Ачасене вӗрентесси – яваплӑ

Педагогсен династийӗ  пархатарлӑ ӗҫе ӑруран ӑрӑва тӑсса пыракан ҫынсенчен тытӑнса тӑрать.  Аслисенчен тӗслӗх илсе кӗҫӗннисем вӗсен  ҫулне суйласа илеҫҫӗ. Ҫапла вара ҫак ырӑ йӑла ламран лама куҫса пырать.

Пирӗн ҫемьере вӗрентекенсен виҫӗ ӑрӑвӗ шутланать. Пӗтӗмӗшле педагогика стажӗ 134 ҫулпа танлашать. Пӗр ӗмӗр ытла вӗсем ачасене пӗлӳ тӗнчине илсе кӗреҫҫӗ.

Учительсен династине пуҫарса яраканӗ манӑн анне пулнӑ. Ольга Степановна Андреева (хӗр чухнехи Захарова) 1924 ҫулхи мартӑн 3-мӗшӗнче Аслӑ Чурачӑк ялӗнче ҫуралнӑ. 1941 ҫулта вӑл ялти вӑтам шкула «питӗ лайӑх» паллӑсемпе пӗтернӗ. Патӑрьелӗнчи педагогика училищине вӗренме кӗнӗ. Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ пуҫланнӑ май ӑна ытти хӗрсемпе пӗрле Пӑрачкав тӑрӑхне окопсем чавма янӑ. Ман анне Сӑр тата Хусан хӳтӗлев сооруженийӗсене тунӑ ҫӗре хутшӑннӑ. 1942 ҫулччен Тутар республикинче те ӗҫленӗ. Ҫав ҫулхине тӑван тӑрӑха таврӑнсан пӗр вӑхӑт ясли заведующийӗнче тӑрӑшнӑ, август уйӑхӗнче вара хӗре Йӳҫ Шӑхаль ялӗнчи шкула кӗҫӗн классене вӗрентме янӑ. Вӑл вӑхӑтра вӗсем ачасене пӗлӳ панипе пӗрлех обществӑлла ӗҫсене те хастар хутшӑннӑ. Агитатор пулнӑ, ӗҫтешӗсемпе пӗрле концертсемпе спектакльсем лартнӑ, вӗренекенсемпе колхоз уйӗнче вӑй хунӑ. Темӗнле йывӑр пулсан та вӑл пӗлӗвне ӳстерсе пыма тӑрӑшнӑ. 1943 ҫулта педучилище вӗренсе пӗтернӗ. Ачасене 46 ҫул пӗлӳ панӑ. Вӗренекенсене тарӑн пӗлӳ тата тивӗҫлӗ воспитани парас тӗлӗшпе тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн вӑл нумай наградӑна тивӗҫнӗ. Чи пысӑк награда — хӑй вӗрентнӗ ачасен хисепӗ. Ольга Степановна пурӑннӑ вӑхӑтра ачасем килсех ҫӳретчӗҫ, ӑна чӗререн тав тӑватчӗҫ. «Манӑн тепӗр пурнӑҫ пулсан ӑна та ачасене вӗрентес ӗҫе панӑ пулӑттӑм», — тетчӗ вӑл. Унӑн хӑйӗн тӗпренчӗкӗсем те ӳссен амӑшӗн ҫулӗпех кайрӗҫ.

Манӑн тете, Николай Иванович Андреев, ҫартан таврӑнсан 1985 ҫулта И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх  педагогика институтне физкультура уйрӑмне вӗренме кӗчӗ. Ҫав ҫулах Шурут вӑтам шкулӗнче ачасене физкультура предметне вӗрентме пуҫларӗ. Пӗр вӑхӑт Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗнче те ӗҫлерӗ. 2012 ҫултан пуҫласа паянхи кунчченех вӑл Шурут вӑтам шкулӗн директорӗнче тӑрӑшать. Физкультурӑпа спорт юхӑмне аталантарас, вӗрентӳ тата воспитани ӗҫне лайӑхлатса пырас енӗпе хастар ӗҫленӗшӗн Николай Иванович район администрацийӗн тата ЧР вӗрентӳ министерствин Хисеп грамотисене тивӗҫнӗ. Ӳсекен ӑрӑва патриотизмла воспитани парас ӗҫре палӑрнӑшӑн «Сыны Отечества» офицерсен юлташлӑхӗ обществӑлла организацин  Тав хучӗпе наградӑланӑ. Ҫавӑн пекех ӑна ЧР Физкультурӑпа спорт министерстви Тав Ҫырӑвӗ панӑ. Аслӑ категориллӗ вӗрентекен «Раҫҫей Федерацийӗн пӗтӗмӗшле пӗлӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ» ята та тивӗҫнӗ. Н.Андреев 2012 ҫултанпа — педагогика ӗҫӗн ветеранӗ.

Эпӗ те хамӑн пурнӑҫа вӗрентӳпе ҫыхӑнтартӑм. Шкул хыҫҫӑн педагогика  училищине вӗренме кӗтӗм. Ӑна ӑнӑҫлӑ пӗтернӗ хыҫҫӑн 1987 ҫулта Александровка пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулӗнче кӗҫӗн классене вӗрентме  пуҫларӑм. Пуҫласа шкул алӑкне уҫса кӗрекенсене саспаллисемпе паллаштарса вулама, ҫырма, шутлама хӑнӑхтартӑм. И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче куҫӑн мар майпа вӗренсе «Педагогика и методика начального обучения» специальность илтӗм. Александровка шкулӗнче пуҫламӑш классене вӗрентме пуҫланӑранпа 36 ҫул ҫитрӗ. Эпӗ пӗлӳ панӑ ачасем муниципалитет, регион, Раҫҫей шайӗнчи конкурссенче, олимпиадӑсемпе фестивальсенче палӑраҫҫӗ. Пӗлӳ парас ӗҫре палӑрнӑшӑн пӗрре мар наградӑсене тивӗҫрӗм. Вӗсенчен чи паллӑраххи — Чӑваш Республикин  Вӗрентӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствин Хисеп грамоти. Вӗрентӳ ӗҫӗнчи ҫитӗнӳсемшӗн  2012 ҫулта «Раҫҫей Федерацийӗн пӗтӗмӗшле вӗрентӗвӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят пачӗҫ. Эпӗ — аслӑ категориллӗ вӗрентекен, педагогика ӗҫӗн ветеранӗ.

Ҫемье династине малалла тӑсакансем — Николай Ивановичӑн хӗрӗ Ольга Николаевна Петрова (Андреева) тата манӑн хӗр Татьяна Генадьевна Мулеева (Воробьева).

Ольга Николаевна 2009 ҫулта И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн физвоспитани факультетне вӗренсе пӗтернӗ. 2010 ҫулта Шупашкарти  164-мӗш ача садӗнче физкультура инструкторӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Хальхи вӑхӑтра вӑл Шупашкартах 117-мӗш ача садӗнче инструкторта вӑй хурать, ачасене мӗн пӗчӗкрен спортпа туслӑ пулма вӗрентес енӗпе тимлет. Ӗҫре палӑрнӑшӑн вӑл чылай наградӑна тивӗҫнӗ.  Хулари «Фитнес вместе с мамой» конкурса тӑтӑшах хутшӑнать.

Татьяна Геннадьевна И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн юридици факультетне вӗренсе пӗтернӗ. 2013—2014 ҫулсенче  асӑннӑ университетра гражданпа право дисциплинисен кафедринче преподаватель-ассистент пулса ӗҫленӗ.

Учительсен династийӗ. Мӗн вӑл?  Аслисене кӳрентерес мар тесе вӗсен ҫулӗпе утни-и? Ҫук, паллах. Ку вӑл пӗлтерӗшлӗрех, ҫӳлтен паракан пултарулӑх, ачасене юратни, ху илнӗ пӗлӗве вӗсене парас хавхалану пулни. Учитель профессийӗ ҫӗр ҫинче чи кирлисенчен пӗри пулнине чӗрепе ӑнланни. Ачасене пӗлӳ парасси яваплӑ пулнине туйса, курса тӑрсах  аслисен профессине суйласа илни.

Ирина Воробьева.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *