Воскресенье, 28 апреля

Хисеплӗ ята тивӗҫрӗ

Хисеплӗ ята тивӗҫрӗ

Сывлӑх сыхлавӗн ӗҫченӗ пулмах ҫуралнӑ пулӗ вӑл, теҫҫӗ Ҫӗнӗ Кипеҫ тата Тӗвенеш ялӗсенче пурӑнакансем Галина Николаевна Кольцова пирки.

Унӑн медицинӑри ӗҫ-хӗлӗ 1991 ҫулта Нӗркеҫри фельдшерпа акушер пунктӗнчен пуҫланнӑ. Канашри медицина училищине тин ҫеҫ вӗренсе пӗтернӗскер пысӑк хавхаланупа ӗҫе пуҫӑннӑ. Кӗске вӑхӑтрах вӑл ял хушшинче ырӑ ят ҫӗнсе илнӗ.

2013 ҫултанпа вара Галина Николаевна Ҫӗнӗ Кипеҫ ФАПӗнче тӑрӑшать. Тӗрлӗ ыйтупа килекенсене вӑл кӑмӑллӑ кӗтсе илет, мӗн пултарнӑ таран ҫийӗнчех пулӑшу пама тӑрӑшать. Ахальтен мар ӗнтӗ унӑн пархатарлӑ ӗҫне патша лӑх пысӑка хурса хакларӗ.  Вӑл «Чӑваш Республикин сывлӑх сыхлавӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ята тивӗҫрӗ. Эпир ӑна малашне те мӗн пур ыррине ҫеҫ сунатпӑр. Ял халӑхӗн сывлӑхӗшӗн татах та пысӑкрах хавхаланупа тӑрӑшма унӑн ҫирӗп сывлӑх, иксӗлми вӑй-хал пултӑр. Пархатарлӑ ӗҫӗрте ӑнӑҫу ҫеҫ кӗттӗр. Халӑх сире хисеплет, шанать.

Галина Новикова,

ял старости.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *