Общество

Кайӑксене хапӑлласах пулӑшнӑ

Кайӑксене хапӑлласах пулӑшнӑ

Хӗллехи вӑхӑтра вӗҫен кайӑксене йывӑр килет. Вӗсем тутӑ пулсан ҫеҫ шартлама сивӗсем  хӑратмаҫҫӗ. Ҫакна шута илсе Хырхӗрри культура ҫуртӗнче ӗҫлекенсем ҫутҫанталӑка юратакан ачасемпе пӗрле кайӑксене пулӑшма шутланӑ. «Хӗлле кайӑксене тӑрантар» акцие ачасем хапӑлласах хутшӑннӑ. Ӑна Чӑваш Республикинчи Экологи тата ҫутҫанталӑкпа перекетлӗ усӑ курассин ҫулталӑкне халалланӑ. Малтанах пӗчӗккисем аслисемпе пӗрле сырӑшсем туса хатӗрленӗ. Вӗсене культура ҫурчӗ ҫумӗнчи йывӑҫсем ҫине ҫакнӑ. Кайран унта  тӗрлӗ апат сапса панӑ. Ҫунатлӑ тусӗсем ачасен «парнине» кӑмӑлласа ҫини ҫутҫанталӑка юратакансене хаваслӑх кӳнӗ, малалла та ырӑ ӗҫ тума хавхалантарнӑ. Светлана Смирнова.
Комсомол – санпа манӑн биографи

Комсомол – санпа манӑн биографи

2024 ҫул — Комсомольски округӗшӗн юбилейлӑ ҫулталӑк. Района туса хунӑранпа февраль уйӑхӗнче 85 ҫул ҫитет. Кунсӑр пуҫне пирӗн тӑрӑхра ҫав ҫулах комсомол организацийӗ те  ҫуралнӑ. Комсомольски районӗнчи комсомол организацийӗ 85 ҫул тултарнине халалланӑ «Ку вӑл санпа манӑн биографи» каҫне кӑҫалхи февралӗн 10-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ. Вӑл Комсомольскинчи культура ҫуртӗнче пулать. Ҫак кунсенче оргкомитетӑн черетлӗ ларӑвӗсем иртрӗҫ, вӗсенче сценари планне, юбилей мероприятийӗн логотипне тата ытти йӗркелӳ ыйтӑвӗсене сӳтсе яврӑмӑр. «Ҫӗр тата ҫынсем» халӑх музейӗнче районти комсомол организацийӗн тата Ленинла комсомолӑн 50 ҫулне тивӗҫлипе кӗтсе илессипе пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑшӑн Чӑваш обкомӗ панӑ ялавсем упранни питӗ паха. Туссем, тӗлпулуччен нумай вӑхӑт юлмарӗ. Пур ӑрури комсомолецсе
Ачасем кӑмӑлтан ӗҫлерӗҫ

Ачасем кӑмӑлтан ӗҫлерӗҫ

Асанкасси  вӑтам шкулӗнчи вӗренекенсемпе вӗрентекенсем мобилизациленӗ салтаксене май пур таран пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫӗршыв хӳтӗлевҫисене аякри ҫӗрте темӗн те кирлӗ пулӗ — ӑшӑ нуски, утиял, алсиш, окоп ҫурти тата ытти те. Хӗллехи сивӗ кунсенче ҫурта кирлӗ хатӗрсенчен пӗри тесен те юрать. Ҫӗнӗ чӗрӗкӗн пӗрремӗш кунӗнчех мобилизациленӗ салтаксем валли окоп ҫуртисем тума шутларӑмӑр. Эпир ҫапла майпа анчах пирӗн хӳтӗлевҫӗсен пурнӑҫне кӑштах та пулин ҫӑмӑллатма пултаратпӑр-ҫке. Хӑш-пӗр салтак окопра пулӗ, тен теприсем таса уйра, хӑш чухне нимӗнпе ӑшӑнма, вут чӗртме май та ҫук пулӗ. Эпир хатӗрленӗ ҫуртана чӗртсен кӑштах ӑшши те тухать, ҫимӗҫне ӑшӑтса илме те пулать, ал- урана та ӑшӑ ҫапать. Ҫак ӗҫе ачасем пурте кӑмӑлтан хутшӑнчӗҫ. Пӗрле ӗҫленӗ хушӑра салтаксене пулӑшма май пулнишӗн хӑйсе

Фермӑсенчи ӗҫ-хӗлпе паллашнӑ

Выльӑх-чӗрлӗх отраслӗшӗн хӗл — яваплӑ тапхӑр. Ҫанталӑк сивӗ тӑнӑ вӑхӑтра округри ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе пысӑк фермер хуҫалӑхӗсен фермисенчи лару-тӑрупа паллашас тӗллевпе муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин ҫак кунсенче хуҫалӑхсене ҫитсе курнӑ. Малтанах вӗсем округӑн ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан М. Зайнуллинпа «Труд» ял хуҫалӑх кооперативӗн Чӗчкенти сӗт-ҫу ферминче пулнӑ. Кунта выльӑх-чӗрлӗхрен продукци илес енӗпе ҫине тӑрса вӑй хураҫҫӗ. Иртнӗ ҫул хуҫалӑх ҫителӗклӗ таран выльӑх апачӗ хатӗрленӗ. Унсӑр пуҫне юсав ӗҫӗсем те чылай тунӑ. ,не фермин ҫивиттине улӑштарнӑ, пӗчӗк пӑрусем валли профилактори тунӑ. Витесенче шалтан та  юсав ӗҫӗсем пурнӑҫланӑ. Кооператив председателӗ А.С.Лукиянов хуҫалӑхри ӗҫсемпе паллаштарнӑ май малашне те выльӑх-чӗр
Округа 3 шкул автобусӗ панӑ

Округа 3 шкул автобусӗ панӑ

Ҫӗнӗ ҫул умӗн Комсомольски муниципаллӑ округне 3 ҫӗнӗ шкул автобусӗ ҫитрӗ. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев автобуссен уҫҫисене Александровка,  Чӗчкен тӗп  тата Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗсен директорӗсене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура панӑ. Асӑннӑ вӗренӳ заведенийӗсенче транспорт ыйтӑвне татса пани чӑннипех те аван пулӑм.   Шкул автобусӗсен паркне ҫӗнетесси Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушнипе федераци пулӑшӑвӗ шучӗпе пурнӑҫланса пырать.

Вӗрентекен ӗҫне чунпа суйланӑ

Пирӗн хушӑра ҫӗр-ҫӗр професси хушшинче педагог ҫул-йӗрне суйласа илекенсем йышлӑ. Акӑ, Вӑрманхӗрри Чурачӑк ялӗнчи Петровсен йӑхӗнче те пурнӑҫне шкулта, ача садӗнче ӗҫлессипе ҫыхӑнтарнисем пур. Чи малтанах Геннадий Николаевич хӑйӗн пурнӑҫне шкулпа ҫыхӑнтарнӑ. 1972 ҫулта И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтне пӗтернӗренпе вӑл шкулта физика урокӗсене ирттерет. Ачасемпе пӗрле хӑй те вӗренсе пырать, технологи учителӗ пулма хушма пӗлӳ илет. Унтанпа ҫур ӗмӗр иртсе кайрӗ ӗнтӗ, анчах вӑл халь те шкулта кирлӗ ҫын. Паянхи кун вӑл вӗрентнӗ ачасен мӑнукӗсем ун патне ҫутҫанталӑк вӑрттӑнлӑхӗсене уҫма, пурнӑҫра кирлӗ япаласене хӑйсен аллипе тума вӗренме пыраҫҫӗ.  Геннадий Николаевич — тӗлӗнмелле учитель, вӑл ачасене пурнӑҫ илемӗпе савӑнма вӗрентет. Опытлӑ педагог уроксем ирттернип
Пӗрле тӑрӑшсан йывӑрлӑхсене ҫӗнтерӗпӗр

Пӗрле тӑрӑшсан йывӑрлӑхсене ҫӗнтерӗпӗр

Кӑҫалхи ҫул вӗҫленсе, ҫӗнӗ 2024 ҫул ҫывхарса килнӗ кунсенче муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗпе Н.Н.Раськинпа тӗл пулса калаҫрӑм, хамӑр тӑрӑх пурнӑҫӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе ҫыхӑннӑ хӑш-пӗр ыйту ҫине хуравлама ыйтрӑм. — Николай Никандрович,  йӑлана кӗнӗ тӑрӑх ҫулталӑк вӗҫӗнче ӳсӗмпе ҫитӗнӳсем пирки пӗтӗмлетсе калаҫмалла пек. Эсир округра ӗҫлеме пуҫланӑранпа ҫур ҫул та ҫитмест-ха. Ҫавӑнпа та малтанах  пуҫламӑш кунсем пирки ыйтса пӗлес килет. — Ытарлӑ каласан, манӑн чӑтӑмлӑхпа тӳсӗмлӗхе малтанах ҫутҫанталӑк тӗрӗслесе пӑхма шут тытрӗ пулӗ. Округ пуҫлӑхӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлама пуҫласанах пирӗн тӑрӑхра ҫил-тӑвӑл алхасса иртсе кайрӗ. Уйрӑм ҫынсенне те, обществӑлла ҫурт-йӗре те аванах сиен кӳчӗ. Ҫанталӑк шӑрӑх тӑнине пула пушар та ҫине-ҫине сиксе тухрӗ. Инкек пулнӑ вырӑнсене хам ҫитсе ҫаврӑнтӑм, сӑтӑ

Хӗл Мучи парнисене панӑ

Ҫӗнӗ ҫулта кашниех ҫӗннине, лайӑххине шанать. Ачасем вара  Хӗл мучипе Юр пикерен парнесем кӗтеҫҫӗ, хӑйсен ӗмӗчӗсем пурнӑҫланасса шанаҫҫӗ. 2024 ҫул  ҫывхарса анчах пырать-ха, ҫӗршывра, ҫавӑн пекех пирӗн округра та ӑна уявлама пуҫларӗҫ. Комсомольскинчи культура ҫуртӗнче «Единая Россия» парти йӗркелекен «Елка желаний» акци шучӗпе уяв иртнӗ. Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин, Чӑ-ваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пек, пирӗн муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин та ачасен ӗмӗчӗсене пурнӑҫласа Хӗл мучи  парнисене  панӑ. Округ депутачӗсен Пухӑвӗн депутачӗ сем те, предприяти-организацисен ертӳҫисем те ҫак пархатарлӑ та ырӑ ӗҫе хутшӑннӑ. (ХАМӐР ИНФ.).

Ачасене вӗрентесси – яваплӑ

Педагогсен династийӗ  пархатарлӑ ӗҫе ӑруран ӑрӑва тӑсса пыракан ҫынсенчен тытӑнса тӑрать.  Аслисенчен тӗслӗх илсе кӗҫӗннисем вӗсен  ҫулне суйласа илеҫҫӗ. Ҫапла вара ҫак ырӑ йӑла ламран лама куҫса пырать. Пирӗн ҫемьере вӗрентекенсен виҫӗ ӑрӑвӗ шутланать. Пӗтӗмӗшле педагогика стажӗ 134 ҫулпа танлашать. Пӗр ӗмӗр ытла вӗсем ачасене пӗлӳ тӗнчине илсе кӗреҫҫӗ. Учительсен династине пуҫарса яраканӗ манӑн анне пулнӑ. Ольга Степановна Андреева (хӗр чухнехи Захарова) 1924 ҫулхи мартӑн 3-мӗшӗнче Аслӑ Чурачӑк ялӗнче ҫуралнӑ. 1941 ҫулта вӑл ялти вӑтам шкула «питӗ лайӑх» паллӑсемпе пӗтернӗ. Патӑрьелӗнчи педагогика училищине вӗренме кӗнӗ. Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ пуҫланнӑ май ӑна ытти хӗрсемпе пӗрле Пӑрачкав тӑрӑхне окопсем чавма янӑ. Ман анне Сӑр тата Хусан хӳтӗлев сооруженийӗсене т

Салтак ҫемйисене — Ҫӗнӗ ҫул парни

Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарать. Кивӗ ҫула ӑсататпӑр, пысӑк шанчӑкпа ҫӗннине кӗтсе илетпӗр. Декабрӗн 25-мӗшӗнче Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен ҫывӑх тӑванӗсемпе, ашшӗ-амӑшӗпе, мӑшӑрӗсемпе муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин тӗл пулнӑ. Вӑл вӗсене малтанах ҫывхарса килекен Ҫӗнӗ ҫул  уявӗпе саламланӑ. Пирӗн ентешсем ятарлӑ ҫар операцийӗ пыракан вырӑнсенче ҫар тивӗҫне тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлаҫҫӗ, хӑйсене пур енӗпе те лайӑх енчен кӑтартаҫҫӗ. Николай Никандрович пирӗн округран кайнӑ 5 салтак пирки вӗсем тӑракан ҫар чаҫӗсенчен  командирсем ярса панӑ грамотӑсене ҫывӑх тӑванӗсене тав туса тыттарчӗ. Ҫавӑн пекех вӗсене Ҫӗнӗ ҫул парнисем те пачӗ. Тӗлпулу сӗтел хушшинче вӗри чей ӗҫсе малалла тӑсӑлчӗ. Николай Никандрович воинсен ҫемйисенчен пурнӑҫӗ, ӗҫӗ-хӗлӗ пирки ыйтса пӗлчӗ, хӑ