Воскресенье, 28 апреля

Вăрçăра связист пулнă

Вăрçăра связист пулнă

Вăрçă никама та уйăрса тăмасть: ача-и эсĕ, ватă çын-и, хĕрарăм-и, арçын-и… Вăл  никама та шеллемест, пурне те йывăрлăха кĕртсе ÿкерет, тем тĕрлĕ асаплантарать. Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтерĕве çывхартма арçынсем çеç мар, хĕрарăмсем те хăйсен пысăк тÿпине хывнă. Хĕр-хĕрарăмсен черчен хулпуççийĕсем çине тылри пĕтĕм йывăр ĕç тиеннĕ. Çавăн пекех фронта тухса кайса тăшманпа çапăçнă хĕрарăмсем те пулнă пирĕн районта. Лидия Титовна Титова çав çулсене хальхи пекех ас тăвать.

Тăшман пирĕн çĕршыв çине тапăннă вăхăтра Лида 18 çулти хĕр пулнă. Ун чухне вăл Канашра Перекет банкĕн уйрăмĕнче тăрăшнă. Хăрушă хыпар пĕлтернĕ çав куна кинемей халĕ те куççульленсе аса илет. 1941 çулхи сентябрь уйăхĕнче  çамрăк хĕрсене, çав йышра Лидăна та, окоп чавма илсе кайнă. Çак ĕçре вĕсем апрель уйăхĕчченех тăрăшнă. Хыççăнах Лидия Титовăна фронта кайма повестка панă.

— Малтанах пире Шупашкарта связист пулма вĕрентрĕç, унтан тĕрлĕ çар чаçĕсене пайласа ячĕç. Эпĕ Калуга облаçне лекрĕм, вăрманта вырнаçнă  аэродромăн батальонĕн связисчĕ пултăм. Виçĕ чăваш хĕрĕ эпир пĕрле лекрĕмĕр. Питĕ туслăччĕ, пĕр-пĕрне яланах пулăшса пыраттăмăрччĕ. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Антонина Астрова тата Вăрмар районĕнчи Елена Петрова тăванран та çывăх пулса тăчĕç. Вĕсемпе вăрçă хыççăн та çыхăну тытса пурăнтăмăр. Шел, вĕсем халь пирĕн хушăра çук ĕнтĕ, — пĕлтерет Лидия Титовна.

Лидия Титова вăрçăн пĕтĕм йывăрлăхĕсене чăтса ирттерсе тăван тăрăха çĕнтерÿпе таврăннă. Çĕршыв умĕнчи ти-вĕçне чыслăн пурнăçланă кинемейĕн кăкăр тулли медаль, вĕсем иртнĕ кунсене манма памаççĕ.

— Нумай хура-шурне тÿсрĕм, вăрçă вутĕнчен тухса мирлĕ пурнăçпа çак тарана çитиччен пурăнасса шутламан та. Малашне нихăçан та вăрçă-харçă ан пултăрччĕ. Эпир курнине паянхи çамрăксен, пулас ăрусен курмалла ан пултăрччĕ. Мирлĕ тÿпе айĕнче пурăннине нимĕн те çитмест, _ тет ветеран. 

Н.МЕДВЕДЕВА.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *