Воскресенье, 28 апреля

Килте ларма хал çитересчĕ

Килте ларма хал çитересчĕ

Чи хаклă пурлăх — сывлăх тетпĕр. Сывлăха  укçапа туянма çук, çавăнпа та ăна мĕн ачаран упрас пулать. Паянхи кун сывлăх ыйтăвĕ уйрăмах çивĕч пулса тăчĕ. Тĕнчере коронавирус алхаснă вăхăтра чиртен асăрханасси малти вырăнта тăрать. 

Шел пулин те, Раççейри лару-тăрупа паллашни чунри лăпкăлăха çухатать. Юлашки вăхăтра кашни талăкра чир ернисен шучĕ 10 пин çын ытла хушăнса пырать. Республикăри кăтартусем те савăнтармаççĕ. Коронавирус чирĕ ернисен шучĕ кунран-кун ÿссе пырать. Майăн 6-мĕшĕ тĕлне республикăра пурĕ çакăн пек 892 çынна шута илнĕ. Чир сарăлма пуçланăранпа 161 çын сывалнă та ĕнтĕ, 8 çын пурнăçран уйрăлнă. Районта та çак амак ернĕ çынсем пур. Хальлĕхе кун пеккисем — 15 çын.

Пĕлетпĕр ĕнтĕ, хăрушă чире ертес мар тесен килте лармалла, çынсемпе хутшăнмалла мар. Çакна шута илсе пĕтĕм çĕршывĕпех самоизоляци тытăмне вăя кĕртрĕç. Анчах та хăшĕ-пĕри çакна шута илмест— çаплипех уçăлса çÿрет, тус-тăванĕсемпе хутшăнать.  Республикăри кашни районтах йĕркеленĕ  ятарлă мобильлĕ ушкăнсем ялсенче çирĕп режим вăйра тăнă вăхăтра граждансем самоизоляци режимне мĕнле пăхăннине тĕрĕслесе тăраççĕ. Çавна май йĕркене пăсакансене явап тыттарнă тĕслĕхсем те пур. Уйрăмах чире çăмăллăн чăтса ирттернĕ май килтех сипленекенсем, чирлисемпе хутшăннине пула килтен тухмасăр ларма тивĕç çынсем урама тухса çÿрени пăшăрхантарать. Вĕсем таврари çынсем валли питĕ пысăк хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Çавăнпа та кун пеккисене уйрăмах çирĕп тĕрĕслесе тăраççĕ, йĕркене пăснăшăн явап тыттараççĕ.

Çавăн пекех çывăхри лавккана е аптекăна тухнă чухне пăхăнмалли санитарипе гигиена йĕркисене те аса илтерсе хăварас килет. Çын çÿрекен вырăна маска, перчетке тăхăнса тухмалла, калаçнă чухне 1,5 метр дистанцие пăхăнмалла, киле çитсен алла супăньпе лайăх çумалла, нумай хут усă курмалли маскăна çуса дезинфекцилемелле.

Пĕтĕмлетсе çакна калас килет: никамăн та сывлăха больницăра е аптекăра шырамалла ан пултăр. Епле те пулсан, палăртнă вăхăта килте ларса ирттерме хал çитересчĕ, пĕр шухăшлă пулса вирусран хăтăлма май тупасчĕ. 

Н.КАЛАШНИКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *