Вӑрҫӑ ачи – 95 ҫулта

Вӑрҫӑ ачи – 95 ҫулта

Пирӗн муниципаллӑ округра нумай ҫул тӑсӑлакан ырӑ йӑла пур — вӑрӑм ӗмӗрлӗ юбилярсене ҫуралнӑ кунпа саламласа чысласси. Ҫак кунсенче Комсомольски территори уйрӑмӗнче пурӑнакан Раиса Кудрявцева 95 ҫул тултарса юбилей кӗрекине ларнӑ.

Ӑна саламлама Комсомольски территори уйрӑмӗн начальникӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлаканӗ Елена Зайкова килсе ҫитнӗ, кинемее ҫирӗп сывлӑх, вӑрӑм ӗмӗр сунса Раҫҫей Президенчӗн В.В.Путинӑн саламлӑ ҫырӑвне  панӑ, асӑнмалӑх парнесемпе савӑнтарнӑ.

Раиса Ивановна — вӑрҫӑ ачи, тыл ӗҫченӗ. Вӑл Патӑрьел районӗнче нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралса ӳснӗ, 7 ачаран чи асли пулнӑ. Ҫамрӑклӑхӗ йывӑр вӑхӑта лекнӗ пулин те, вӑл вӗреннӗ ҫын пулма талпӑннӑ, Канашри педагогика училищинче, унтан педагогика институтӗнче пӗлӳ илнӗ. 40 ҫул ытла кӗҫӗн классен вӗрентекенӗнче вӑй хунӑ. Сӑмах май каласан, унӑн пӗртӑванӗсенчен те чылайӑшӗ пурнӑҫне педагогикӑпа ҫыхӑнтарнӑ. 

1954 ҫулта Василий Кудрявцевпа ҫемье чӑмӑртанӑ, 4 ачана кун ҫути парнелесе пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ. Халӗ кинемей 6 мӑнукӗпе тата вӗсен 8 ачипе киленет.

Раиса Ивановна — ялти хисеплӗ ватӑ. 40 ҫул хушшинче вӑл мӗн чухлӗ ачана алӑран ҫавӑтса пӗлӳ тӗнчине илсе кӗмен-ши?! Тахҫанах тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ пулин те, вӑл вӗрентнӗ ачасем ӑна халӗ те ырӑпа аса илеҫҫӗ, сывлӑхӗпе интересленеҫҫӗ, вӗрентсе ҫын пулма пулӑшнӑшӑн тав тӑваҫҫӗ.

Юбилей кунӗнче хӑнасенчен чылай ӑшӑ сӑмах янӑранӑ. Эпир те хисеплӗ кинемее саламласа иксӗлми телей, ырлӑх-сывлӑх сунатпӑр.  

Наталия КАЛАШНИКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *