Воскресенье, 28 апреля

Хаяр кунсене нихăçан та манас çук

Хаяр кунсене нихăçан та манас çук

Хăрушă  вăрçă пур çемьере те  тÿрленми чĕре суранĕсем хăварнă.  Мирлĕ пурнăçпа савăнса пурăннишĕн  пирĕн вăрçă ветеранĕсене çĕре çити пуç тайса тав тумалла. Вĕсем хăйсен пурнăçне, сывлăхне шеллемесĕр Çĕнтерĕве çывхартнă.  Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн тăшманпа  çапăçнă ветерансем хăйсен пурнăçĕнчи çак тапхăра нихăçан та манас çук.

 Вĕсенчен пĕри — Комсомольскинче пурăнакан хисеплĕ çын, СССР Журна-листсен союзĕн членĕ,  «Халăх корреспонденчĕ» ята тивĕçнĕ Ревокат Прохорович Моисеев. Вăл 1941 çулхи  декабрьте  çара кайнă. Каччă 1-мĕш çыхăну полкне лекнĕ. Кĕçĕн командирсем хатĕрлекен курс хыççăн  ăна Хĕвеланăç фронтне  илсе кайнă. Вăл малтан миномет дивизийĕнче телефонист пулнă. 1942 çулхи  октябрьте  ăна стрелоксен полкне куçарнă. Кунтан çапăçу хирне ăсатнă.  Ревокат фронтра «Боевой листок» кăларса тăнă. Çĕршыв хÿтĕлевçисем ăна хапăлласах вуланă. 1943 çулхи июль уйăхĕнче Курск çапăçăвĕнче аманса госпитальте сипленнĕ хыççăн  салтак  1944 çулхи январьте  яла таврăннă.

Вăрçăран таврăнсан  счетоводра ĕçленĕ. Ун хыççăн Мускавра кредит  инспекторне вĕреннĕ. 1957 çултан Комсомольскинче   патшалăх перекет банкĕнче аслă кредит инспекторĕнче, каярах банк управляющийĕнче тивĕçлĕ канăва кайичченех ĕçленĕ.

Сывă пурнăç йĕркине тытса пыракан Ревокат Прохорович вăй-хал çамрăк чухнехи пек тапса тăмасан та хăйне сывлăх енчен аван туять. Çывăх çыннисем юнашар пулнишĕн савăнать, 100 çула пурăнса çитме ĕмĕтленет.

 

С.ЕФИМОВА.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *