Воскресенье, 28 апреля

Салтак ҫемйисене — Ҫӗнӗ ҫул парни

Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарать. Кивӗ ҫула ӑсататпӑр, пысӑк шанчӑкпа ҫӗннине кӗтсе илетпӗр.

Декабрӗн 25-мӗшӗнче Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен ҫывӑх тӑванӗсемпе, ашшӗ-амӑшӗпе, мӑшӑрӗсемпе муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин тӗл пулнӑ. Вӑл вӗсене малтанах ҫывхарса килекен Ҫӗнӗ ҫул  уявӗпе саламланӑ.

Пирӗн ентешсем ятарлӑ ҫар операцийӗ пыракан вырӑнсенче ҫар тивӗҫне тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлаҫҫӗ, хӑйсене пур енӗпе те лайӑх енчен кӑтартаҫҫӗ. Николай Никандрович пирӗн округран кайнӑ 5 салтак пирки вӗсем тӑракан ҫар чаҫӗсенчен  командирсем ярса панӑ грамотӑсене ҫывӑх тӑванӗсене тав туса тыттарчӗ. Ҫавӑн пекех вӗсене Ҫӗнӗ ҫул парнисем те пачӗ.

Тӗлпулу сӗтел хушшинче вӗри чей ӗҫсе малалла тӑсӑлчӗ. Николай Никандрович воинсен ҫемйисенчен пурнӑҫӗ, ӗҫӗ-хӗлӗ пирки ыйтса пӗлчӗ, хӑйӗн ывӑлӗ те ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнни ҫинчен пӗлтернӗ. Ҫавӑнпа та вӗсен пӑшӑрханӑвне никамран та лайӑхрах ӑнланнине палӑртрӗ.

(Хамӑр инф).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *