Суббота, 27 апреля

Пурнӑҫ ҫулӗ тикӗс мар

Вӑрманхӗрри Чурачӑк ялӗнче  Пакша йӑхӗ чи пысӑккисенчен пӗри шутланать. Ку статьяра сӑмах ҫак йӑха тӑсакансенчен пӗрин пирки, Николай Егорович Петров (Белков) ҫинчен пырӗ. Унӑн пурнӑҫ ҫулӗ такӑрах пулман, шӑпи таҫта та илсе ҫитернӗ. Пурӑннӑ чухне «Эп курнӑ нушасем сирӗн ҫул ҫинче ан пулччӑр» тесе пиллетчӗ. 

 Ашшӗпе амӑшӗ

Ашшӗ, Егор Петрович Белков, 1884 ҫулхи мартӑн 28-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Сергей (1872 ҫ.), Иван (1881 ҫ.) пиччӗшӗсем пулнӑ. Пӗчӗклех ҫӗр ӗҫӗпе ӗҫленӗ, йывӑҫран тӗрлӗ япала тума вӗреннӗ. Пичке-шетник, урапа кустӑрми тӑвасси уншӑн хӑнӑхнӑ япала пулнӑ. Ҫирӗм ҫула ҫитсен Егора салтака илнӗ, вӑл Варшавӑра кавалерист пулнӑ. Тӑватӑ ҫултан киле таврӑннӑ, анчах кунта нумай тӑрайман, пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи пуҫланнӑ, Егор Белков фронта ҫакланнӑ. Малалла — Октябрьти революци, икӗ ҫул Хӗрлӗ ҫарта пулнӑ. 1920 ҫулта килне таврӑннӑ, авланнӑ. Мӑшӑрӗ, Мария Федоровна, 1889 ҫулхи. Егор Петрович тӑрӑшсах ӗҫе кӳлӗннӗ. Федор Одинцовпа пӗрле ҫурмалла кӗрпе авӑртмалли ҫил арманӗ лартаҫҫӗ. 1926 ҫулта Хусантан ҫӑм тапакан машина илсе килет. Хӑйӗн кӗрпе арманӗн ҫур пайне сутса 1928 ҫулта ҫӑнӑх ҫуракан арман лартать.

Белковсен виҫӗ ача ҫут тӗнчене килет: Пантелей (1921 ҫ.), Николай (1923 ҫ.), Павел (1927 ҫ.). Вӑтӑрмӗш ҫулсенче, колхозсем тума пуҫласан, кулак тесе Егор Петровичӑн ҫӑм тапакан машинине, ҫил арманне, лашине, ҫӗр ӗҫӗпе ӗҫлемелли хатӗрӗсене туртса илсе колхоза параҫҫӗ. Хӑйне арестлеҫҫӗ, анчах, Хӗрлӗ ҫарта пулнине шута илнипе вӑл часах киле таврӑнать. Малтан колхоза пуҫтарӑннисем, кулак текен ҫынсенчен туртса илнӗ апат-ҫимӗҫе ӗҫсе-ҫисе пӗтерсен, колхоз саланать.

Иккӗмӗш хут колхозсем тума пуҫласан, 1937 ҫулхи ноябрӗн 8-мӗшӗнче, Егор Петровича тепре арестлеҫҫӗ, Чита облаҫӗнчи Амурлага ӑсатаҫҫӗ. 1942 ҫулхи декабрӗн 22-мӗшӗнче вӑл пурнӑҫран уйрӑлать. Колхоз тӑвакансем юлашки лашине, ҫӗрӗҫ  хатӗрӗсене илсе тухса каяҫҫӗ. Ҫуртне сӳтсе кӳршӗ ялти шкул валли пуҫтараҫҫӗ. Арӑмӗ Мария 1956 ҫулччен пурӑннӑ.

Егор Петровичӑн таса ятне 1989 ҫулхи октябрӗн 16-мӗшӗнче тавӑрнӑ. Патшалӑх реабилитаци туса вӑл тӑшман пулманнине ҫирӗплетет. Анчах мӗн тӑвӑн, вунӑ ҫул салтакра пулнӑ, кайран ҫӗршыва аталантарассишӗн тӑрӑшнӑ ҫынна халӑх тӑшманӗ туса хунӑ. Тен, ӗҫлес килмен карма ҫӑварсем кӗвӗҫнипе ҫакӑн пек пулса тухнӑ.

Ачалӑх

Коля 1923 ҫулхи июлӗн 27-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Ҫамрӑклах ҫӗр ӗҫне кӳлӗннӗ. Ашшӗпе пӗрле йывӑҫпа ӗҫлеме вӗреннӗ. Ҫӑнӑх арманӗнче, ҫӑм тапнӑ ҫӗрте пулӑшнӑ. Ялти пуҫламӑш шкулта вӗреннӗ, малалла вӗренме укҫа пулманнипе,  ҫичӗ класс анчах пӗтерме пултарнӑ. Ашшӗне лагере ӑсатсан, пӳртне сӳтсе кайнӑ хыҫҫӑн, мунчана пурӑнма куҫнӑ, унта пӗчӗк кӑмака лартнӑ. Пантелее Хӗрлӗ ҫара илнӗ. Амӑшӗ, шӑллӗ тата хӑй киле юлнӑ. Пурӑнма хӗсӗк пулнипе Коля Мускава тухса каять, стройкӑна ӗҫе вырнаҫать, арматурщик-бетонщик специальноҫне алла илет. Ҫакӑнта вӑл хушаматне аслашшӗ ячӗпе Петров тесе куҫарттарать, ҫапла вара Пакша йӑхӗнче Петровсем пулса каяҫҫӗ.

Вӑрҫӑ ҫулӗсем

1941 ҫулта, вӑрҫӑ пуҫлансан, Микулай Мускав ополченийӗпе хулана хӳтӗлеме каять. Малтанах хула ҫывӑхӗнче хӳтӗлев линийӗсем  тунӑ ҫӗре лекет. Кӑштахран 160-мӗш стрелковӑй полкӑн стрелокӗ пулса тӑрать. Пантелей вӑрҫӑччен Ҫӗпӗрте службӑра тӑнӑ. Пӗртӑвансем пӗр-пӗрин пурнӑҫӗ пирки ҫыру урлӑ ҫеҫ пӗлнӗ. 1941 ҫулхи кӗркунне Николай Егорович ирхине пиччӗшӗ патне ҫыру ҫырать, тепӗр кун каҫхине унран хыпар илет. Иккӗшӗ те пӗр-пӗринчен аякра та маррине ӑнланаҫҫӗ. Анчах пурнӑҫ вӗсене тӗл пулма памасть, тепӗр кун нимӗҫсем кӳршӗ участока вӑйлӑ тапӑнаҫҫӗ. Тепӗр икӗ кунран вӑл пиччӗшӗн ҫырӑвне командира кӑтартать. Командир контрнаступлени вӑхӑтӗнче Ҫӗпӗр стрелокӗсен питӗ нумай ҫухату пулнине калать. Пиччӗшӗнчен вӑл тек ҫыру илеймест. Халӗ эпир Пантелей 1943 ҫулта Великие Луки хули патӗнче хыпарсӑр ҫухалнине пӗлетпӗр. Николай Егорович нумай-нумай ҫӗрте ҫапӑҫнӑ. Ҫапах та Турӑ ӑна хӑйсен йӑхне малалла тӑсма сыхланӑ пулӗ, тӑватӑ ҫул окопсемпе траншейӑсенче ирттерни унӑн шӑпинче тарӑн йӗр хӑварнӑ.

Вӑрҫӑ пӗтсен  Николай Егоровичсен чаҫӗ ҫула тухать. Пӗр ирхине вӗсен  эшелонӗ Канаш хулине ҫитсе чарӑнать. Тӑван тӑрӑх, тӑван кил хӑй патнелле туртать. Анчах эшелонран юлсан — трибунал. Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнче Амур шывӗпе тинӗс хӗррине ҫити илсе каяҫҫӗ. Телее, яппунсемпе ҫапӑҫма тӳр килмест, иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи вӗҫленет. Николай вӑрҫӑ хыҫҫӑн строительсен батальонӗнче 1947 ҫулччен службӑра пулать. 1947 ҫулхи ҫуркунне демобилизаципе килне таврӑнать. Вӑтам ывӑлне килӗнче амӑшӗ пӗчченех кӗтсе илет, Павӑл шӑллӗ хӗсметре тӑнӑ. Николай Петрова паттӑрлӑхпа хӑюлӑхшӑн Отечественнӑй вӑрҫӑ орденӗпе, юбилей медалӗсемпе чысланӑ. Вӑл «Ветеран труда» медале тивӗҫнӗ.

Ҫемье

1948 ҫулхи июнӗн 17-мӗшӗнче Николай Егорович Александра Ивановнӑпа ҫемье ҫавӑрать. Арӑмӗ Ҫӗнӗ Мӑрат ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, пӗчӗклех ӗҫе кӳлӗннӗ. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче хӗлле вӑрман каснӑ ҫӗрте ӗҫленӗ, ҫулла колхоз хирӗнче тыр-пул туса илнӗ. Сӑр хӗрринче хӳтӗлев сооруженийӗсем тунӑ ҫӗрте те вӑй хунӑ. Александра Ивановнӑпа Николай Егорович Петровсем тӑхӑр ача ҫуратса ӳстернӗ, паянхи кун пурте пурӑнаҫҫӗ. Тӑватӑ ывӑлӗ Совет ҫарӗнче службӑра пулнӑ, иккӗшӗ — аслӑ лейтенантсем. Александра Ивановна «Ача амӑшӗн мухтавӗ» орденӑн I,  II,  III степенӗсене, «Медаль материнства» медалӗн I,  II степенӗсене, «За доблестный труд в Великой Отечественной войне 1941—1945 г.г.», «Ветеран труда» медальсене тивӗҫнӗ. Вӗсем иккӗшӗ те колхозра тӑрӑшнӑ. Ачисем те пӗчӗклех ӗҫе кӳлӗннӗ, ҫӑкӑр тутипе хакне ӑнланса ӳснӗ.

Ҫитӗнсе ҫемье ҫавӑрсан ялта пурӑнакан тӑванӗсем валли хӑйсемех ҫурт ҫӗкленӗ.  Платникпе столяр ӗҫӗсем Петровсемшӗн пӗртте ют мар, йӑхран йӑха пыракан пултарулӑх вӗсенче вӗресе ҫеҫ  тӑрать.

Николай Егоровичпа Александра Ивановна ку тӗнчере ҫук ӗнтӗ. Паянхи кун вӗсен 9 ачи, 25 мӑнукӗ, мӑнукӗсен 41 ачи йӑха малалла тӑсать. Пакша йӑхӗ ӳссе пынӑшӑн савӑнмалла кӑна. Николай Егорович пирӗнтен уйрӑлса кайнӑ чухне 63-ре  пулнӑ. Вӑл ҫуралнӑранпа кӑҫал 100 ҫул ҫитрӗ. Эпир вӗсене манмастпӑр, кашни ҫулах тӑван килте пуҫтарӑнса ҫывӑх ҫыннӑмӑрсене аса илетпӗр,  вӗсен юратнӑ юррисене юрлатпӑр. Николай Егорович паян та стройрах, вӑрҫӑра вилнисене асӑнса   лартнӑ палӑк умӗнче «вилӗмсӗр полк» йышӗнче кашни ҫулах мӑнукӗсемпе, вӗсен ачисемпе пӗрле тӑрать.

Надежда СЕМЕНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *