Паттӑр ячӗпе – парта

Паттӑр ячӗпе – парта

Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче Украинӑри ятарлӑ ҫар операцийӗнче пуҫ хунӑ  Владимир Сергеевич Жукова асӑнса «Паттӑр парттине» уҫнӑ.

Ҫак мероприятие муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ, вӗрентӳ пайӗн начальникӗ Н.А.Комиссарова, Комсомольски тата Елчӗк округӗсен ҫар комиссарӗ С.Ю.Данилов, округри депутатсен Пухӑвӗн депутачӗ С.Г.Катиков, В.С.Жуковӑн амӑшӗ К.Н.Жукова, мӑшӑрӗ Н.Г.Жукова, ачисем, Ангелинӑпа Ростислав, юлташӗсемпе тӑванӗсем хутшӑннӑ.

Никам та паттӑр пулса ҫуралмасть.  Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлесе пурнӑҫне панӑ салтаксене пирӗн нихӑҫан та манмалла мар.  Линейкӑра тухса калаҫакансем хӑйсен сӑмахӗсенче ҫак шухӑшсене палӑртнӑ.

Паттӑр партти ҫине  В.С.Жуковӑн сӑнӳкерчӗкне, биографине вырнаҫтарнӑ. Ун ҫинче шкулта вӗренӳре лайӑх паллӑсемпе вӗренсе пыракан, обществӑлла ӗҫсене хастар хутшӑнакан ачасем ҫеҫ ларма тивӗҫ пулӗҫ. Ҫак парта ачасене Тӑван ҫӗршыва  юратма, унӑн ирӗклӗхӗпе никама пӑхӑнманлӑхне  сыхлама хавхалантарса   пырӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *