Четверг, 31 октября

Общество

Шкулпа сывпуллашнӑ

Шкулпа сывпуллашнӑ

Нумаях пулмасть районти шкулсенче сывпуллашу каҫӗсем иртнӗ. Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнчен кӑҫал 30 ача вӗренсе тухнӑ. Шкул пӗтернӗ ятпа вӗсене шкул директорӗ Евгений Савельев ӑшшӑн саламланӑ, аттестатсем панӑ, чи маттур вӗренекенсене медальсемпе хавхалантарнӑ. Ҫавӑн пекех Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, округри депутатсен пухӑвӗн председателӗ Светлана Грачева, вӗренӳ пайӗн начальникӗ Наталия Комиссарова, педагогсемпе ашшӗ-амӑшӗ выпускниксене саламланӑ, малашне те пысӑк ҫитӗнӳсем тума, муниципаллӑ округ чысне ҫӳлте тытма суннӑ. Ӗнерхи шкул ачисен пурнӑҫӗнче халӗ ҫӗнӗ тапхӑр пуҫланать. Эпир те выпускниксене пурнӑҫ ҫулӗ тӑрӑх хастаррӑн та мал ӗмӗтлӗн утма, мӗн ӗмӗтленнине пурнӑҫа кӗртсе пыма сунатпӑр.   (ХАМӐР ИНФ.).
Утӑ, сенаж хатӗрлеҫҫӗ

Утӑ, сенаж хатӗрлеҫҫӗ

Ҫанталӑк ӑмӑр, сулхӑнрах пулсан та округри ял хуҫалӑх предприятийӗсем выльӑх апачӗ хатӗрлес, агротехника ӗҫӗсене вӑхӑтра пурнӑҫлас  тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Июнӗн 27-мӗшӗ тӗлне округри тӗрлӗ формӑллӑ ял хуҫалӑх предприятийӗсем 1650 гектар нумай ҫул ӳсекен курӑксем  ҫулнӑ. Ку ӗҫ малалла пырать. Хальлӗхе 2050 тонна утӑ хатӗрленӗ. «Искра» колхозӑн 400 тонна, «Родина» ОООра 300 тонна, «Восток» ЯХПКра 200 тонна типӗ утӑ пур. Хуҫалӑхсем сенаж хывса хӑварас тесе те тӑрӑшаҫҫӗ. Округӗпе 2250 тонна  хунӑ. Ку енӗпе «Урожай» колхоз, «Рассвет» ял хуҫалӑх кооперативӗ  тӑрӑшса ӗҫленине палӑртмалла. Вӗсенче 1000 тонна ытла ҫак паха апат пур та ӗнтӗ. Округри пур ял хуҫалӑх предприятийӗсем те кашни уяр кунпа усӑ курса утӑ, сенаж хатӗрлес тесе ҫине тӑраҫҫӗ. Минзаит Зайнуллин.
Чи лайӑххисен шутӗнче

Чи лайӑххисен шутӗнче

Ҫак кунсенче Патӑрьел муниципаллӑ округӗнче «Родники России — родники Чувашии» республикӑри фестиваль иртнӗ. Унта Чӑваш Енри ҫӑлкуҫсем ҫинчен калаҫнӑ, вӗсене  хакланӑ. Комсомольскинчи  «Тимоша» ҫӑлкуҫ «Чӑваш республикинчи  муниципаллӑ округсенчи чи тирпейлӗ ҫӑлкуҫ» шутне кӗнӗ.  Комсомольски территори  уйрӑмӗн начальникне Юрий Митюкова ЧР ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗ Тав хучӗпе чысланӑ. Кӑҫал Чӑваш Республикинче Экологи тата ҫутҫанталӑкпа перекетлӗ усӑ курассин  ҫулталӑкӗ пулни ҫеҫ мар, хамӑр пурӑнакан тавралӑх, шыв-шур, ҫӑлкуҫсем, вӑрман таса та илемлӗ пултӑр тесе округра та, территори уйрӑмӗсенче маларах та тӑрӑшнӑ, халӗ те ӗҫлеҫҫӗ.
Вӗсен ячӗсене манмалла мар

Вӗсен ячӗсене манмалла мар

Киров поселокӗн историйӗ 1948 ҫултан пуҫланать. Ӑна йӗркелекенсем Нӗркеҫ, Хирти Сӗнтӗр, Хирти Ӗнел, Тӗвенеш, Елчӗк районӗн ҫыннисем пулнӑ. Пуҫаруҫисем вара — Семен Герасимович Краснов тата Семен Федорович Деменков. Эпӗ вӗсем ҫинчен каласа парасшӑн. Вӗсем пӗр хӑрамасӑр ҫӗнӗ ҫӗр ҫине куҫса килнӗ. Ҫынсемпе калаҫса, пӗр чӗлхе тупса поселок пуҫарса янӑ. Чӑннипе илсен 1947 ҫултах 32 хуҫалӑх  ку тӑрӑхра ҫӗрпӳртсем чавса хӗл каҫнӑ. С.Г.Краснов 1906 ҫулта Нӗркеҫ ялӗнче хресчен  ҫемйинче ҫуралнӑ. Мӗн пӗчӗкрен ӗҫе хӑнӑхса ӳснӗскер ялти шкула вӗренсе пӗтерсен  хресчен ӗҫӗпе тӑрӑшнӑ. 1934—1937 ҫулсенче Шмидт ячӗллӗ колхозра ӗҫленӗ. Кладовщик та  пулнӑ вӑл, ытти ҫӗрте те вӑй хунӑ. Каярахпа ӑна Нӗркеҫ ял Совет председательне суйланӑ. Райӗҫтӑвкомӑн суту-илӳ пайӗнче пулма та тӳр килнӗ. Аслӑ Отечественн
Ӗҫ паттӑрӗсене асӑннӑ

Ӗҫ паттӑрӗсене асӑннӑ

Округ пуҫлӑхӗн ҫумӗнчен Наталия Комиссаровӑран, СВО участникӗнчен Дмитрийрен тата Олеся Митюковӑран тӑракан делегаци Куславкка округӗнчи Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тунӑ строительсене асӑнса лартнӑ мемориал комплексӗ патӗнчи митинг-реквиема хутшӑннӑ. Унта вӗсем вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи ӗҫ паттӑрӗсене асӑнса Сӳнми ҫулӑм патне чечексем хунӑ. Аса илтеретпӗр, республикӑра 1941 ҫулхи октябрӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа 1942 ҫулхи январӗн 21-мӗшӗччен хӳтӗлев чиккисем тӑвас ӗҫ пынӑ. Унта 200 пине яхӑн ҫын хутшӑннӑ. Ку вӑл — вӑрҫӑ пуҫланнӑ тӗле республикӑра пурӑннӑ ӗҫлеме пултаракан ӳсӗмри ҫынсен пӗрре виҫҫӗмӗш пайӗ. Хӳтӗлев чиккисем пурӗ 380 ҫухрӑма тӑсӑлнӑ. Аслӑ Ҫӗнтерӳ мӗн тери хаклӑ пулнине яланах асра тытар, хамӑрӑн несӗлсемпе мухтанар!
Уяр кунсемпе туллин усӑ кураҫҫӗ

Уяр кунсемпе туллин усӑ кураҫҫӗ

Ҫумӑрсем ҫукаласа тӑраҫҫӗ пулин те ок- ругри ял хуҫалӑх предприятийӗсем выльӑх апачӗ хатӗрлес ӗҫе малалла тӑсаҫҫӗ. Кашни уяр вӑхӑтпа туллин усӑ курма тӑрӑшаҫҫӗ.  Июнӗн 20-мӗшӗ тӗлне округри тӗрлӗ формӑллӑ ял хуҫалӑх  предприятийӗсем 2290 гектар ҫинче нумай ҫул ӳсекен курӑксем ҫулнӑ. 1884 тонна утӑ, 1050 тонна сенаж хатӗрленӗ. Хуҫалӑхсем вӑхӑтра выльӑх апачӗ хатӗрлесе хӑварас тесе малалла ӗҫлеҫҫӗ.  Ҫав вӑхӑтрах пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсем, тымарҫимӗҫсем тулӑх ҫитӗнччӗр тесе агротехника ӗҫӗсем те тӑваҫҫӗ. Минзаит Зайнуллин.
Ҫумкурӑк ашкӑрать

Ҫумкурӑк ашкӑрать

Пирӗн пата Комсомольскинчи нумай хваттерлӗ пӗр ҫуртра пурӑнакансем ҫумкурӑксене питӗ юратаҫҫӗ текен хыпар ҫитрӗ. Эрӗм те хупах, тӗрлӗ курӑк ҫурт таврашӗнче ашкӑраҫҫӗ кӑна. Ҫынсене валли вырнаҫтарнӑ сак ҫинче те пысӑк хупах саркаланса «ларать». Кунта пурӑнакансен нивушлӗ кашни кун ҫак «илемпе» киленес килет-ши? Кам та пулин килсе тасатса парасса кӗтеҫҫӗ-ши? Илемпе тирпейлӗх хамӑршӑн тетпӗр. Апла, тен, такам  килсе тасатса парасса кӗтмесӗр хамӑрӑнах кӑштах тӑрӑшмалла; Ҫурт ҫумӗнчи ҫумкурӑксене тӑпӑлтарса пӑрахасси пӗрре те йывӑр мар-ҫке.
Малтан ҫӗршыва хӳтӗленӗ, кайран мирлӗ ӗҫре тӑрӑшнӑ

Малтан ҫӗршыва хӳтӗленӗ, кайран мирлӗ ӗҫре тӑрӑшнӑ

Эпӗ Хырай Ӗнел шкулӗн директорӗнче нумай ҫул ӗҫленӗ, ҫав вӑхӑтрах  ветерансен вырӑнти организацине нумай ҫул ертсе пынӑ, районти ветерансен совечӗн президиумӗн членӗ пулнӑ Николай Дмитриевич  Краснов пирки каласа парасшӑн. Вӑл, 1924 ҫулта ҫуралнӑскер, пурнӑҫра нуши-тертне нумай курнӑ. Кивӗ Сӗнтӗрти 7 ҫул вӗренмелли шкула пӗтернӗ хыҫҫӑн Патӑрьелӗнчи педагогика училищине вӗренме кӗнӗ. Ачасене пӗлӳ парас пархатарлӑ ӗҫре тӑрӑшас тӗллев пулнӑ ӗнтӗ унӑн. Анчах ӗмӗтне вӑрҫӑ пуҫланни татнӑ. Ҫамрӑк каччӑн пӗр вӑхӑт колхозра ӗҫлеме тивнӗ. 1941 ҫулта  ӑна  Сӑр тӑрӑхӗнчи хӳтӗлев чиккисем тунӑ ҫӗре ӗҫлеме янӑ. 1942 ҫулхи сентябрӗн 22-мӗшӗнче Николай Дмитриевича ҫара илнӗ. Пермь хулинче вӗреннӗ хыҫҫӑн гварди сержанчӗ Курск патӗнчи хаяр ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. 1943 ҫулта вӑл йывӑр аманнӑ, г

Паттӑр салтак пулнӑ

Унӑн ячӗ Астӑвӑм кӗнекинче те ҫук. Аслӑрах ӳсӗмрисем Леонид Никитич Козлова пянхи кун та асра тытаҫҫӗ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн вӑл тӑван колхозра  платник пулса ӗҫленӗ, хуҫалӑхри чылай объекта хута яма хутшӑннӑ. Шӳтлеме юратаканскерпе  ӗҫлеме питӗ кӑмӑллӑ пулнине палӑртаҫҫӗ. Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра  пулсан та вӑл вӑхӑтсем пирки каласа пама юратман вӑл. Чӑннипе ун шӑпи йывӑр пулнӑ. Мӗн чухлӗ асап тӳсме тивнӗ унӑн. Вӑл Шурут ялӗнче 1912 ҫулта ҫуралнӑ. Шкулта 2 класс пӗтернӗ хыҫҫӑн  унӑн малалла вӗренме май килмен пулӗ. 1934 ҫулта вӑл Хӗрлӗ Ҫар ретне тӑнӑ. Унта хӑйне лайӑх енчен ҫеҫ кӑтартнӑ. Яла таврӑнсан  тӗрлӗ ҫӗрте тӑрӑшнӑ. Ҫынсен нумай ӗмӗтне татса Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ пуҫланнӑ. Леонид Никитич вӑрҫӑн малтанхи кунӗсенче тенӗ пекех фронта тухса кайнӑ. Документсе
Хисеплӗ кинемей  — 90 ҫулта

Хисеплӗ кинемей  — 90 ҫулта

Хирти Шӑхасан  ялӗнче пурӑнакан Василиса Карсакова июнӗн 17-мӗшӗнче 90 ҫул тултарчӗ. Василиса Максимовна Хирти Шӑхасан ялӗнче йышлӑ ҫемьере кун ҫути курнӑ. Ачалӑхӗ унӑн хаяр вӑрҫӑн йывӑр ҫулӗсене лекнӗ. Ашшӗне вӑрҫӑн малтанхи кунӗсенчех фронта илсе кайнӑ, вӑл ҫав ҫулхи ноябрь уйӑхӗнче хыпарсӑр ҫухалнӑ. 7-мӗш класс пӗтерсен хӗр ялти фермӑра сурӑхсем пӑхнӑ ҫӗрте тӑрӑшнӑ. «Ҫамрӑк пулсан та мӗн вӑй ҫитнӗ таран ӗҫленӗ, сурӑхсем пӑранланӑ  вӑхӑтсенче сахал мар фермӑра ҫӗр каҫнӑ. Пӗр ҫулхине колхоз правленийӗ лайӑх ӗҫленӗшӗн мана 12 путек парса хавхалантарнӑччӗ», — аса илет ватӑ.    Хӗр пӗве кӗрсен пур ҫӗрте те маттур пикене ял каччи Федор Карсаков куҫ хывать. 1960 ҫулта ҫамрӑксем мӑшӑрланаҫҫӗ, тӗп киле юлса ҫӗнӗ ҫурт лартаҫҫӗ, выльӑх-чӗрлӗх  валли хуралтӑсем ҫавӑр