçи Екатерина Конторская РФ Президенчĕн В.В.Путинăн салам открыткипе тата парнепе чысларĕ. Çавăн пекех юбиляра район хаçачĕн редакцийĕн ячĕпе чылай çул пĕрле ĕçленĕ Зинаида Соловьева, Луцки чиркĕвĕн настоятелĕ Сергий атте, тăванĕсемпе пĕлĕшĕсем саламларĕç, ырă сăмахсем каларĕç, парнесем парнелерĕç.
Çавăн пекех Киров поселокĕнчи Тамара Григорьева ертсе пыракан фольклор ансамблĕ, шкул ачисем, Александровка ял тăрăхĕн артисчĕсем юбиляр ячĕпе юрă хыççăн юрă шăрантарчĕç, ташăсем ташларĕç. Николай Константинович хăй хăнасене купăспа ташă кĕвви — цыганочка — каласа тав турĕ. Юбилей каçне районти «Кубняночка» халăх вокал ансамблĕн ертÿçи Альбина Кокшина çав тери лайăх йĕркелесе ертсе пычĕ.
З.СОЛОВЬЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *