Воскресенье, 28 апреля

План тăрăх пурнăçланать

План тăрăх пурнăçланать

Комсомольски тата Елчĕк районĕсен çар комиссариатĕнче призывпа çыхăннă ĕçсем малалла пыраççĕ. Çар комиссарĕ Сергей Данилов пире вĕсемпе тĕплĕнрех паллаштарчĕ.
— Комсомольски тата Елчĕк районĕсен çар комиссариачĕн яшсене салтака ямалли план пур-и?
— Паллах. Çурхи призыв планпа палăртнă тăрăх пурнăçланать. Çак призывра пирĕн икĕ районĕпе пурĕ 73 яша çар ретне тăратмалла. Республикипе илес пулсассăн, çурхи призывпа салтака каякансен йышĕ — 1300 çын ытла.
— Призыв вăхăтĕнче мĕнле ĕçсем туса ирттеретĕр?
— Призывпа çыхăннă ĕçсене çулталăкĕпех пурнăçлатпăр. Хальхи вăхăтра призывниксен списокне дистанци мелĕпе — интернетпа тата телефонпа усă курса — тĕрĕслетпĕр. Медицина тĕрĕслевĕсене майăн 12-мĕшĕ хыççăн пикенме палăртнă. Майăн 20-мĕшĕ хыççăн призывниксене Шупашкарти пуçтарăнмалли пункта ăсатма пуçлатпăр. Унтан вара вĕсем çара çул тытĕç.
— Çурхи призыв çине коронавирус сарăлни мĕнле витĕм кÿрĕ?
— Çак чире пула медицина комиссийĕсем майăн 12-мĕшĕччен призывниксене йышăнмарĕç. Çар комиссариатĕнче вăйлăлатнă дезинфекци режимĕ, кĕнĕ çĕрте — барьер тĕрĕслевĕ. Кашни призывниках пуçтарăнмалли пункта илсе кайиччен коронавирус инфекцийĕ пурри çине тĕрĕслеççĕ. Унтан республикăн пуçтарăнмалли пунктĕнче çак анализа тепĕр хутчен тăвĕç. Çар чаçне çитнĕ хыççăн вĕсене икĕ эрне карантинра лартаççĕ.
— Пулас салтаксене мĕн суннă пулăттăр;
— Çар ретне чăннипех те вăйлă, çирĕп кăмăллă çынсем тăраççĕ. Çакăн пеккисем хăйсене çеç мар, ыттисене те хÿтĕлеме пултараççĕ. Пурне те ыррăн-сыввăн таврăнма сунатăп. Юлашкинчен çакна та каласа хăварам: салтака каясси — Конституцире çирĕплетнĕ кашни яшăн тивĕçĕ. Ăна чыслăн пурнăçласси питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ.
— Пысăк тав калаçушăн.
Н.КАЛАШНИКОВА хатĕрленĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *