Понедельник, 29 апреля

Общество

Тӗрлӗ ыйту пӑхса тухнӑ, агролаборатори уҫнӑ

Тӗрлӗ ыйту пӑхса тухнӑ, агролаборатори уҫнӑ

Декабрӗн 20-мӗшӗнче округ администрацийӗн ларусем ирттермелли залӗнче черетлӗ Информаци кунӗ пулса иртрӗ. Ун ӗҫне Чӑваш Республикин физкультурӑпа спорт министрӗ В.В.Петров, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ П.С.Краснов, муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин, округри депутатсен Пухӑвӗн депутачӗсем, территори уйрӑмӗсен начальникӗсем, специалистсем хутшӑнчӗҫ. Кун йӗркинчи пӗрремӗш ыйтупа, 2024 ҫулта коммуналлӑ пулӑшусем панӑшӑн тӳлемелли хаксем пирки, муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ, территорисене аталантарас тата тирпей-илем кӗртес енӗпе ӗҫлекен управлени начальникӗ А.Г.Кузьмин  ӑнлантарса пачӗ. Коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсемшӗн граждансен тӳлев виҫин улшӑнӑвӗ республикӑри мӗн пур муниципалитетшӑн РФ Правительстви ҫирӗплетнӗ чикӗрен — вӑтамран 9,6 процентран — пысӑкрах пулмӗ. Вӗсем ҫитес ҫ
Пурӑнаҫҫӗ шӑкӑл-шӑкӑл аллӑ ҫул пӗр ҫемьере

Пурӑнаҫҫӗ шӑкӑл-шӑкӑл аллӑ ҫул пӗр ҫемьере

Ҫак кунсенче Аслӑ Ҫӗрпӳел ялӗнче пурӑнакан Нина  Васильевнӑпа Николай Иванович Черновсем пурнӑҫ сукмакӗпе пӗрле утма пуҫланӑранпа 50 ҫул ҫитрӗ. Ҫак савӑнӑҫлӑ та паллӑ  кунпа юбилярсене Аслӑ Ҫӗрпӳел территори уйрӑмӗн начальникӗ Александр Орешкин, Комсомольски муниципаллӑ округ депутачӗ Александр Тихонов саламларӗҫ,  парнесем парса чысларӗҫ.  Николайпа Нина пӗр касра выляса ӳснӗ, шкул сукмакне те пӗрле такӑрлатнӑ. Вӗсем пӗр класра вӗреннӗ. Ачаран пынӑ туслӑх каярах юратӑва куҫнӑ. Кӗҫех ҫамрӑксем ҫемье ҫавӑрнӑ. Пӗр вӑхӑт тӗп килте пурӑннӑ хыҫҫӑн мӑшӑр ҫак ялах уйрӑлса тухнӑ. Кӗске вӑхӑтрах вӗсем ҫӗнӗ ҫурт лартнӑ, йӗри-тавра хуралтӑсем ҫӗкленӗ.   Николай «Красный Октябрь» колхозӑн хӑма ҫуракан цехне ӗҫлеме вырнаҫнӑ. Кунта вӑл мӗн пенсие кайичченех тӑрӑшнӑ. Нина Васильевна ва
Хисеплӗ ята тивӗҫрӗ

Хисеплӗ ята тивӗҫрӗ

Сывлӑх сыхлавӗн ӗҫченӗ пулмах ҫуралнӑ пулӗ вӑл, теҫҫӗ Ҫӗнӗ Кипеҫ тата Тӗвенеш ялӗсенче пурӑнакансем Галина Николаевна Кольцова пирки. Унӑн медицинӑри ӗҫ-хӗлӗ 1991 ҫулта Нӗркеҫри фельдшерпа акушер пунктӗнчен пуҫланнӑ. Канашри медицина училищине тин ҫеҫ вӗренсе пӗтернӗскер пысӑк хавхаланупа ӗҫе пуҫӑннӑ. Кӗске вӑхӑтрах вӑл ял хушшинче ырӑ ят ҫӗнсе илнӗ. 2013 ҫултанпа вара Галина Николаевна Ҫӗнӗ Кипеҫ ФАПӗнче тӑрӑшать. Тӗрлӗ ыйтупа килекенсене вӑл кӑмӑллӑ кӗтсе илет, мӗн пултарнӑ таран ҫийӗнчех пулӑшу пама тӑрӑшать. Ахальтен мар ӗнтӗ унӑн пархатарлӑ ӗҫне патша лӑх пысӑка хурса хакларӗ.  Вӑл «Чӑваш Республикин сывлӑх сыхлавӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ята тивӗҫрӗ. Эпир ӑна малашне те мӗн пур ыррине ҫеҫ сунатпӑр. Ял халӑхӗн сывлӑхӗшӗн татах та пысӑкрах хавхаланупа тӑрӑшма унӑн ҫирӗп сы

Пурнӑҫ ҫулӗ тикӗс мар

Вӑрманхӗрри Чурачӑк ялӗнче  Пакша йӑхӗ чи пысӑккисенчен пӗри шутланать. Ку статьяра сӑмах ҫак йӑха тӑсакансенчен пӗрин пирки, Николай Егорович Петров (Белков) ҫинчен пырӗ. Унӑн пурнӑҫ ҫулӗ такӑрах пулман, шӑпи таҫта та илсе ҫитернӗ. Пурӑннӑ чухне «Эп курнӑ нушасем сирӗн ҫул ҫинче ан пулччӑр» тесе пиллетчӗ.   Ашшӗпе амӑшӗ Ашшӗ, Егор Петрович Белков, 1884 ҫулхи мартӑн 28-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Сергей (1872 ҫ.), Иван (1881 ҫ.) пиччӗшӗсем пулнӑ. Пӗчӗклех ҫӗр ӗҫӗпе ӗҫленӗ, йывӑҫран тӗрлӗ япала тума вӗреннӗ. Пичке-шетник, урапа кустӑрми тӑвасси уншӑн хӑнӑхнӑ япала пулнӑ. Ҫирӗм ҫула ҫитсен Егора салтака илнӗ, вӑл Варшавӑра кавалерист пулнӑ. Тӑватӑ ҫултан киле таврӑннӑ, анчах кунта нумай тӑрайман, пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи пуҫланнӑ, Егор Белков фронта ҫакланнӑ. Малалла — Окт
Патшалӑх пулӑшӑвӗ пысӑк ҫӑмӑллӑх кӳрет

Патшалӑх пулӑшӑвӗ пысӑк ҫӑмӑллӑх кӳрет

Вырӑнти самоуправлени органӗсенче  вӑй хуракансен тивӗҫӗсен  шутне территори  уйрӑмӗн пурнӑҫне тивӗҫтересси, халӑх пурӑнакан вырӑнсене тирпей-илем кӗртесси,  инфраструктурӑна, вырӑнти хӑй тытӑмлӑха аталантарасси,  пушар хӑрушсӑрлӑхӗн малтанхи мерисене тивӗҫтересси, ӗҫ-хӗле вӗсен приоритетлӑхне, тухӑҫлӑхне кура пурнӑҫласси кӗрет. Хырхӗрри территори уйрӑмӗнче те ҫак тивӗҫсене вӑхӑтра та пахалӑхлӑ туса пырассишӗн ҫине тӑраҫҫӗ. Ку территорие пилӗк ял кӗрет. 2023 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗ тӗлне халӑх йышӗ 824 ҫын пулнӑ. Ҫав шутра Хырхӗрринче — 116, Хурнайра — 138, Вӑрманхӗрри Чурачӑкра — 374, Кӗтне Пасарӗнче — 109, Эткерте 87 ҫын пурӑннӑ.   Ҫак йышра 16 ҫула ҫитмен ачасем 93-ӗн, ӗҫлеме пултаракан халӑх — 515,  пенсионерсем  216 ҫын шутланаҫҫӗ. Ҫулталӑк пуҫламӑшӗ тӗлне 46
Паттӑр ячӗпе – парта

Паттӑр ячӗпе – парта

Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче Украинӑри ятарлӑ ҫар операцийӗнче пуҫ хунӑ  Владимир Сергеевич Жукова асӑнса «Паттӑр парттине» уҫнӑ. Ҫак мероприятие муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ, вӗрентӳ пайӗн начальникӗ Н.А.Комиссарова, Комсомольски тата Елчӗк округӗсен ҫар комиссарӗ С.Ю.Данилов, округри депутатсен Пухӑвӗн депутачӗ С.Г.Катиков, В.С.Жуковӑн амӑшӗ К.Н.Жукова, мӑшӑрӗ Н.Г.Жукова, ачисем, Ангелинӑпа Ростислав, юлташӗсемпе тӑванӗсем хутшӑннӑ. Никам та паттӑр пулса ҫуралмасть.  Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлесе пурнӑҫне панӑ салтаксене пирӗн нихӑҫан та манмалла мар.  Линейкӑра тухса калаҫакансем хӑйсен сӑмахӗсенче ҫак шухӑшсене палӑртнӑ. Паттӑр партти ҫине  В.С.Жуковӑн сӑнӳкерчӗкне, биографине вырнаҫтарнӑ. Ун ҫинче шкулта вӗренӳре лайӑх пал

Экономикӑпа ҫыхӑннӑ ыйтусене те хуравланӑ

Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин пресс-конференцире ыйтусене хуравланӑ май палӑртнӑ хӑш-пӗр шухӑшсене хаҫатӑн иртнӗ номерӗнче илсе кӑтартнӑччӗ. Владимир Владимирович  Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан пирӗн ҫар ҫыннисем паттӑрлӑхпа хӑюлӑх кӑтартнине ҫирӗплетрӗ. Вӗсене пулӑшас ӗҫе пӗтӗм халӑх кар тӑнӑшӑн тав турӗ. Ҫавӑн пекех экономикӑпа ҫыхӑннӑ ыйтусем ҫине те тӗплӗ хуравсем пачӗ. Ку енӗпе чи пӗлтерӗшлӗ кӑтарту вӑл — ҫӗршывра пӗтӗмӗшле шалти продукци калӑпӑшӗ ӳсни. Вӑл 3,5 процентпа танлашать. Апла пулсан пӗлтӗрхинчен сисӗнмеллех лайӑхрах ӗҫленӗ. Ҫак шухӑшсем ҫинче чарӑнса тӑнӑ Президент. Ҫав вӑхӑтрах инфляци шайӗ ӳсни пӑшӑрхантарни пирки те пӗлтернӗ. «Ун шайӗ ҫулталӑк вӗҫленнӗ тӗле 7,5—8 процент патнелле пуласса кӗтетпӗр», — палӑртнӑ вӑл. «Халӑхӑн  туп
Чи ӗҫчен ҫемье пирӗн тӑрӑхра пурӑнать

Чи ӗҫчен ҫемье пирӗн тӑрӑхра пурӑнать

Чӑваш Енре «Ҫулталӑк ҫемйи — 2023» республика конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Асӑннӑ конкурсӑн муниципалитет  тапхӑрӗсене 2023 ҫулта пурӗ социаллӑ хастар 90 ҫемье хутшӑннӑ. Ҫав кун ҫемьесене тӗрлӗ номинацире палӑртнӑ. Пирӗн муниципаллӑ округри Ҫӗнӗ Мӑрат ялӗнче пурӑнакан Филипповсем «Ӗҫчен ҫемье» номинацире ҫӗнтерӳҫӗ пулнӑ. Валентинӑпа Сергей Филипповсем ҫемье ҫавӑрнӑранпа 14 ҫул иртнӗ, пӗрле виҫӗ ача  ҫитӗнтереҫҫӗ, вӗсене тарӑн пӗлӳ, тивӗҫлӗ воспитани илме пӗтӗм услови  туса панӑ. Ахальтен мар ачисем пурте вӗренӳре маттур, обществӑлла пурнӑҫра та питӗ хастар. Ҫемье пуҫӗ Сергей Иванович «Рассвет» ял хуҫалӑх производство кооперативӗнче тӗп агрономра тӑрӑшать. Валентина Анатольевна вара — округра «Движение первых» обществӑлла организацие аталантарас енӗпе ӗҫлекен специалист.   (
Дипломсене тивӗҫнӗ

Дипломсене тивӗҫнӗ

Ҫӗнӗ ҫул умӗн Чӑваш Республикин Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви «Цифровая Чувашия», ҫавӑн пекех «Чувашия против террора» творчество конкурсӗсене пӗтӗмлетнӗ. Унта ҫав тематикӑсемпе ҫыхӑннӑ 50 ытла ӗҫе пӑхса тухнӑ. Пирӗн округри Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнчи Петр Родионов  «Интернетри чи лайӑх ӗҫ» номинацире хӑй ӗҫлекен шкул сайтӗнче вырнаҫтарнӑ  «Учебно-тренировочное занятие  с целью усиления антитеррорической безопасности на территории школы» ӗҫпе 3-мӗш степеньлӗ диплома тивӗҫнӗ. Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн «ВКонтакте» сетьри сайтӗнче кун ҫути курнӑ материалӗ «Карьерный путь ИТ-специалистов» номинацире 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Ҫӗнтерӳҫе ЧР цифра  аталанӑвӗн, информаци политикин,  массӑллӑ коммуникацисен мин
Вӑрҫӑ ачи – 95 ҫулта

Вӑрҫӑ ачи – 95 ҫулта

Пирӗн муниципаллӑ округра нумай ҫул тӑсӑлакан ырӑ йӑла пур - вӑрӑм ӗмӗрлӗ юбилярсене ҫуралнӑ кунпа саламласа чысласси. Ҫак кунсенче Комсомольски территори уйрӑмӗнче пурӑнакан Раиса Кудрявцева 95 ҫул тултарса юбилей кӗрекине ларнӑ. Ӑна саламлама Комсомольски территори уйрӑмӗн начальникӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлаканӗ Елена Зайкова килсе ҫитнӗ, кинемее ҫирӗп сывлӑх, вӑрӑм ӗмӗр сунса Раҫҫей Президенчӗн В.В.Путинӑн саламлӑ ҫырӑвне  панӑ, асӑнмалӑх парнесемпе савӑнтарнӑ. Раиса Ивановна — вӑрҫӑ ачи, тыл ӗҫченӗ. Вӑл Патӑрьел районӗнче нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралса ӳснӗ, 7 ачаран чи асли пулнӑ. Ҫамрӑклӑхӗ йывӑр вӑхӑта лекнӗ пулин те, вӑл вӗреннӗ ҫын пулма талпӑннӑ, Канашри педагогика училищинче, унтан педагогика институтӗнче пӗлӳ илнӗ. 40 ҫул ытла кӗҫӗн классен вӗрентекенӗнче вӑй хунӑ. Сӑмах